13 июля 2013 г.
Хуçалăх экономики, предприяти аталанăвĕ, пĕрле пулса ыранхи куна пăхни. Пурин хыçĕнче те ĕç тăрать: пĕри – пуриншĕн, пурте – пĕриншĕн. Çак çыхăну Муркаш енре аслăрах ăрусем пуçарнипех ырă йĕркере. Экономика хутшăнăвĕсен çĕнĕ тытăмĕнче те татса паман ыйтусем, пĕрле пулса тумалли йышăнусем çук мар-ха. Хамăр ентешсем пысăк юбилее уявланă май Мăн Сĕнтĕр райпо канашĕн ертÿçине, Чăваш Республикин халăх ыйтăвĕсене тивĕçтерес сферăн тата Раççей Федерацийĕн суту-илĕвĕн тава тивĕçлĕ ĕçченне Людмила МАЙКОВĂНА калаçăва чĕнтĕм.
– Людмила Петровна, Пĕтĕм тĕнчери кооперативсен кунĕ кăçал Мăн Сĕнтĕр райповĕшĕн хăйне евĕрлĕхпе палăрса тăрать. Асăннă куна тата Чăваш Республикинчи потребительсен кооперацийĕ йĕркеленнĕренпе 120 çул çитнине уявланипе пĕрлех сирĕн коллектив хăйĕн 100 çулхи юбилейне паллă тăвать. Мĕнле ÿсĕмсемпе кĕтсе илетĕр ăна;
– Эсир калани пĕтĕмпех паянхи кун йĕркинче. Мăн Сĕнтĕр райповĕ уявсем уявланă хушăрах историе манмасăр мĕн пурнăçланипе тивĕçлĕ мăнаçланса малалла пăхать. Çак çулпа пырса çĕнĕ тĕллевсем палăртать, вĕсене çул парса ял çыннисен пурнăçне çĕнĕ сĕм кĕртет.
Истори тенĕрен. Мăн Сĕнтĕр тăрăхĕнче малтанхи потребитель кооперативĕ 1913 çулта йĕркеленнĕ. Пĕрремĕш кунранпах пурнăçпа тан пыма çул илнĕскер вăхăт иртнĕçемĕн аталанса, вăй илсе пынă, хăйĕн пĕлтерĕшне ÿстернĕ. Çапла йĕркеленнĕ Мăн Сĕнтĕрти потребительсен обществи юлашки çулсенче тăтăшах Чăвашпотребсоюз системинче те, Раççейри Центросоюз тытăмĕнче те малтисен ретĕнче. Çак ÿсĕм – пирĕн райпона кĕрекен ялсенче пурăнакансен, пире таварпа тивĕçтерекенсен тата райпо ĕçченĕсен пĕрлехи ĕçĕ. Эпир паян районти 79 яла пăхса тăратпăр. Пирĕн пулăшупа пĕтĕмпе 12 пин ытла çын усă курать. Вĕсен ыйтăвĕсене туллин тивĕçтерессине хамăрăн тĕп ĕç тесе шутлатпăр. Çавна курах çĕнĕлĕхсене алла илсе пыратпăр: ялта пурăнакан хăйне пĕччен ан туйтăр. Хамăр ума лартнă тĕллевсене пурнăçласа эпир иртнĕ çул çеç район бюджетне 22 миллион тенкĕ тĕрлĕ налук тÿлерĕмĕр. Пирĕн ĕçе ку енчен пăхсан райпо тытăмне аталантармалла çеç.
– Кунта кăçалхи пĕрремĕш çур çулхи ĕçсене пĕтĕмлетни вырăнлă пулассăн туйăнать.
– Сирĕнпе килĕшетĕп. Кăçалхи пĕрремĕш çур çулта эпир черетлĕ ÿсĕм турăмăр: 6 уйăхра пĕтĕмĕшле тавар çаврăнăша 169659 пин тенкĕне çитертĕмĕр (иртнĕ çулхин 112 проценчĕ). Суту-илÿ сферинче конкуренци çулсерен вăй илсе пыни пуçаруллăрах пулма ыйтать. Çакна Мăн Сĕнтĕри «Стройхозтовары», «Культтовары», «Гастроном», «Дружба» магазинсен коллективĕсем, Калайкассинчи, Сыпайри, Мăн Шашкарти, Тренккăри, Мăн Хураçкари, Мăн Тутаркассинчи магазинсенче ĕçлекенсем ăнланса ĕçлесе пыраççĕ. Ытти коллективсем те вĕсенчен юлмаççĕ. Вĕсен тăрăшулăхĕпе суту-илĕве тивĕçлĕ шайра тытса пыма май пур та.
