Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Юман – çут çанталăк палăкĕ

24 июля 2013 г.

 

Юман – пирĕн тăрăхри вăрман пуянлăхĕ. Унăн мăнаçлăхĕ, илемĕпе хăвачĕ чăваш çыннине ĕмĕртенпех тĕлĕнтернĕ тата савăнтарнă, йывăçа хисеплеме ыйтнă. Çынна ырă сунакан мăн асаттесемех тăван-пĕтене, кÿршĕ-аршăна, ял çыннисене юман пек çирĕп сывлăх суннă. Хăш-пĕр халăхсем вара юмана таса йывăç тесе хаклани те пур.

Муркаш ен те юманлăхпа чухăн мар. Апла пулин те район территорийĕпе иртекен пĕр экскурси те Ильинкăри участок лесничествинчи юманлăхри 480 çулхи юманпа паллашмасăр юлмасть. Нумай çул пурăнакан çак юмана пирĕн тăрăхра кашни шкул ачиех пĕлет тата паллать-тăр. Ильинкăри юман – çут çанталăкăн пысăк пуянлăхĕ. Вăл – культурăпа истори тата наука пĕлтерĕшлĕ йывăç.

Асăннă юман çут çанталăкăн республика пĕлтерĕшлĕ палăкĕ шутланать. Чăваш Республикин Министрсен Совечĕн 1981 çулхи ака уйăхĕн 2-мĕшĕнчи 186-мĕш номерлĕ йышăнăвĕпе ăна «Чăваш юманлăхĕн старейшини» тесе хисеплеме пуçланă. Унтанпа 32 çул хыçа юлчĕ. Анчах çак тапхăрта юмана хисеплесси тĕрлĕ шайра ÿсрĕ кăна.

Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн 2000 çулхи утă уйăхĕн 17-мĕшĕнчи 140-мĕш номерлĕ йышăнăвĕпе пирĕн юмана Чăваш Республикинчи уйрăмах хÿтĕлекен çут çанталăк территорийĕсен Пĕрлехи кадастр пакетне кĕртнĕ.

Нумаях пулмасть «Сывă вăрман» стратегиллĕ альянсăн коммерциллĕ мар партнерлăхĕпе Мускаври вăрман патшалăх университечĕ Вăрман хуçалăхĕн федераллă агентстви пулăшнипе çут çанталăк палăкĕсем тĕлĕшпе ыйтăм ирттернĕ. Сертификаци комиссийĕн йышăнăвĕпе Ильинкăри участок лесничествинчи юмана пĕтĕм Раççейри «Çут çанталăк палăкĕ» статус панă.

Чăваш Республикин Çут çанталăк ресурсĕсемпе экологи министрĕн çумĕ Анатолий Яковлев палăртнă тăрăх юман ÿсме чарăнман. Маларах çулсенче çиçĕм çапнă хыççăн 20 метра юлнă йывăç çÿллĕшĕ халĕ 24 метр. 480 çулхи юманăн диаметрĕ 182 сантиметрпа танлашать. «Лайăх условисенче унăн ĕмĕрĕ пин çула çитесси пирки те иккĕленместпĕр», – тет Анатолий Петрович.

Паянхи куна нумай çулхи йывăçсен реестрĕнче пĕрремĕш вырăнта Калининград облаçĕнчи 550 çулхи çăка тăрать.

А. БЕЛОВ. 

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика