20 июля 2013 г.
Паянхи кун полици сотрудникĕн тĕп тĕллевĕ – граждансене хÿтĕлесси. Çавăнпа та ĕçе тĕрĕс йĕркелесси, ăна яваплăха туйса пурнăçласси пире кашнинех пырса тивет. Шалти ĕçсен пайĕн кашни сотрудникĕ çакна ăнланать. Ку вара пирĕн ĕçре саккунлăха мала хунă пекех пысăк пĕлтерĕшлĕ. Иртнĕ çур çулти кăтартусемпе ĕç пĕтĕмлетĕвĕ малаллахи задачăсене, тимлĕх ытларах уйăрмалли самантсене уççăнрах палăртма май пачĕç.
Асăннă тапхăрта районта йĕркене пăснă 177 тĕслĕх тупса палăртрăмăр. Пĕлтĕрхи тапхăртипе танлаштарсан çак хисеп пĕчĕкрех. Пĕтĕмĕшле илсен çакăн çине хăрушă, вăтам йывăрлăхлă тата пысăках мар преступленисем чакни витĕм кÿчĕ. Йывăр преступленисен шучĕ палăрмаллах ÿсрĕ. Ют пурлăх та çынна астарма чарăнмасть-ха, районта пурĕ çакăн пек преступлени 60 регистрациленĕ. Çак преступленисене уçса парасси 76,4 процентпа танлашать. Дача участокĕсенчи çуртсенчен пурлăх вăрласси ÿсрĕ, вĕсене уçса парасси вара чакни палăрать. Мĕншĕн тесен дача хуçисем унта тăтăшах килсе çÿременрен вăрăлла ĕç пирки те чылай кая юлса пĕлтереççĕ.
Районта хурахла тапăннă тĕслĕхсем тата çаратни пулман, йĕркелесе тунă преступленисене те регистрацилемен. Çакна лайăх енчен хакламалла, паллах, анчах та ку енĕпе хамăрăн позицие те тытса тăмалла.
Хĕç-пăшалăн саккунсăр çаврăнăшне хирĕç кĕрешесси те яланах ăсталăх, оперативлăх ыйтать. Ку тĕлĕшпе 3 преступлени тупса палăртнă. Çапла вара патронсем, çын хăй тĕллĕн хатĕрленĕ пĕр револьвер, пĕр пистолет туртса илнĕ. Кăçал хĕç-пăшала тата çакна майлă ытти хатĕре хăй ирĕкĕпе полици пайне пырса паракансене укçан хавхалантарма май тупни те хăйĕн лайăх витĕмне кÿчĕ. Ку таранччен икĕ çын çак мелпе усă курчĕ.
Пĕлтĕрхипе танлаштарсан ултавлă преступленисен шучĕ ÿсрĕ, укçан суя купюрисемпе çыхăннă преступленисене те хальлĕхе уçса пама май килмерĕ-ха. Çак лару-тăру çынсене тимлĕрех те асăрхануллăрах пулма ыйтать. Халăхпа тĕл пулса калаçнă чух эпир кун пирки тăтăшах аса илтеретпĕр.
Преступленисене уçса парасси пирки калас пулсан, пĕлсе тăрсах çыннăн сывлăхне йывăр, вăтам сиен кÿнисене, вĕлерессипе хăратнине, хĕненине, хĕç-пăшалăн саккунсăр çаврăнăшĕпе çыхăннисене тата пурлăха ярса илнипе çыхăннисене пĕтĕмпех уçса пама пултартăмăр. Çакăнпа пĕрлех çул-йĕр хăрушсăрлăх правилисене пăснипе çыхăннă преступленисене уçса парасси пĕлтĕрхи çак тапхăрпа танлаштарсан чакрĕ. Çур çулта регистрациленĕ пур преступленирен хальлĕхе 19-шне уçса парайман.
Обществăлла йĕркене сыхлассине лайăхлатассипе те тивĕçлĕ мерăсем йышăнатпăр, полицин пĕтĕмĕшле вăйне усă курма тăрăшатпăр, сотрудниксем хăйсен тивĕçĕсене йывăр условисенче пурнăçлама пултарнине тĕрĕслетпĕр. Обществăлла вырăнсенче йĕрке тытса тăрассинче полицие васкавлă чĕнмелли кнопкăсем, видеосăнав камерисем пурри те пĕлтерĕшлĕ. «2012 – 2015 çулсенчи хăрушлăхсăр муниципаллă йĕркеленÿ» программăпа килĕшÿллĕн нумаях пулмасть тепĕр 4 камера вырнаçтарнă. Вырăнти ертÿçĕсем çак камерăсем кирлине ăнланаççĕ. Акă Муркаш райповĕн суту-илÿ точкинче, Юнкă ял тăрăхĕнче, «Заря» пĕрлешÿре камерăсем вырнаçтарчĕç. Çитес вăхăтрах Мăн Сĕнтĕр тăрăхĕнче 5 камера вырнаçтармалла. Эпир хамăр енчен çак камерăсем йĕркелĕхе, хăрушсăрлăха тытса тăма чи малтанах çав объектсенче пĕлтерĕшлине ăнлантарма тăрăшатпăр. Асăннă тапхăрта акă обществăлла вырăнсенче, урамсенче пулса иртнĕ преступленисене уçса парасси ÿсрĕ – пĕлтĕрхинчен 20 процент ытларах.
Çул çитменнисемпе профилактика ĕçне вăйлатмалли куç кĕрет. Çак тапхăрта вĕсем 12 преступлени тунă пулсан, 11-шĕ – вăрăлла ĕçсем. Пирĕн пайра 34 çамрăк учетра тăрать, вĕсене тăтăшах тĕрĕслесе тăратпăр, çапах та ку ĕçе те эффективлăхрах йĕркелемелли палăрчĕ.
Тĕрлĕ категорие кĕрекенсемпе асăрхаттару ĕçĕ пур енлĕн пулса пырать. Акă ниçта та ĕçлемен çынсем тунă преступленисен шучĕ чакрĕ. Ÿсĕрле тунă преступленисен, малтан йĕркене пăснисем тунă преступленисен шучĕ те сахалланчĕ, анчах та пирĕн районти кăтартусем пурпĕр республикăри вăтам кăтартуран пысăкрах-ха. Йĕркене пăсассинчен административлă майпа асăрхаттарни витĕмлĕ утăмсенчен пĕри пулса тăрать. Кăçалхи 6 уйăхра тĕрлĕ мероприятисенче, вăл шутра ятарлă рейдсемпе операцисенче, йĕркене пăснă 3715 тĕслĕхе регистрацилесе çынсене административлă майпа явап тыттарнă.
Çул-йĕр çинчи лару-тăру йывăр: 28 инкекре 11 çын вилнĕ, 54-ăн суранланнă.
Çынсенчен хыпарсем ытларах килес тенденци виççĕмĕш çул пырать ĕнтĕ. Иртнĕ çур çулта та танлаштару мелĕпе палăртас пулсан пĕлтĕрхи çак тапхăртинчен хыпарсем 13 процент ытларах пулчĕç – 3006. Çакна çынсем пире ытларах шанма пуçлани тесе те хаклама пулать.
Малашне хамăр ĕçе вăйлатмалли, уйрăмах следовательсен, оперативлă подразделени сотрудникĕсен, шырав уйрăмĕн те ĕçе эффективлăрах йĕркелемелли куç кĕрет. Хамăрăн ветерансен канашĕпе, халăх дружинникĕсемпе, обществăлла канашпа, çынсемпе пĕтĕмĕшле тачăрах çыхăнура ĕçлемелли те палăрать, мĕншĕн тесен çынсем эпир пурнăçлакан ĕçе мĕнле хак пани питĕ пĕлтерĕшлĕ.
Шалти ĕçсен министерстви пирĕн ĕçе 34 критерипе хаклать пулсан, иртнĕ ултă уйăхри кăтартусемпе çак тĕрĕслев хăш-пĕр критерисемпе çитменлĕхсем пуррине çирĕплетрĕ. Апла пулсан эпир вĕсене пĕтерессипе, хамăрăн тивĕçе саккуна мала хурса пурнăçлассипе çанă тавăрса ĕçлĕпĕр, мĕншĕн тесен пирĕн тивĕç – çынсене хăрушсăрлăхпа тивĕçтересси.
Е. ПЛЕЧОВ,
ЧР шалти ĕçсен
министерствин районти пайĕн пуçлăхĕ.