13 июля 2013 г.
Çу кунĕсем тăраççĕ. Ял çыннисен çак илемлĕ вăхăт та асăрханулăх ыйтнине манас марччĕ. Юлашки кунсенче нумайранпа кĕтнĕ çумăрсем çуса иртрĕç пулин те, çакă шăрăх çанталăк иртнине пĕлтермест. Çавăнпа та ял çыннисен, килти хушма хуçалăхра мăйракаллă шултра выльăх, сысна т. ыт. те тытакансен шăрăх çанталăк выльăх-чĕрлĕхшĕн хăйне евĕр ыйтусем кăларса тăратни пирки манас марччĕ. Пуриншĕн те паллă ĕнтĕ, шăрăх кунсем выльăхсен продуктивлăхĕ çине витĕм кÿреççĕ. Ял çыннисем хăйсен хушма хуçалăхĕсенчи ĕнесем сĕт сахаллатнине пытармаççĕ те. Мĕнле уйрăмлăхсене шута илмелле-ха çакнашкал вăхăтра улăхсенче ĕнесем кĕтнĕ чух; Çак ыйтусем килти хушма хуçалăхра выльăх-чĕрлĕх тытакансене канăç паманнине шута илсе паянхи калаçăва «Выльăх чирĕсемпе кĕрешекен Муркаш районĕн станцийĕ» патшалăх учрежденийĕн выльăх тухтăрне А. ФЕДОРОВĂНА чĕнтĕм.
– Алина Петровна, шăрăх çанталăк тата выльăх-чĕрлĕхĕн продуктивлăхĕ пĕр-пĕринпе мĕнле çыхăнура тăраççĕ? Ялта пурăнакансем килти хушма хуçалăха выльăх-чĕрлĕх тытмасăр курманран ку ыйту паян нумайăшне канăçсăрлантарать.
– Сирĕн ыйту паян кун йĕркинче çивĕч тăнипе килĕшетĕп. Каламасăрах паллă, килти хушма хуçалăхра ĕне тытакан ял çынни ăна çуллахи вăхăтра улăх-çаранта çÿретет. Çакă йÿнĕ хăй хаклăхпа ытларах продукци илессипе çыхăннă. Ку технологие çирĕп пăхăнсан ĕнесен продуктивлăхĕ те, вĕсен сывлăхĕ те, вăхăт çитсен пăру пăруласлăхĕ те лайăхланать. Вăрттăнлăх мар, кунта тулашри çут çанталăк условийĕсем пысăк пĕлтерĕшлĕ.
Сивĕ кунсем те, шăрăх та выльăх организмĕшĕн усăллах мар. Сывлăшăн пысăк температури продуктивлăха тата ĕçлеслĕхе чакарать, ывăнтарать, тарлаттарать т. ыт. те. Шăрăх çанталăкра выльăхсене хăвăрт хăвалани, лашасене йывăр ĕçлеттерни вĕсене ăшăпа аптăратма пултарать. Кун пекки выльăх-чĕрлĕхе ăнсăртран вилесси патне те илсе çитерейрет. Кунашкал тĕслĕхсем Раççейăн тĕрлĕ кĕтесĕсенче пулнă та ĕнтĕ.
– Сывлăш температурин пĕлтерĕшĕ выльăх-чĕрлĕхшĕн еплерех пулнине пĕлес килет.
– Хĕвел çинче нумай çÿрекен выльăхсем те ăшăпа аптăраса ÿкме пултараççĕ. Кун пек чух выльăхсен организмĕнче ăшă çаврăнăшĕ пăсăлать, нерв тытăмĕн, чĕрепе юн тымарĕсен тата сывлав системисен ĕçлеслĕхĕ улшăнать. Çакăн хыççăн ĕнесен сывлавĕ хăвăртланать.
Сывлăш температурин гигиена пĕлтерĕшĕ пур. Вăл тăван тавралăхпа чĕрĕ организм хушшинчи ăшă ылмашăвне йĕркелессипе çыхăннă.
Ял хуçалăх выльăхĕсен кĕлетке температури яланах 36–42 градус. Выльăхсем сывлăш температурин тĕрлĕ виçине тĕрлĕрен хăнăхаççĕ. Пысăк температурăна лайăхрах хăнăхаканнисем – лашасем, начартарах – сурăхсем. Вăтаммисен шутĕнче мăйракаллă шултра выльăхсемпе сыснасем. Шăрăх çанталăка мăнтăрах мар, ÿт-тир çинче çăм сахал, çутăрах тĕслĕ выльăхсем лайăхрах ирттереççĕ. Мăнтăррисем тата çăмлă та хура тĕслисем – йывăррăн.
Сывлăш температури хăвăрт улшăнни выльăхсене шăнса чирлесси патне илсе çитерет. Вăтам улшăнусем – выльăхсемшĕн чи меллисем.
– Çуллахи шăрăх кунсенче выльăхсем нумай тарлани сиенлĕ-и тата?
– Шăрăх çанталăкра выльăхсем нумай тарлани организмшăн кирлĕ тăварсемпе витаминсем çухаласси патне илсе çитерет. Шăрăх кунсенче чĕр чунсем тарласа 58 процент таран шыв çухатаççĕ. Ĕнене пĕр литр сĕт хатĕрлесе çитерме 4–5 литр шыв кирлĕ. Çав вăхăтрах выльăх талăксерен 30 литр таран шыв сывласа кăларса ярать. Енчен те ĕнесем 15–20 процент сахалрах шыв ĕçеççĕ пулсан, вĕсем патне шыв ĕçме хушма савăтсем лартса памалла. Шыв ĕçмелли вырăнсем кĕтÿ çÿренĕ вырăнсенчен катара пулмалла мар. Енчен те çывăхра çырма е пĕве пулмасан шыва транспортпа ятарласа турттарса килессине йĕркелемелле.
– Мăйракаллă шултра выльăхсемсĕр пуçне ытти выльăхсене шăрăхра мĕнле пăхмалла?
– Пĕрлешÿллĕ хуçалăхсенчи пекех çынсен килти хушма хуçалăхĕсенче те ĕнесемпе пĕрлех сыснасем, сурăхсем кайăк-кĕшĕк чылай. Сыснасене илсен вĕсене çуллахи вăхăтра уçăлтарма кăларни вырăнлă. Хĕвел питтинче сыснасене ăшă ан çаптăр тесен уçăлтарма кăлармалли вырăнсене ÿплесем айне тумалла. Унта вара шыв ĕçме ятарлă вырăнсем тытмалла. Сыснасем шывра йăваланни – вĕсемшĕн шăрăх çанталăкри «парне».
Выльăх организмĕнчи каялла тавăрмалла мар процесс кĕлетке температури 43–44 градуса çити ÿссен, кайăк-кĕшĕксен 47 градуса çитсен пуçланать.
Çанталăк шăрăх тăнă чух выльăхсем ăшăпа е хĕвел çутипе аптăраса ÿкме пултараççĕ. Çавăнпа та çак тапхăрта вĕсене пăхма меллĕ условисем туса парасси – выльăх пăхакансен, килти хушма хуçалăх тытакансен пĕрремĕш тĕллевĕ.
– Алина Петровна, кунта хаçат вулакансене конкретлă сĕнÿсем парайратăр-и?
– Паллах. Выльăхсем ăшăпа аптăраса ан кайччăр тесен малтанах выльăхсем тăракан пÿлĕмсенче сывлăш температурине чакарма мелсем шырамалла; сарайсемпе витесенче сывлăш куçассин хăвăртлăхне пысăклатмалла; выльăхсем пĕр çĕре пухăнса тăрассинчен асăрханмалла, вĕсене ытларах шăвармалла е сивĕ шывпа пĕрĕхмелле; рациона витаминсемпе пуян апат хушмалла; шăрăх вăхăтра ĕçлекен лашасене 11–15 сехетсем тĕлĕнче кантармалла; кĕтÿсене ытларах ирпе-каçпа çÿрессине йĕркелемелле; кăнтăр кунĕнче выльăхсене сулхăнра е вентиляци лайăх ĕçлекен пÿлĕмсенче тытмалла; выльăхсене тăтăш ĕçмелли таса шывпа тивĕçтермелле. Халĕ асăннă сĕнÿсене пăхăнакансем выльăхсен продуктивлăхĕ чакмасса шанма пултараççĕ.
А. БЕЛОВ калаçнă.