19 декабря 2012 г.
Çĕнĕ çулччен вăхăт нумаях юлмасть. Уяв кунĕсенче вара вĕрентÿ, культура учрежденийĕсенче ачасем, çынсем массăллă хутшăнакан мероприятисем сахал мар иртеççĕ. Çакăнта уйрăмах пушар хăрушсăрлăхĕн, тĕрлĕ инкек-синкек пуласран асăрхаттарассин ыйтăвĕсем малти вырăна тухаççĕ.
Район администрацийĕн пуçлăхĕн йышăнăвĕпе районта Çĕнĕ çул тата Сурхури уявĕсене хатĕрленсе ирттерме йĕркелÿ комитечĕ туса хунă, ирттермелли мероприятисен планне çирĕплетнĕ. Йĕркелÿ комитетне район администрацийĕн пуçлăхĕ Р. Тимофеев ертсе пырать. Уяв мероприятийĕсене хатĕрленсе ирттересси пирки сăмах пычĕ те ĕнтĕ асăннă комитет ларăвĕнче декабрĕн 17-мĕшĕнче. Ăна комисси председателĕ Ростислав Николаевич ертсе пычĕ.
Туса ирттерме палăртакан мероприятисем пирки район администрацийĕн вĕрентÿ тата çамрăксен политикин пайĕн пуçлăхĕ З. Дипломатова, культура тата архив ĕçĕсен пайĕн пуçлăхĕ Е. Чернова, шкул ачисем хушшинче ирттерме палăртакан спорт ăмăртăвĕсем пирки физкультурăпа спорт тата туризм секторĕн ертÿçи В. Петров тата ыттисем каласа пачĕç.
Комитет председателĕ Р. Тимофеев кашни мероприятиех тĕплĕ хатĕрленмеллине, ответлисене çирĕплетмеллине палăртрĕ. Ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсен вырăнсенче ирĕклĕ халăх дружинисен ĕçне йĕркелессине те пăхса хумалла. Пушар хăрушсăрлăхĕн правилисене пăхăнассишĕн, инкексенчен асăрхаттарассишĕн должноçри çынсем персоналлă яваплă пулса тăраççĕ.
В. ШАПОШНИКОВ.