Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Тирпейлĕх хĕл сиввине парăнмасть

19 декабря 2012 г.

Иртнĕ кунсенче районти ял хуçалăх предприятийĕсенче выльăх пăхакансен хĕллехи тапхăрти ĕçĕ-хĕлĕпе паллашас тĕллевпе районта рейд бригади ĕçлерĕ. Район администрацийĕн яваплă ĕçченĕсенчен йĕркеленĕ рейд ушкăнĕ обществăлла выльăх-чĕрлĕх тăракан кашни вите-сарайĕнчех пулса курма тăрăшрĕ. Паянхи пирĕн калаçу «Передовик» ял хуçалăх производство кооперативĕпе «Моргаушская» чăх-чĕп фабрики, Р. Каргин ертсе пыракан хресчен (фермер) хуçалăхĕн Апчарти сысна ферми тата Мăн Хураçкари И. Чернова хресчен (фермер) хуçалăхĕн ĕне ферми пирки пулĕ.

Обществăлла выльăх-чĕрлĕхе витесенче тытса усрама пуçланăранпа икĕ уйăх хыçа юлса пырать. Çавна май вырăнсене çитсен фермăсем сивĕ тапхăра епле хатĕрленнине пăхма тата выльăх-чĕрлĕх паян епле хĕл каçнине курса хаклама пулать.

Кашни хуçалăхрах фермăсенче ĕçлекенсемпе тата вырăнти специалистсемпе ирттернĕ пирĕн калаçу выльăхсене хĕл кунĕсенче апатпа тивĕçтересси тата продукци илессине ÿстересси тавра пулчĕ.

– Районтан килсе пире шута хуни, фермăра ĕçлекенсемпе тĕл пулусем ирттерсе паянхи пĕтĕмĕшле лару-тăрупа паллаштарни ферма ĕçченĕсене кун уттипе тан пыма хавхалантарать. Ку вара – çĕнĕ ÿсĕмсем патне пымалли сукмак, – ĕç вырăнне тирпейленĕ май калаçрĕç Апчарти ĕне ферминче ĕçлекенсем ĕç условийĕсем хăйсене тивĕçтернине палăртса. Валентина Алексеева сĕт йышăнакан, Надежда Пиранина выльăх тухтăрĕ, Антонина Иванова сĕт сăвакан оператор (ĕç стажĕ 16 çул) тата унăн ĕçтешĕ Татьяна Разумова  ĕнесене апат парассипе тата выльăхсен сывлăхне пăхассипе ĕçлетчĕç. Ĕçлекенсем ыранхи кунпа пурăнни – лайăх кăтартусенчен пĕри.

Эпир пулса курнă хуçалăхсенче ытларах ыранхи кун пирки шухăшлани куç умне пулнăран, районта çĕнĕ технологисемпе хĕç-пăшалланса аталанăвăн çĕнĕ картлашкисене çĕнме ăнтăлакансем те пурри савăнтарчĕ кăна. Çак кун "Передовик" хуçалăхра та, "Моргаушская" чăх-чĕп фабрикинче те юсавçăсен бригадисем сарайсемпе витесенче пысăк юсав ĕçĕсем ирттерсе хĕле кĕнине куртăмăр. Пур çĕрте те шыв пăрăхĕсемпе тислĕк кăлармалли транспортерсем юсавлăччĕ, ĕçлетчĕç. Икĕ ĕç коллективĕнче те эпир пулнă кун тĕлне ĕç укçи парассипе парăмсем çукчĕ, ĕçлекенсене ĕç тумтирĕсемпе май çитнĕ чухлĕ тивĕçтернĕччĕ, хăрушсăрлăх техникипе инструктажсем ирттерсе çакăн пирки журналсене çырса хунăччĕ. Кунта пушар хăрушсăрлăхĕ тĕп вырăнта тăнине "Передовик" хуçалăхра та, "Моргаушская" чăх-чĕп фабрикинче те уççăнах пĕлтерчĕç.

Ахманери сĕт ферминче ĕнесем валли сĕтеклĕ апат сахалли производство çине витĕм кÿни палăрчĕ. Апла пулин те хуçалăхăн зоотехникĕ тата ферма заведующийĕ Н. Багина коллективра ĕçлекенсем çителĕкли ĕç кăтартăвĕсене ÿстерме майсем туса панине пытармарĕ. «Тимлесерех ĕçлĕпĕр те хатĕр апат-çимĕçпе перекетлĕ те тухăçлă усă курса сĕт сăвассине çĕклĕпĕр», – терĕ вĕл пире ыррине шантарса. Унăн сăмахне пĕрле ĕçлекенсем те çирĕплетрĕç.

"Моргаушская" чăх-чĕп фабрикинче те тирпейлĕх ыйтăвне малти вырăнта тытни пĕрремĕш утăмранах курăнчĕ. Чăн хуçан тирпейлĕхĕ хĕл сиввине парăнмасть çав.

