19 декабря 2012 г.
«Раççей юрисчĕсен ассоциацийĕ» Пĕтĕм Раççейри обществăлла организацин çынсене социаллă тата право тĕлĕшпе пулăшу паракан центрĕн Чăваш Республикинчи регион уйрăмĕн консультаци пунктне йĕркелени виççĕмĕш çул ĕнтĕ. Кашни уйăхрах иккĕмĕш кĕçнерни кунсенче вăл çынсем валли тĕрлĕ ыйтусемпе консультаци занятийĕсем йĕркелет. Унта ятарлă специалистсемпе тĕл пулса тĕрлĕ ыйтусем çине компетентлă тулли хуравсем илме пулать.
Акă кун пек заняти декабрĕн 13-мĕшĕнче Муркашри ял тăрăхĕсем хушшинчи тĕп библиотекăра иртрĕ. Унăн теми – «Çĕр правине хÿтĕлесси тата çĕрпе çыхăннă тавлашусене татса парасси». Консультаци занятине ирттерме Муркаш районĕн прокурорĕн аслă пулăшаканĕ, 1-мĕш класлă юрист Вадим Захаров, Федераллă регистраци службин Чăваш Республикинчи управленийĕн районти пайĕн пуçлăхĕ Людмила Петрова, район администрацийĕн пурлăх тата çĕр хутшăнăвĕсен пайĕн пуçлăхĕ Илья Захаров, район администрацийĕн пуçлăхĕн пĕрремĕш çумĕ – экономика, агропромышленноç комплексне аталантарассин тата муниципаллă харпăрлăх управленийĕн пуçлăхĕ Владислав Ананьев хутшăнчĕç.
Заняти вăхăтĕнче çынсем çĕрпе çыхăннă тавлашуллă ыйтусене право тĕлĕшпе тĕрĕс татса парассипе, çĕр харпăрлăх правине регистрацилессипе, çĕрпе усă куракансен, харпăрлăхра çĕр участокĕсем пуррисен прависемпе тата тивĕçĕсемпе çыхăннă ыйтусем çине тулли хуравсем илме пултарчĕç.
И. НИКОЛАЕВА.