19 декабря 2012 г.
Декабрĕн 14-мĕшĕнче «Сывлăх» физкультурăпа спорт комплексĕнче «Сывă кĕлеткере – сывă кăмăл-туйăм» ятпа çамрăксен спорт форумĕ иртрĕ. Асăннă ĕçе хĕрĕх яшпа хĕр хутшăнчĕ. Вĕсем ял тăрăхĕсенчи тата шкулсенчи çамрăксен канашĕсен членĕсем шутĕнчен пулчĕç.
– Сывă кĕлеткере сывă кăмăл-туйăм хуçаланать. Çавна май ÿссе аталанакан ăрушăн чи пĕлтерĕшли – сывă пурнăç йĕрки, апла пулсан пирĕн алăк сирĕншĕн яланах уçă, – терĕ комплекс ертÿçи А. Куликов республика тивлечĕпе çĕкленĕ пархатарпа кашнине туллин усă курма чĕнсе.
Форума хутшăнакансем тĕрлĕ ăмăртура вăй виçме пултарчĕç. Çанталăк сивĕ тăнине пăхмасăр пăр çинче вылярĕç. Тренажер залĕ те çак кун шавпа тулчĕ, пауэрлифтинг кăмăллакансем те тупăнчĕç. Пĕринчен тепри маттуртарах. Чăн-чăн спорт тусĕсене вара пысăк парне кĕтрĕ. Йÿçкасси шкулĕнче вĕренекен Николай Алексеев тата Муркаш шкулĕнче вĕренекен Валентина Васильева тренажер залне пĕр уйăх тÿлевсĕр çÿреме пултараççĕ. Çавăн пекех ытти çĕнтерÿçĕсем те парнесемсĕр тата Хисеп грамотисемсĕр юлмарĕç.
Форум программи анлă пулчĕ. Район администрацийĕн вĕрентÿ, çамрăксен политикин пайĕн эксперт специалисчĕ А. Архипова ертсе пынипе «Хаваслă ăмăртусем» секци ĕçлерĕ. Çĕнтерÿçĕсен икĕ ушкăнĕ вара ишессипе тупăшрĕ. Кашни яшпа хĕр çакăн пек форумра тепре тĕл пулас туйăмпа уйрăлчĕ.
Р. Илларионова.