13 июля 2013 г.
Сутлăх сĕт туса илекен ял хуçалăх производство кооперативĕсемпе агрофирмăсене, чикĕллĕ яваплăхлă обществăсене тата хресчен (фермер) хуçалăхĕсене Раççей Федерацийĕн тата Чăваш Республикин бюджечĕсенчен субсидилеççĕ. Палăртса хăвармалла, асăннă йĕркене уйрăм хушма хуçалăх тытакансем кĕмеççĕ. Субсиди уйăрас ĕç-хĕл пирки тĕплĕнрех Чăваш Республикин ял хуçалăх министерствин финанспа кредит политикин пайĕн тĕп эксперт специалисчĕ О. Макарова каласа пама кăмăл турĕ:
– Асăннă пулăшăва тивĕçессинче – çирĕп йĕрке. Ял хуçалăх министерстви чи малтан сĕт пахалăхне, вăл шутра унти çу тата белок шайне пăхать, çавăн пекех çĕр ĕне пуçне миçе пăру илни те пысăк пĕлтерĕшлĕ. Çак тĕп кăтартусем вара иртнĕ çулхинчен пĕчĕк пулмалла мар. Енчен те хуçалăхсен кăтартăвĕсем Чăваш Республикин ял хуçалăх министерстви палăртнă ятарлă условисене тивĕçтереймеççĕ пулсан укçан уйăракан пулăшăва тивĕçеймеççĕ.
Районти ял хуçалăх производство вун пĕр кооперативĕ тата «Путь Ильича» агрофирма кăçалхи пĕрремĕш кварталта 1 пин те 483 тонна паха тата пĕрремĕш сортлă сĕт сутнă, 34 проценчĕ – паха сортли. Иккĕмĕш кварталта вара 1 пин те 115 тонна е 61 процент паха сортлă сĕт сутлăха ăсатнă. Хуçалăхсен ÿсĕмлĕ ĕçĕ, тăрăшулăхĕ курăмлă. Кунта асăннă агрофирмăна, Суворов яч. хис., Чкалов яч. хис., «Оринино», «Передовик» тата ытти хăш-пĕр хуçалăха ырăпа палăртмалла.
Субсиди калăпăшĕ, паллах, пахалăхлă сĕте сутлăха мĕн чухлĕ кăларнинчен килет. Çапла вара паха сортлă сĕте сутлăха ăсатнăшăн хуçалăхсем пĕр литршăн икĕ тенкĕ çурă ытла, пĕрремĕш сортшăн сакăр вунă пус ытла субсиди илеççĕ.
Çитес вăхăтра вара услови татах та çирĕпленет, 2015 çултан пуçласа паха сортшăн кăна субсидилеме палăртнă. Апла пулсан патшалăх хуçалăхсене пахалăхлăрах ĕçлеме хистет. Юлашки вăхăта илес пулсан хăш-пĕр хуçалăхсем пахалăхлăрах ĕçлес тесе ку тĕлĕшри оборудование çĕнетрĕç.
Енчен те Чăваш Республикин ял хуçалăх министерствине бухгалтери отчетне тăратман е панкрут йышăнăвĕ пур, е конкурс производстви пуçарнă пулсан ку хуçалăхсем пулăшăва тивĕçеймеççĕ.
Р. Илларионова
калаçнă.