31 июля 2013 г.
Пĕр уйăх кăна юлать
Вĕренÿ учрежденийĕсене шкул ачисене йышăнма пур енлĕн хатĕрлесе çитересси – паянхи тĕп ыйтусенчен пĕри. Çĕнĕ вĕренÿ çулĕ пуçăниччен пĕр уйăх кăна юлчĕ. Çавна май пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан шкулсенче тата шкул çулне çитмен ача-пăча учрежденийĕсенче кулленхи тата юлашки юсав ĕçĕсене туса ирттереççĕ.
Çак кунсенче район администрацийĕн пуçлăхĕ Ростислав Тимофеев районти вĕренÿ учрежденийĕсенче хатĕрленÿ ĕçĕсем мĕнле пынипе паллашнă, Мăн Сĕнтĕр, Ярапайкасси, Шурча, Çатракасси шкулĕсене, Москакассинчи «Колокольчик», Çатракассинчи «Березка» ача сачĕсене çитсе курнă.
Тĕплĕнрех кун пирки – хаçатăн çитес номерĕнче.
Сĕт туса илесси ÿсет
Район администрацийĕн экономика тата агропромышленность комплексĕн аталанăвĕн пайĕ пĕлтернĕ тăрăх ял хуçалăх организацийĕсенче сумалли ĕнесен шучĕ 2246 пуçпа танлашать. Талăкри вăтам сăвăм районĕпе – 29418 килограмм, çак кăтарту иртнĕ çулхинчен 3164 килограмм ытларах. Пĕр ĕне пуçне тивекен сăвăм –13,1 килограмм.
«Путь Ильича» агрофирмăра, Суворов яч. хис., Ильич яч. хис., «Герой» хуçалăхсенче пĕр ĕне пуçне тивекен вăтам сăвăм 15 килограмран пысăкрах. Районти чи пысăк кăтарту «Путь Ильича» агрофирмăра, вăл – 16,7 килограмм.
Çав хушăрах «Передовик», «Свобода», Чапаев яч. хис. хуçалăхсенчи сăвăм самай пĕчĕк, юлашки тапхăрти кăтарту тăрăх 10 килограмран та сахал. Çапла вара чи пĕчĕк сăвăм Чапаев яч. хис. хуçалăхра, вăл – 7,3 килограмм.
Районта пĕтĕмĕшле сĕт туса илнин 85 проценчĕ сутлăхлăх продукци шутланать. Муркашри сĕт-çу завочĕ пĕр килограмм сĕтшĕн 14 тенкĕ, Муркаш тата Мăн Сĕнтĕр райповĕсем 12,5 тенкĕ тÿлеççĕ.
Ачасем ĕçе хăнăхаççĕ
Ачасене шкул çумĕнчи ĕçе явăçтарни вĕсене профориентаци тата воспитани тивĕçлĕ шайра парассинче пысăк пĕлтерĕшлĕ. Çапла вара кĕçĕн çулхи ачасен кунта пурнăçра, вăл шутра хушма хуçалăхра кĕтекен тĕп утăмсемпе паллашма, биологи урокĕсенче вĕреннине вăя кĕртме майсем çителĕклĕ.
Шомик шкулĕнче вăй хуракансем çулсеренех ку енĕпе активлă, ĕç хăрушсăрлăх правилисене пăхăнса тата графикпа килĕшÿллĕн ĕçлеççĕ. Çуллахи практика сехечĕсене ачасем тулли кăмăлпа çÿреççĕ.
Р. Илларионова хатĕрленĕ.