19 декабря 2012 г.
Район администрацийĕн вĕрентÿ тата çамрăксен политикин пайĕн информаципе методика центрне вĕрентÿпе методика литературин кĕнекисем килсе çитрĕç. Вĕренÿ кĕнекисемпе ытти кĕнеке комплекчĕсем – федераллă патшалăх стандарчĕсене пăхăнса кăларнăскерсем. Унсăр пуçне пĕрремĕш классем валли кĕнекесен хушма партийĕ килсе çитрĕ: «Чăваш букварĕ», «Чăваш азбуки» тата «Чĕвĕлти» ятлă хушма вулав кĕнеки.
Шкул библиотекисем çак кунсенче ачасем валли çырнă чăваш илемлĕ литературипе те пуянланчĕç. Кĕнекен ытларах пайĕ икĕ чĕлхепе çырнисем: пĕр страницăра чăвашла çырни, тепринче – вырăсла.
138370 тенкĕлĕх 1373 экземпляр илемлĕ литература кĕнекисем, 100705 тенкĕлĕх 1197 экземпляр вĕрентÿпе методика кĕнекисем пĕр эрне хушшинче çÿлĕксем çине вырнаçрĕç.
Район администрацийĕн вĕрентÿ тата
çамрăксен политикин пайĕ.