20 июля 2013 г.
Июлĕн 18-мĕшĕнче районти производство бизнес-инкубаторĕнче Пĕчĕк тата вăтам предпринимательство кунĕ иртрĕ. Вăл çавра сĕтел мелĕпе пулчĕ. Ăна предпринимательсен канашĕн ертÿçи, МСО "Моргаушская" акционерсен хупă обществин генеральнăй директорĕ, депутатсен районти Пухăвĕн депутачĕ, район администрацийĕн пуçлăхĕ çумĕнчи обществăлла канашăн членĕ Владислав Семенов уçрĕ. Асăннă ĕçе район администрацийĕн пуçлăхĕн тивĕçĕсене пурнăçлаканĕ – экономика тата агропромышленность комплексĕн аталанăвĕпе муниципаллă харпăрлăх управленийĕн ертÿçи Владислав Ананьев тăсрĕ тата ертсе пычĕ.
– Эсир, пĕчĕк тата вăтам предпринимательство субъекчĕсем, район экономикин аталанăвне пысăк тÿпе хыватăр, халăха ĕçпе тивĕçтеретĕр, – терĕ В. Ананьев пухăннисене саламланă май.
Ку тĕлĕшри пĕтĕмĕшле ĕç-хĕлпе район администрацийĕн тата агропромышленность комплексĕн аталанăвĕн пайĕн пуçлăхĕ Н. Костина паллаштарчĕ.
Июлĕн 1-мĕшĕ тĕлне районта асăннă субъектсен йышĕ 875-пе танлашать, çав шутра пĕчĕк тата вăтам предприятисем – 130, индивидуаллă предпринимательсем – 649, хресчен (фермер) хуçалăхĕсем – 96. Вăтам тата пĕчĕк предпринимательство ĕçĕ-хĕлĕпе 2495 çын е район экономикинче вăй хуракансен 33,5 проценчĕ çыхăннă. Вĕсем суту-илÿре, ял хуçалăхĕнче, çурт-йĕр çĕклессинче, йăла ыйтăвĕсемпе тивĕçтерессинче, сĕтел-пукан тăвассинче, апат-çимĕç хатĕрлессинче тата ытти ĕçре тимлеççĕ. Тивĕçтерекен услугăсем шутне атă-пушмак, тумтир, тĕрлĕ техника юсасси, илемлĕх салонĕсенчи, парикмахерскисенчи ĕçсем тата ыттисем те кĕреççĕ.
Иртнĕ çул пĕчĕк хуçалăх формиллĕ субъектсем район бюджетне тата ытти бюджетсене 57 миллион тенкĕ хывнă. Вĕсем хăйсен вăйĕпе 2012 çулта 348 миллион тенкĕлĕх продукци туса кăларнă тата сутнă, услугăпа тивĕçтернĕ. Çакă пĕтĕмĕшле калăпăшăн 19 проценчĕ пулать. Кăçалхи пĕрремĕш çур çулхи çак кăтарту 190 миллион тенкĕпе танлашать.
Пĕчĕк тата вăтам предпринимательство аталанăвĕнче патшалăх пулăшăвĕ пысăк вырăн йышăнать. Харпăр хăй ĕçне пуçаракансемшĕн республика шайĕнчен уйăракан грант питĕ вырăнлă. Республикăри бизнес-инкубатор представителĕ Александр Сергеев патшалăх пулăшăвĕ пирки тĕплĕн ăнлантарчĕ, ку тĕлĕшпе тÿлевсĕр тĕрлĕ пулăшу-консультаци пама хатĕррине палăртрĕ. Çавăн пекех чылай ыйту хускалчĕ çавра сĕтел хушшинче. Ĕçре уйрăмах палăрнисем пысăк хисепе тивĕçрĕç.
Ĕç кунĕ "Металл-строй" чикĕллĕ яваплăхлă обществăра тăсăлчĕ. Унăн ертÿçи Алексей Ершов кунти пĕтĕмĕшле ĕç-хĕлпе паллаштарчĕ. Ун хыççăн МСО "Моргаушская" акционерсен хупă обществин Москакассинчи икçĕр çын вырнаçмалăх объектне (сăн ÿкерчĕкре) çитсе курчĕç. Çурт-йĕр çĕклес ĕç-хĕл кунта çĕнĕ йышши технологипе пысăк хăвăртлăхпа пурнăçланать.
Çавăн пекех Мăн Сĕнтĕрти "МирТрубПласт" чикĕллĕ яваплăхлă пĕрлешÿре пулма тÿр килчĕ. Ĕç тулли хăватпа пыни картишĕнченех аван курăнчĕ. Кунта тĕрлĕ диаметрлă полиэтилен пăрăхсем хатĕрлеççĕ. Пысăк пахалăхлă продукципе газ, шыв, канализаци е ытти ĕçсене пурнăçланă çĕрте, çавăн пекех хушма хуçалăхра та анлăн усă курма пулать. Туянакан йышлă пулнине кура продукци туса кăларассине çулсеренех ÿстереççĕ. Харпăрлăха куçарнă организацин икĕ цехĕнче 46 çын вăй хурать, вĕсенчен ытларах пайĕ – районтан. Çавăн пекех Хусантан килекенсем те пур. Пурнăçланă ĕç калăпăшне кура 30 пин тенкĕ ытла илнĕ вăхăтсем те пулаççĕ кунта.
– "МирТрубПласт" хатĕрлекен пысăк пахалăхлă продукцие илме Раççейăн тĕрлĕ регионĕнчен ки-леççĕ. Пирĕн фирмăн хушма филиалĕсем Хусанта, Мускавра, Алтайра тата ытти çĕрте ăнăçлă ĕçлеççĕ, – терĕ Николай Долгов директор кунти ĕç-хĕлпе паллаштарнă май.
Р. Илларионова.