– Чăх-чĕп валли апат çителĕклĕ. Кунпа пĕрлех сарайсенче çĕнĕ технологисене малалла аталантарассине те чарса лартмарăмăр. Кĕçех çĕнĕ цех хута каймалла (каланине тата вăхăт иртнине шутласан цех чÿк уйăхĕн вĕçĕнчех ĕçлеме пуçларĕ). Умри тĕллевсене тата хамăр вăй-хăвата курса тăнăран ĕç планĕсене палăртрăмăр. Вĕсем çывăх вăхăтрах пурнăçланма пуçламалла, – хĕле хатĕрленсе пысăк ĕçсем ирттернипе шантаруллă калаçать акционерсен уçă обществин генеральнăй директорĕн ĕçĕ-сене туса пыракан С. Шпарев .

Çĕнĕ цех тенĕрен, вăл 36 пин чăхха 4 яруслă пÿлĕмре тытма май парать. Ку вăл производство пÿлĕмĕсемпе тата вĕсене ăшăтакан ăшăпа тухăçлăрах усă курма пулăшать. Фабрика ертÿçи çакă та хушма тупăш пулнине пытармарĕ. Кăçалхи çул валли планланă 70 миллион штук çăмарта илессине фабрика чăхсен йышне чакарнипе пурнăçлаймасть пулсан та, çитес çулах ку çухатăва çĕнме май пуррине те пытармарĕ Сергей Николаевич. Ертÿçĕ шантарса калаçни чăх-чĕп отраслĕ çирĕп аталану çулĕ çинчине ĕнентерет.

– Хамăр тăрăшулăх çумне патшалăх пулăшăвне хушсан аталану çулне алăран вĕçертместпĕрех. Иртнĕ çу тата кĕр кунĕсенче тăрăшсах выльăх апачĕ янтăларăмăр. Çĕнĕлĕхсене алла илме тăрăшатпăр. Хĕле хатĕрленсе сарайсенче юсав ĕçĕсем те нумай ирттертĕмĕр. Мĕн пурнăçлани – йăлтах хресчен (фермер) хуçалăхĕнче ĕçлекенсен ĕç кăтартăвĕ. Куншăн эпир савăнатпăр. Умри йывăрлăхсене çĕнсех малалла ăнтăлатпăр, – терĕ хăйĕн хресчен (фермер) хуçалăхĕпе ертсе пынă май Родион Каргин фермер. Хуçалăхра сыснасемпе пĕрлех 5 ĕне тата сурăхсем пурри фермер малаллах пăхса пурăнни пирки калать. Çакна кунта сысна амисем валли çĕнĕ вите туни те çирĕплетет. Ертÿçĕне «Хлебороб» хуçалăхăн харпăрлăх ыйтăвне татса паманни çеç пăшăрхантарать.

– Выльăх пăхакансен ответлă тапхăрĕ пынине ăнланатпăр. Çак вăхăтри производство – çуллахи-кĕркуннехи ĕçсен кăшăлĕ. Ман шутпа кам мĕн чуль паха апат хатĕрленине кура вĕсен хĕл кунĕсенчи ÿсĕмĕсем те куç умĕнчех. Халĕ каланине çулла-кĕркуннех шута илсе хĕле хатĕрлентĕмĕр. Паян пирĕн харпăрлăхри мăйракаллă шултра выльăхсем (çав шутра 20 пуçĕ сумалли ĕнесем) апат енчен чухăн тăмаççĕ, – кĕтсе илчĕ пире Мăн Хураçкари Инна Чернова фермер.

Ĕнесем тăракан сарайпа иртнĕ чух кунта апачĕ ытлă-çитлĕ пулни те, фермерсем ĕне сăвассине электрогенератор пулăшăвĕпе пурнăçлани те, выльăхсем шывсăр тăманни те вăрттăнлăх пулмарĕ.

...Кашнийĕнех хăйĕн ыйтăвĕсем, ĕмĕчĕсем. Вĕсене вара пĕрле пулсан çеç татса пама май пуррине те рейд çул çÿревĕнче тĕрлĕ харпăрлăх формиллĕ хуçалăхсенче паян кашниех курса-пĕлсе тăни куç умне тухрĕ.

Ĕмĕтленни çитсе пытăрччĕ!

Рейд бригади:

Т. АЛЕКСЕЕВА,

экономикăпа АПК аталанăвĕн пайĕн тĕп эксперт специалисчĕ;

А. ФЕДОРОВА,

выльăх чирĕсемпе кĕрешекен районти станцири выльăх тухтăрĕ;

А. БЕЛОВ,

район хаçачĕн ял хуçалăх пайĕн ертÿçи.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика