27 июля 2013 г.
Пилот проекчĕ
Чукун çул магистралĕ кирлех. Çапла палăртрĕç июлĕн 23-мĕшĕнче пуйăссем пысăк хăвăртлăхпа çÿремелли «Мускав – Хусан – Екатеринбург» чукун çул магистралĕн проектне Чăваш Ен Транспорт тата çул-йĕр хуçалăх министерствин конференц-залĕнче халăхпа сÿтсе явнă май. Унта Чăваш Ен транспорт тата çул-йĕр хуçалăх министрĕ Михаил Янковский, министр çумĕ Владимир Степанов, министерство представителĕсем, «Скоростные магистрали» ОАО, «Экопроект» ЗАО ГИП, «Томгипротранс» ОАО представителĕсем, Шупашкарпа Етĕрне, Муркашпа Сĕнтĕрвăрри районĕсен представителĕсем, район тата хула, республика массăллă информаци хатĕрĕсен представителĕсем хутшăнчĕç.
Кĕске справка. Хальхи вăхăтра Раççейре пуйăссем пысăк хăвăртлăхпа çÿремелли чукун çул магистралĕсем çук. ВСМ-2 (асăннă чукун çул магистральне çапла ят панă) тăршшĕ 1532 километр. Вăл Раççейăн 11 субъекчĕн территорийĕ урлă иртет, пысăк хуласене – федераци центрĕсене – Мускава, Владимира, Чул хулана, Шупашкара, Хусана, Екатеринбурга пĕр-пĕринпе çыхăнтарать. «Мускав – Хусан – Екатеринбург» маршрут пилот проекчĕ пулса тăрать. Асăннă магистралĕн строительство ĕçĕсен пĕтĕмĕшле хакĕ 928 млрд тенкĕпе танлашать.
Чукун çул маршручĕн проекчĕпе «Скоростные магистрали» ОАО представителĕсем паллаштарчĕç. Ку вăл пысăк строительство объекчĕ пулса тăрать. Ăна тăвассипе, унпа усă курассипе халăх шухăш-кăмăлне палăртмасăр, вĕсен сĕнĕвĕсене асăрхамасăр хăварма май çук. Мĕншĕн тесен ку вăл пĕтĕмпех граждансен хăрушсăрлăхĕпе, тавралăх ырлăх-пуянлăхне сыхласа хăварассипе çыхăннă.
Çавна та каласа хăвармалла. Раççейре пуйăссем пысăк хăвăртлăхпа çÿремелли чукун çул магистралĕсене тăвассипе проектантсем 50 проект сĕннĕ пулнă. Вăл шутран иккĕшне йышăннă. Пĕри – «Мускав – Дон çинчи Ростов – Адлер», тепри – «Мускав – Хусан – Екатеринбург» магистральсем.
Паллă ĕнтĕ, чукун çул трассине хута яни тавралăх, çут çанталăк çине пачах витĕм кÿмест тесе калаймăн. Çапах та çак сиене май пур таран чакармалли, уйрăм тĕслĕхсенче ăна саплаштармалли майсене те пăхса хунă. Ку енĕпе çут çанталăк сыхлавĕн тата техника мероприятийĕсен комплексне туса ирттерме палăртнă.
Магистраль республика территорийĕпе иртсе кайни вара Чăваш Еншĕн питех те пысăк пĕлтерĕшлĕ. Хамăр продукцие çĕр-шывăн ытти регионĕсене ăсатма, инвестици илĕртÿлĕхне ÿстерме лайăхрах майсем уçăлаççĕ. Çынсем валли çĕнĕ ĕç вырăнĕсем пуласси те пĕлтерĕшлĕ самант пулса тăрать.
Кĕске справка. «Скоростные магистрали» ОАО представителĕсем ăнлантарнă тăрăх Мускавран Екатеринбурга çитме 7 сехет кирлĕ пулĕ, пĕр регион центрĕнчен теприне çитме – вăтам шутпа пĕр сехет, Шупашкартан Мускава çитме – 3 сехет, Шупашкартан Хусана çитме – 40 минут. 2020 çул тĕлне магистральпе 15 пуйăс куллен çÿреме тытăнмалла.
