19 декабря 2012 г.
Паллă ĕнтĕ, районăн производствăпа экономика аталанăвĕн кăтартăвĕсенче промышленноç производстви пысăк вырăн йышăнать. Пĕрлехи кăтартусем мĕнле пулассинче вара «Сеспель», Муркашри кирпĕч завочĕ пек предприятисемпе пĕрлех уйрăм çынсем йĕркеленĕ предприятисен, тĕрлĕрен чикĕллĕ яваплăхлă обществăсен тÿпи те çук мар. Пĕр-пĕринпе çыхăнса, ăнланса, уççăнлăха тивĕçтерсе ĕçлесе пыни кирлĕ. Çавăн пирки сăмах пычĕ те декабрĕн 14-мĕшĕнче районăн экономикăпа социаллă пурнăç аталанăвĕн тăнăçлăхне ÿстерес енĕпе ĕçлекен ĕç ушкăнĕн район администрацийĕн ларусен пĕчĕк залĕнче иртнĕ ларăвĕнче.
Лару ĕçне район администрацийĕн пуçлăхĕ Ростислав Тимофеев ертсе пычĕ. Малтанах район администрацийĕн пуçлăхĕн çумĕ, капиталлă строительство, архитектура тата пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăх управленийĕн пуçлăхĕ Владимир Никитин коммуналлă хуçалăх организацийĕсем услугăсемшĕн тÿлесе татассинчи, энерги перекетлессин программине пурнăçа кĕртессинчи лару-тăрупа паллаштарчĕ.
Пĕтĕмĕшле илсен газпа, шывпа, электроэнергипе усă курнăшăн тÿлессипе пысăк парăмсемех çук темелле. Бюджет организацийĕсем парăмсемпе татăлнă. Пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăхăн ертсе пыракан компанийĕ тĕлĕшпе те çавна каламалла. Нумай хваттерлĕ çуртсенче пурăнакансенчен 92 проценчĕ ноябрь уйăхĕшĕн коммуналлă услугăсемпе усă курнăшăн тÿлесе татнă.
Нумай хваттерлĕ çуртсенче шывпа, ăшăпа усă курнине шута илмелли приборсене вырнаçтарас ĕçсем пыраççĕ. Электроэнергипе усă курнине палăртакан приборсене вырнаçтарса пĕтернĕ ĕнтĕ. Шыв счетчикĕсене маларах тунă хăш-пĕр çуртсенче вырнаçтарма май çук. Ăшă счетчикĕсене вырнаçтарман организацисем пур. Кун пеккисем тĕлĕшпе мерăсем йышăнма тивет.
Ярославка, Ярапайкасси ял тăрăхĕсенчи нумай хваттерлĕ çуртсенче пурăнакансенчен хăшĕсем ăшăпа усă курнăшăн парăмсене татма васкамаççĕ. Уйрăм организацисем те пур кун пеккисем. Ыйтăва суд урлă татса памалла пуласси пирки ас тутарчĕ район администрацийĕн пуçлăхĕ Ростислав Николаевич. Йÿçкасси, Ярапайкасси, Оринин ял тăрăхĕсенче шывпа тивĕçтермелли системăсене ял тăрăхĕсен балансĕ çине куçарас ыйту тăрать.
Ларура вĕрентÿ ĕçченĕсен профсоюзĕн районти организацийĕн председателĕ Людмила Федорова профсоюз организацийĕпе район администрацийĕн вĕрентÿ тата çамрăксен политикин пайĕ пĕр-пĕрин хушшинче тунă килĕшÿ мĕнле пурнăçланса пыни çинче чарăнса тăчĕ. Пăтăрмахсем çук мар иккен. Акă иртнĕ çул учительсен медицина тĕрĕслевĕ витĕр тухма хăйсен укçи-тенкине тÿлеме тивнĕ. Ку ыйту çитес çул та тухса тăма пултарать. Ĕç вырăнĕсене аттестацилесси те укçа-тенкĕпе çыхăннă. Район администрацийĕн пуçлăхĕ Р. Тимофеев сĕннипе çав тĕллевпе укçа-тенкĕ уйăрассине вĕрентÿ ĕçĕ-хĕлĕ валли унччен палăртнă шайрах, анчах та уйрăм йĕркепе палăртма йышăнчĕç.
Учительсен ноябрь уйăхĕнчи вăтам ĕç укçи 16388 тенкĕпе, шкул çулне çитмен ача-пăча учрежденийĕсен воспитателĕсен 10803 тенкĕпе, шкулсенчи шкул çулне çитменнисен ушкăнĕсен воспитателĕсен 12921 тенкĕпе танлашнă. Çитес çулхи февраль уйăхĕнчен тытăнса вара педагогика ĕçченĕсен шалăвĕ экономикăра вăй хуракансен вăтам кăтартăвĕнчен кая пулмалла мар. Çакна уйрăммăн палăртрĕ Ростислав Николаевич.
Ларура «Шупашкарти «Сеспель» предприяти» акционерсен хупă обществинче инноваци енĕсемпе çĕнĕ инвестици проекчĕсене пурнăçа кĕртессипе мĕнле ĕçлесе пыни çинчен те сÿтсе яврĕç. Тĕнче шайĕнчи пахалăх стандартне тивĕçтерекен продукци туса кăларассине кунта тĕп вырăна хураççĕ. Оборудованисене, производствăна модернизацилени, çĕнĕ продукци тĕсĕсем туса кăларассипе вĕçĕм шыравра пулни предприятие аталану çулĕпе çирĕп утма май парать. Сăмах май кăçал кăна «Сеспельте» наука çитĕнĕвĕсене пурнăçа кĕртме, çĕнĕ корпуссемпе сооруженисем хута яма, оборудовани туянма 100 миллион ытла тенкĕ хывнă. Предприяти ăнăçлă аталанса пыни районшăн та пысăк пĕлтерĕшлĕ пулнине палăртрĕ Ростислав Николаевич. «Пирĕн интерессем пĕр пек, малашне те пĕр-пĕринпе çыхăнса, килĕштерсе те ăнланса ĕçлесе пымалла пултăр», – терĕ вăл.
Предприятисемпе организацисене, уйрăм çынсене кредитсем уйăрса парассипе, ытти пулăшу мелĕсемпе тивĕçтерессипе мĕнле ĕçленипе «Россельхозбанкăн» Муркашри хушма офисĕн управляющийĕ Ирина Павлова тата Раççей Перекет банкĕн Муркашри хушма офисĕн заведующийĕ Юрий Иванов паллаштарчĕç.
Район территорийĕнче çĕнĕрен йĕркеленĕ предприятисем те сахал мар. Вĕсен ĕçне-хĕлне те тишкерчĕç ларура. Акă А. Вязовăн харпăр хăй предприятийĕ ĕçлеме тытăннăранпа 10 çул ĕнтĕ. Предприяти ертÿçин çумĕ Евгений Лобачев каласа панă тăрăх кунта туса хатĕрлекен электричество каминĕсене Раççейĕпех туянаççĕ. 125 çынлă коллектив кăçал çулталăк пуçланнăранпа 32,1 миллион тенкĕлĕх продукци реализациленĕ.
Анчах çавна та палăртма тивет. Ытларах чухне çавăн пек уйрăм çын харпăрлăхĕнчи предприятисем, обществăсем айккинче тăрса юлма тăрăшаççĕ. Хальхи вăхăтра пĕр-пĕрне шанни, уççăнлăх кирлĕ. Район администрацийĕ вара пуçаруллисене пулăшассинчен нихăçан та пăрăнмасть. Пĕрлехи ыйтусене пĕрле татса пани пысăк пĕлтерĕшлĕ. Çапла палăртрĕç ларăва хутшăннисем.
В. ШАПОШНИКОВ.