– Суту-илÿри ÿсĕмсем обществăлла апатлану предприятийĕсене те хăйсенчен катара хăвармаççĕ пулас?
– Ку тĕрĕсех. Пĕрремĕш çур çулта райпо тытăмĕнчи обществăлла апатланăвăн тавар çаврăнăшĕ пĕлтĕрхи çак вăхăтринчен 10,2 процент ÿсрĕ, 26666 пин тенкĕне çитрĕ. Çак сферăра ĕçлекенсем умĕнче тăракан тĕп тĕллев – харпăр хăй производствинчи продукцие реализацилессине пысăклатасси. Кунти ĕçченсен тăрăшулăхне тивĕçлипе хаклама пулать. Ĕç кăтартăвне ÿстерме кунта çĕнĕ технологисемпе ĕçлени пулăшать. Вĕсене вăхăтра алла илнĕрен «Нарспи» кафе ĕçченĕсем (Л. Гавриловăпа З. Михайлова поварсем тата кафе ертÿçи В. Моисеева), «Шуçăм» кафери аслă кондитер Л. Сапожникова, «На рынке» кафери аслă повар Н. Бычкова, «Пиццерия» кафене ертсе пыракан В. Ивановская мал туртăмлă ĕçлесе пыраççĕ, ыттисемшĕн ырă тĕслĕх пулса тăраççĕ.
– Эпĕ пĕлнĕ тăрăх хатĕрлев ĕçĕпе те Мăн Сĕнтĕр райповĕ пĕр вырăнта тăмасть. Тăтăшах шыравра эсир. Уявра кунти ÿсĕмсем пирки мĕн калайратăр?
– Хатĕрлев ĕçне эпир кунсерен майлах уйрăм тимлĕхре тытатпăр. Тĕллевлĕ тимлĕх уйăрнин усси пурах. Кăçалхи пĕрремĕш çур çулта хатĕрлев ĕçĕсене çулталăк каяллахинчен 22 процент ирттерсе пурнăçларăмăр. 2013 çулхи 16639 пин тенкĕ пĕлтĕрхи çак вăхăтринчен 3020 пин тенкĕ ытларах. Çак тапхăрта уйрăммăн илсен халăхран 550 тонна аш-какай, 591 тонна сĕт, пĕлтĕрхинчен 1,5 хут нумайрах пахча çимĕç тата 3 хут ытларах тир пуçтартăмăр. Ку вăл пирĕн ĕçĕн пĕр пайĕ кăна. Кивĕ хут, эмел курăкĕ пухасси, çынсене тырă авăртса парасси т. ыт. те – кун йĕркинчен тухман ĕçсем.
– Хăвăр производство çинче чарăнса тăрсан тата...
– Ку ене те хамăр райпо пурнăçĕнче тĕп вырăнта тытатпăр. Январь – июнь уйăхĕсенче пирĕн райпо çулталăк каяллахинчен 1231 пин тенкĕлĕх продукци ытларах туса кăларса реализацилеме пултарчĕ: пĕтĕмпе 18753 пин тенкĕлĕх. Кунта «Сундырь-Хлеб» общество мал туртăмлă пулнине палăртассăм килет. Вĕсем тăтăшах шыравра пулни тавар туянакан патне çĕнĕрен те çĕнĕ продукци çитерме май парать.
Халĕ каланипе пĕрлех эпир хамăр пайщиксемпе тавар туянакансене тĕрлĕ услугăсем парассине те кун йĕркинчен кăлармастпăр. Çакăнта ялта пурăнакансене строительство материалĕсемпе вăхăтра тивĕçтересси мала тухрĕ. Уява хатĕрленсе «Строительство кил хушшине» йĕркелесе çитертĕмĕр, райпо территорине тирпей-илем кĕртрĕмĕр. Пирĕн патăмăра килсе çÿрекенсем Мăн Сĕнтĕр райповĕ тулли пурнăçпа пурăннине кашни утăмрах курса тăраççĕ. Çак тăрăшулăха эпир çухатас теместпĕр. Хамăрăн нумай отрасльлĕ ĕç-хĕле хушма инвестицисем явăçтарасси, инновациллĕ çĕнĕ проектсене çул парасси – пирĕн умри тĕп çул-йĕр. Эпир пĕр вырăнта тăрас теместпĕр. Çак тĕллевпе пĕрле ĕçлемеллине пурте ăнланатпăр.
А. БЕЛОВ калаçнă.