19 декабря 2012 г.
Кăçалхи декабрĕн 7-мĕшĕнче Раççей Перекет банкĕн Атăлпа Вятка банкĕн Чăваш Республикинчи уйрăмĕ тата Федераллă налук службин Чăваш Республикинчи управленийĕ хушма килĕшĕве алă пуснă. Унпа килĕшÿллĕн малашне ИНН кăтартса налука терминалсемпе банкоматсем урлă та тÿлеме май пур. Декабрьтен тÿлевсене банкăн Чăваш Республикинчи пур районсемпе хуласенчи самообслуживани устройствисемпе те йышăнаççĕ.
Банкăн республикăри уйрăмĕн пай пуçлăхĕ Василий Лялин каласа панă тăрăх çĕнĕ сервис хăйсен налук парăмĕ пирки пĕлесшĕннисемшĕн тата налука налук службин тÿлев докуменчĕсемсĕрех тÿлесе татасшăннисемшĕн уйрăмах меллĕ. Çакăн лайăх енне банк клиенчĕсем часах туйса илме кирлĕ. Çапла майпа банкăн сомообслуживани устройствисемпе тÿлевсем йышăнасси чылай ÿсмелле.
Перекет банкĕн республикăри уйрăмĕ клиентсен ыйтăвĕсене самообслуживани устройствисемпе усă курса тивĕçтерессине аталантарсах пырать. Хальхи вăхăтра банкăн 592 банкомачĕпе терминалĕ, самообслуживанин стационарлă пĕр павильонĕ тата банкăн филиалĕсен самообслуживанин 17 зони талăкĕпех ĕçлеççĕ.