Паллă ĕнтĕ, проектпа смета документацине, пĕтĕм хатĕрленÿ ĕçĕсене туса ирттересси пĕр кунлăх ĕç мар. Ку ĕçсене 2014 çулхи декабрь уйăхне вĕçлеме палăртаççĕ. Çав тапхăрта магистралĕн пĕтĕм тăршшĕпе тĕплĕ тишкерÿ ĕçĕсем туса ирттерĕç, вырăнти лару-тăрăва хак парса хăш-пĕр тÿрлетÿсем те кĕртĕç. Малтанлăха палăртнă тăрăх чукун çул магистралĕ 2018 çулта хута каймалла.
Проекта сÿтсе явнă май «Скоростные магистрали» ОАО представителĕсем Раççейре пуйăссем пысăк хăвăртлăхпа çÿремелли магистраль системи епле аталанса пырасси, сехетре 400 километр таран хăвăртлăхпа çÿрекен пуйăссен ВСМ линийĕпе мĕнле усă курасси, кунта «Сапсан» тата «Аллегро» пуйăссем çÿресси, çавăн пекех ют çĕр-шывсен ку тĕлĕшри опычĕ пирки фильм кăтартрĕç.
ВСМ-2 йышши магистральсем тунă çĕрте пысăк технологи майĕсемпе усă курма палăртаççĕ. Чукун çул линине тунă çĕрте йăнăш 1 километрта 1 – 2 миллиметртан ытла пулма пултарймасть.
Проекта сÿтсе явнă çĕре хутшăнакансенчен ытларахăшне магистраль ялсем патĕнчен иртсе кайнă вырăнсенче çынсене сиен кÿрессине асăрхаттарассипе, çул çинчи хăрушсăрлăха тивĕçтерессипе мĕнле мерăсем йышăнни интереслентерчĕ. Ку тĕлĕшпе йĕркеллех пулмалла. Магистраль ялсем патĕнчен иртсе кайнă вырăнсенче шăв-шава чакармалли ятарлă щитсем вырнаçтарĕç, чукун çулăн хÿтĕлев зонисем пулĕç, пăрăхсем хурса çынсене чукун çул айĕпе каçса çÿремелли, выльăхсене каçармалли ятарлă вырăнсем туса парĕç. Магистраль асфальт сарнă çулсем урлă каçнă вырăнсенче ятарлă хуралсем те пулĕç.
Кĕске справка. Чукун çул магистралĕ республика территорийĕнче 118,6 километрпа танлашать, Етĕрнепе Муркаш тата Шупашкарпа Сĕнтĕрвăрри районĕсем тăрăх иртет. Муркаш районĕнче вăл 26 ытла километра тăсăлать, Турай, Хорнуй, Муркаш, Çатракасси, Ярапайкасси ял тăрăхĕсен территорийĕсем урлă каçать, Турайпа Муркаш тата Кашмаш ялĕсем çывăхĕпе иртет. Пуйăс чарăнмалли станцисем республика территорийĕнче Етĕрнепе Шупашкар çывăхĕнче пулмалла.
Проекта сÿтсе явнă çĕре хутшăнакансен сĕнĕвĕсене пĕтĕмлетсе çавна калама пулать. Ытларах хÿтĕлев мерисем пирки калаçас пулать. Паян республикăра пурăнакансен, ВСМ-2 магистраль хăйсен территорийĕсем урлă каçса каякан район администрацийĕсен ертÿçисен васкаварлăхах пулмалла, çынсен шухăшĕсемпе сĕнĕвĕсене шута илсе сĕнÿсем ытларах тăратмалла. Проектпа смета документацийĕсене тишкерсе йышăннă чухне муниципалитетсен администрацийĕсен ертÿçисен унта кирлĕ улшăнусем кĕрттерме ытларах сăлтав пултăр.
Юлашкинчен Михаил Янковский сăмах илчĕ. Вăл тепĕр хут çавна палăртрĕ. Чăваш Республики, паллă ĕнтĕ, ку чукун çул магистральне тăвассине ырлать кăна. Çапах та чукун çул станцине хăш вырăна вырнаçтарассипе, магистраль Чул хула чукун çул трассисем тата автомобиль çулĕсем урлă хăш вырăнсенче каçассипе тÿрлетÿсем тума тивет. Экономика интересĕсене тĕпе хунипе пĕрлех республикăра пурăнакансене май пур таран меллĕрех пултăр тесе те тăрăшмалла. Пĕтĕмĕшле илсен проекта халăхпа сÿтсе явасси йĕркеллĕ, ĕçлĕ лару-тăрура иртрĕ.
В. ШАПОШНИКОВ.