19 декабря 2012 г.
Ача çуралать, çемье çавăраççĕ, çын пурнăçран уйрăлать... Çак тата ытти хăш-пĕр пулăмсем уйрăммăн кăна мар, пĕтĕм этемлĕхшĕн пĕлтерĕшлĕ. Вĕсене регистрацилесе вара ЗАГС органĕсем этемлĕхшĕн, историшĕн пысăк пĕлтерĕшлĕ ĕç пурнăçлаççĕ. Районти ЗАГС пайĕн историйĕпе, ĕçĕ-хĕлĕпе кăсăкланса унăн ертÿçипе Н. Корнеевăпа курса калаçма тÿр килчĕ.
– Наталья Валериановна, ЗАГС органĕсен истори страницисене кăшт уçса парăр-ха, тархасшăн.
– Эпир халĕ гражданла лару-тăру акчĕсем çыратпăр. Маларах вара Раççейре метрикăлла çырусем пулнă, революцичченхи Раççейре ку ĕçе чиркÿсем туса пынă. Чиркÿ прихучĕн ятарлă кĕнекисем пулнă. Унта, сăмахран, ача çурални çинчен çапла даннăйсем кĕртнĕ: ача çуралнă кунĕ, ăна тĕне кĕртнĕ кун, ячĕпе хушамачĕ, ашшĕ-амăшĕн тата хреснашшĕпе хреснамăшĕ тĕне кĕнипе кĕменнине кăтартнă, ача «саккунлă» майпа е «саккунсăр» çуралнине те. Çемье çавăрнине, çын вилнине çырса хумалли кĕнекесене те уйрăм çырса пынă. Асăннă кашни кĕнекене икшер экземпляр йĕркелесе çырса упранă. Пирĕн районта 1918 çулччен 17 чиркÿ пулнă. Вĕсенче çырса пынă кĕнекесем халĕ республикăри патшалăх архивĕнче упранаççĕ.
Совет самани çитсен вара тĕрлĕ декретсемпе килĕшÿллĕн халĕ эпир хăнăхнă ЗАГС органĕ йĕркеленет. Вăл вулăссен, хуласен тата районсен ĕç тăвакан комитечĕсем çумĕнчи пайсенчен тăнă. Каярах вĕсене ЗАГС бюровĕсем теме тытăннă, хыççăн – ЗАГС пайĕсем.
– Районти ЗАГС пайне ертсе пынисем хушшинче чылай çул çак ĕçе туса пынисем те сахал мар пулĕ;
– Паллах районти ЗАГС пайĕн ертÿçисем истори тĕрĕс çырăнтăр тесе хăйсенчен мĕн килнине пĕтĕмпех тунă. Кашнийĕнех тÿпи пысăк темелле: пай ертÿçин должноçĕнче виçĕ çултан сахал ĕçленисем пулман. Раиса Валериановна Бельская акă 10 çул ĕçленĕ – 1975–1985 çулсенче. Маргарита Петровна Рубцова вара ЗАГС пайне 1985 çултан пуçласа 2011 çулхи март уйăхĕччен ертсе пынă. Шăпах çак çулсенче чаплă йăласен залĕ уçăлнă та. Тепĕр вунă çула майлă иртсен зала çĕнĕ сăн-сăпат кĕртнĕ.
– Гражданла лару-тăру акчĕсене пĕр вăхăт ял Совечĕсем те пурнăçласа пычĕç вĕт-ха;
– Çапла, 2003 çулччен çак ĕçе районти ЗАГС пайĕ кăна мар, ял Совечĕсем те туса пынă. Вĕсем ача çуралнине, çын вилнине, çемье çавăрнине, ашшĕлĕхне палăртнине тата пĕр вăхăт мăшăрсем уйрăлнине те çырса пынă. Асăннă çултанпа вара ку ĕçе районта пĕтĕмпех ЗАГС пайĕ йĕркелесе пырать.
– Хальхи вăхăтра нумай документа электронлă майпа туса пыма тăрăшаççĕ. Эсир çырса пыракан акт кĕнекисене электронлă майпа тултарса пырассине йĕркеленĕ-и;
– Пирĕн пай хăйĕн архив фондне тытса тăрассипе те тимлет. 1967 çултанпа çырнă актсенчен пуçласа хальхи вăхăтра çыракан актсен электронлă базине йĕркелесе пыратпăр. Ача çурални, çын вилни, çемье çавăрни, ят улăштарни, усрава илни, ашшĕлĕхне палăртни – çак çичĕ енпе.
– Тĕрлĕ акт çыратăр пулсан та ЗАГС тени ытларах чух çемье çавăрнипе куç умне тухать. Çемье хаклăлăхне тытса пырас, упраса хăварас тесе эсир мĕнле утăмсем тăватăр;
– Маргарита Петровна ĕçленĕ вăхăтрах тин çуралнă ачасене чыслассине, Ачасене хÿтĕлемелли пĕтĕм тĕнчери куна, Амăшĕн кунне, Çамрăксен кунне ирттерессине ырă йăлана кĕртнĕ. Çак йăласене паян та тытса пыратпăр. Нумай çул пĕрле пурăнакан мăшăрсене те чыслатпăр. Юлашки вăхăтра пирĕн çĕр-шывра çулталăка мĕне те пулин халаллама йышăннă. Мероприятисене ирттернĕ чух çакна та шута хуратпăр.
– ЗАГС пайĕн услугисемпе электронлă майпа та тивĕçтеретĕр вĕт-ха;
– Çапла. Раççей Федерацийĕн тата Чăваш Республикин патшалăх услугисен порталĕсем çинче ЗАГС пайĕ электронлă майпа тивĕçтерекен услугăсем те пур. Унта мĕнле документсем кирли пирки те, ЗАГС пайне пырас тесен палăртнă кунпа вăхăт йышăнасси тата ытти информаци те – пĕтĕмпех пур. Эпир хамăр пата килекенсемпе электронлă майпа та, куçа-куçăн тĕл пулса калаçма та яланах хавас.
Н. Николаева
калаçнă.