17 июля 2013 г.
Пĕлтĕр Йÿçкассинчи чиркÿ ĕçлеме пуçларĕ, анчах та чансем илсе çакма чиркÿ прихучĕ тÿрех вăй çитереймерĕ. Çынсем укçа пухса тата ырă тăвакансем пулăшнипе чиркÿ 7 чан илме пултарчĕ.
Çитес шăмат кун, июлĕн 20-мĕшĕнче, çак чансене тасатса хăпартса çакасшăн. Муркаш енĕн хисеплĕ çыннисем, сире пурне те çак праçнике пыма йыхравлатпăр. Çак кун чиркÿре кĕлĕ 8 сехетре пуçланать.
Йÿçкассинчи чиркÿ настоятелĕ
Сергий атте.