24 июля 2013 г.
– Çулталăкпа çулталăк пĕр пек килмест. Çапах та ытларах чухне кĕрхи культурăсем пысăкрах лаптăк акса хăварнин усси те çук мар,– каласа парать Ильич яч. хис. ял хуçалăх производство кооперативĕн ертÿçи, район пуçлăхĕ Игорь Николаев. – Кăçалхи опыт та çавнах çирĕплетсе пачĕ. Акă паян выракан кĕрхи тулă гектар пуçне вăтамран 20 центнера яхăн тухать. Çурхи культурăсем пирки вара ун пек калаймăн.
Район администрацийĕн пуçлăхĕн тивĕçĕсене пурнăçлакан Владислав Ананьевпа Ильич яч. хис. хуçалăха июлĕн 22-мĕшĕнче çитрĕмĕр. Хуçалăх ертÿçине Игорь Васильевича Ваçкасси патĕнчи кĕрхи тулă пуссинче тĕл пултăмăр. Хуçалăхра июлĕн 19-мĕшĕнче вырмана тухнă. Чăн-чăн çĕр çынни çапла çав вăл. Унăн чунĕ яланах хирте. Вырма вăхăтĕнче вара пушшех те.
Акă анлă тулă пуссинче Олег Григорьев тытса пыракан «Палессе» комбайн çаврăм хыççăн çаврăм тăвать. Бункер тулнă-тулман ун патне 35 çул водительте ĕçлекен Виталий Ильин хăйĕн автомашинипе васкать.
– Хăйĕн Сергей ывăлĕпе тăрăшать, – каласа парать хуçалăх ертÿçи комбайнер пирки. Унччен аслă ывăлĕ пĕрле тырă выратчĕ. Кăçал ăна çар ретне ăсатрăмăр. Ун вырăнне шăллĕ йышăнчĕ.
Хуçалăхăн вырма ĕçĕсен калăпăшĕ пĕчĕкех мар. Тĕш тырă культурисене 820 гектар çинчен пухса кĕртмелле. Кĕрхи культурăсем 220 гектар.
Вырма ĕçĕсене пĕр тикĕс те çухатусемсĕр ирттерме майсем çителĕклĕ. Кĕçех Юрий Егоровпа Владислав Аврамов та хăйсен «хир карапĕсене» хута ярĕç. Хиртен тырă турттарнă çĕрте икĕ автомашина пулмалла. Тепĕр автомашинăна хиртен килекен тырăна тасатса типĕтмелли КЗС-а çирĕплетнĕ.
Сăмах май çавна та каласа хăвармалла. Пĕрле-шÿллĕ хуçалăхсенчен чылайăшĕнче юлашки çулсенче тырă тасатса типĕтмелли сушилкăсене юрăхсăра кăларчĕç, унти оборудование салатса пĕтер-чĕç. Çав вăхăтрах Ильич яч. хис. хуçалăхра ăна 2010 çулта çĕнĕрен хута ячĕç. Халĕ хиртен килекен пĕтĕм тырăна КЗС витĕр кăлараççĕ те кĕлетсене упрама хураççĕ. Упранаслăх та, пахалăхĕ те лайăхрах.
Кĕр енне çанталăк ултавлă. Акă тÿпере пĕлĕт татăкĕсем курăнкалама пуçларĕç. Хĕвел те вĕсем хыçне пытанчĕ. Апла пулсан васкас пулать. Уяр çанталăкăн кашни саманчĕпе туллин усă курмалла. Çурхи культурăсене, çĕр улмине çумăрĕ те тем пекех кирлĕ, вырмара та васкаварлă пулма тивет. Çакна хуçалăхра ĕçлекен кашниех ăнланать паян.
В. ШАПОШНИКОВ.