Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Пирĕн истори – пирĕн пуянлăх

24 июля 2013 г.

 

Чăваш халăх историйĕ интереслĕ те пуян. Тĕпчесе пăхсан тĕлĕнмелле япаласемпе пулăмсем пирки пĕлме пулать. Унччен эпир никам та Сăр юхан шывĕн хĕвел анăç еннелле ĕлĕк авалхи чăвашсен (пăлхар) çĕрĕсем пулнине пĕлмен. Кунта 10 – 12 ĕмĕр каялла пăлхар факторийĕсемпе тĕрлĕ княжествăсем пулнă иккен, Рязань, Смоленск, Новгород таранах. Çĕршер çул хушшинче кунта пурăнакансем христианствăна йышăнса вырăссемпе хутăшса кайнă.

Нумаях пулмасть районти культура ĕçченĕсем Сăр юхан шывĕн тепĕр енчи ялсенче, Мари Республикин Горномари районĕнче пĕр кунлăх çул çÿревре пулчĕç. Халĕ вырăссем, чăвашсем тата çармăссем пурăнакан вырăнсемпе паллашма питĕ кăсăклă пулчĕ.

Акă Семьяны ялĕ йĕркеленни 800 çул ытла иккен. Кивĕ чиркÿ сăрт çинче вырнаçнă. Ăна 1912 çулта Михаил архангел ячĕпе çĕкленĕ. Айлăмра Ăшă (чей) çăл куç пур. Ялти çарпа асăну комплексне акционерсен «Семьяны» уçă обществин ертÿçи В. Авдеев княç йĕркеленĕ.

Воротынец поселокĕнче пулма тÿр килчĕ. Кунти 19-мĕш ĕмĕрти событисем çинчен Воротынский княç палăкĕ аса илтерет.

Кайран эпир Владимир çулĕпе Сăр юхан шывĕн вăрринелле çул тытрăмăр. Кунта чăвашсен Казанский, Петровский, Лысая Гора, Шереметьево ялĕсем вырнаçнă. Кунта эпир Шереметьевсем 19-мĕш ĕмĕр вĕçĕнче туса лартнă сыр хатĕрлемелли цех çурчĕпе, 20-мĕш ĕмĕрти паллă поэтăн Тарас Кирилловăн çурчĕпе интересленсе паллашрăмăр. Вырăссен паллă писателĕ Максим Горький те хăй вăхăтĕнче пулнă иккен Шереметьевăра.

Сăр шывĕ урлă каçни халĕ те асрах. Епле илем пĕтĕм анлăшĕпе куç умне тухса тăрать.

Васильсурскри таврапĕлÿ музейĕнче пултăмăр. Музей заведующийĕ Е. Попкова ял историйĕпе, унпа çыхăннă событисемпе тĕплĕн паллаштарчĕ. Ял масарне те çитсе куртăмăр. Кунта пирĕн несĕлсем те ĕмĕрлĕх канлĕх тупнă. Тарас Кириллов поэта та кунтах пытарнă.

Кайран авалхи Владимир çулĕпех Шупашкаралла çул тытрăмăр. Ку тăрăхра этнографи, археологи, историпе литература палăкĕсем чылай. Мари Республикин Горномари районĕнчи историпе тăван ен культурине вĕрентекен учительсен ертÿçи Тамара Петрова вĕсем пирки пире интереслине чылай каласа пачĕ.

Т. ЕРМОЛАЕВА,

тури чăвашсен районти музейĕн директорĕ. 

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика