Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Çыхăну çирĕпленĕ

27 июля 2013 г.

 

Нумаях пулмасть ĕçлĕ визитпа кÿршĕллĕ Етĕрне районĕнче пирĕн район делегацийĕ пулнă. Ăна Раççейри Пенсионерсен союзĕн Муркаш районĕнчи уйрăмĕн председателĕ А. Скворцов ертсе пынă. Делегаци шутĕнче район администрацийĕн представителĕсем, районти мĕн пур общество организацийĕсен ертÿçисем пулнă.

Делегацие Ас тăвăмпа Мухтав палăкĕ умĕнче Етĕрне район администрацийĕн пуçлăхĕн социаллă политика енĕпе ĕçлекен çумĕ А. Иванова, Раççейри Пенсионерсен союзĕн Етĕрне районĕнчи уйрăмĕн председателĕ, тĕл пулу пуçаруçи В. Семяхин, районти общество организацийĕсен ертÿçисем кĕтсе илнĕ.

Етĕрнери тĕп библиотека директорĕ Н. Долгова Етĕрне хулин историйĕпе, паллă вырăнсемпе паллаштарнă, хулапа районăн паллă çыннисем çинчен каласа панă.

Кайран Муркашсем Раççейри Пенсионерсен союзĕн Етĕрне районĕнчи уйрăмĕн офисĕнче пулса курнă. Кунта вĕсене «Çăлкуç» вокал ансамблĕ çăкăр-тăварпа тата хăна юррипе кĕтсе илнĕ. «Çавра сĕтел» пынă май Пенсионерсен союзĕн икĕ районти уйрăмĕ малашне пĕр-пĕринпе çыхăну тытса ĕçлесси пирки килĕшĕве алă пуснă.

Юлашкинчен делегаци членĕсем хулари паллă вырăнсемпе паллашнă: Афган вăрçин участникĕсене, политика репрессийĕсене пула шар курнисене асăнса лартнă палăксем умĕнче, Етĕрнери Таса Троица чиркĕвĕнче тата вырсарни шкулĕнче, художествăпа краеведени тата Н.Д. Мордвинов музейĕсенче пулса курнă.

Кÿршĕ районта пулнисем çул çÿревпе тата Етĕрнесем сĕннĕ культура программипе кăмăллă юлнă. Икĕ район хушшинчи çыхăну малашне те тăсăлĕ.

Е. КАЗАКОВА. 

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика