19 декабря 2012 г.
Нумай асăрхаттаратпăр пулин те, пирĕн пурнăçра ачасен аллине лекнĕ шăрпăк хăрушлăхне çав-çавах çухатмасть. Аслисем ачасене килте пĕччен хăварнипе сăлтавланнă инкексем пÿрт-çурт кĕлленипе кăна вĕçленмеççĕ. Пĕччен юлнă ачасем шăрпăкпа выляни ачасен пурнăçĕ татăласси патне те илсе çитерет. Çакнашкал инкексем пирки район хаçачĕ пулăшнипе районта пурăнакансене пĕлтерсех, асăрхаттарсах тăратпăр, анчах ачасем шăрпăкпа вылянипе тухнă пушарсем кун йĕркинчен тĕппипех тухмаççĕ-ха. Çакна шута илсе тата çывхарса килекен Çĕнĕ çул уявĕсене хатĕрленсе Чăваш Республикинчи ВДПОн Муркаш районĕнчи уйрăмĕн ертÿçи В. Толстов нумаях пулмасть Турайри вăтам шкулта вĕренекенсемпе тĕл пулу ирттерчĕ.
– Атăлçи федераллă округра кăçалхи 9 уйăхри пушарсенче пурĕ 68 ача пурнăçпа сыв пуллашнă. Ку вăл виçĕм çулхи кăтартуран 16 тĕслĕх ытларах. Уйрăм тĕслĕхсемпе илсен çаксем кашнинех шухăшлаттарма тивĕç тесе шутлатăп. Утă уйăхĕн 11-мĕшĕнче Саратов облаçĕнчи пĕр кил хуçалăхра электропроводка юсавсăрлăхне пула тухнă пушарта пÿрте пĕччен хупса хăварнă 2 ача, утă уйăхĕн 19-мĕшĕнче Пушкăртстан Республикинче ачасем шăрпăкпа вылянипе киле пĕччен юлнă 2 ача, утă уйăхĕн 23-мĕшĕнче Самара облаçĕнчи пĕр килти хушма хуçалăхра пирус туртнă чух асăрханусăр пулнипе 3 ача вилчĕç, – Раççейре пулса иртнĕ инкексене тĕслĕхсемпе çирĕплетнинчен пуçларĕ калаçăва Виталий Иванович.
Пушар патĕнче сÿнтернинчен ытларах вăл тухиччен пулмалла. Ăнлантарупа пулăшу ĕçне кашни ответлă çын ответлăха туйса маларах туса пыни пирĕн пурнăçа сыхлать, малалла аталанма çул уçать. Çак чăнлăх тĕл пулăвăн кашни самантĕнче малти вырăнта пулчĕ. Ачасен ыйтăвĕсемпе хăйсен хушшинчи калаçăвĕсем те вĕсем ВДПОн Муркаш районĕнчи уйрăмĕн ертÿçин сăмахĕсемпе килĕшнине çирĕплетсе пычĕç. Калаçу икĕ енлĕ пултăр тесе В. Толстов ăна викторина йĕркипе ертсе пычĕ. Унта активлă хутшăннă ачасен пысăк ушкăнĕ ВДПОн Муркаш районĕнчи уйрăмĕн ертÿçин аллинчен Çĕнĕ çул парнисене тивĕçрĕ.
Районта пушар хăрушсăрлăхĕпе ял çыннисен ыйтăвĕсене татса памалли тĕллевсем пĕрре-иккĕ мар. Вĕсене пĕрле пулсан çеç сирме пулать. Çакăнта паянхи шкул ачисем те кирлĕ пĕтĕмлетÿпе тивĕçлĕ ĕçсем тума вĕренессе шанатпăр.
– Пирĕн ĕç вăл шкулсемпе ача сачĕсенче тата ялсенче пушарпа кĕрешсе пропагандăпа агитаци ĕçне пурнăçласси, çак ĕçĕн культурине сарасси-ÿстересси. Çакăнта шкулсен дирекцийĕсемпе шкулта вĕренекенсем те пирĕнпе çыхăнсарах ĕçлессе шанас килет. Иртен пуçласа каçчен вăй хурса тунă пурлăха çулăма парса кĕл çинче тăрса юлас марччĕ, – терĕ Виталий Иванович ачасене огнетушительпе усă курма вĕрентнĕ май. Унăн сăмахĕ район тата республика производствăна аталантарни пирки пулчĕ. Кунпа пĕрлех вăл мĕн туса илнине упрама пĕлмесĕр «хĕрлĕ автана» парса кĕл туса вĕçтерсен, пире нимĕнле наци проекчĕ те çутă малашлăха илсе çитереймесси, хамăр ачамăрсем валли те ытлă-çитлĕ пурнăç туса параймасси çинче чарăнчĕ.
Районта 2011 – 2014 çулсем валли ачасемпе çамрăксем хушшинче гражданла патриотизм воспитанине аталантарас тĕлĕшпе ведомствăсем хушшинче хатĕрленĕ план пур. Унпа килĕшÿллĕн пушар хăрушсăрлăх культурине ÿстерес тĕллевпе ачасемпе çамрăксем хушшинче çулленех Пĕтĕм Раççейри конкурс иртет. Унта районти нумай вĕрентÿ учрежденийĕнчен ĕçсем тăратаççĕ. Нумайăшĕ пĕтĕмлетÿре çĕнтерÿçĕсен йышне кĕреççĕ, ырă ята тивĕçеççĕ. Çитес çулхи конкурсран Турайĕнчи вăтам шкулта вĕренекенсем те айккинче юлмасса шаннипе тĕл пулу вĕçленчĕ.
Çĕнĕ çул уявĕсенче те, малашне те пирĕн шкул ачисем пушар хăрушсăрлăх правилисене çирĕп пăхăнасса шанатпăр.
Г. АНДРЕЕВА,
чăваш чĕлхипе литературине вĕрентекен.