Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ответлă ĕçĕн хастар ĕçченĕсем

13 июля 2013 г.

 

Ыран федераци почта çыхăнăвĕн Чăваш Республикинчи управленийĕн Муркаш почтамчĕн коллективĕ хăйсен професси уявне – Раççей почтин кунне паллă тăвать. Мĕнпе сывлать, мĕнле пурăнать, пĕтĕмĕшле мĕнле кăтартусемпе кĕтсе илет уява коллектив; Çавăн пирки каласа пама ыйтрăм Муркаш почтамчĕн пуçлăхне Нина ПРАВДИНĂНА.

– Нина Игнатьевна, пĕлетĕп, эсир туса пыракан ĕç нумай енлĕ те кăткăс, унăн пĕлтерĕшĕ те пысăк. Коллектив умри задачăсене мĕнле татса парать-ха, пĕрремĕш çур çула вĕçленĕ май мĕнлерех кăтартусемпе кĕтсе илетĕр хăвăрăн професси уявне;

– Уяв уявах. Пирĕн пурин те паян кăмăл-туйăм çĕкленÿллĕ. Ăнсăртран теместĕп. Сăлтавĕсем те çук мар. Акă июлĕн 5-мĕшĕнче республика шайĕнче пĕрлехи канашлу иртнĕччĕ. Федераци почта çыхăнăвĕн Чăваш Республикинчи управленийĕн ертÿçин тивĕçĕсене пурнăçлаканĕ Владимир Тимофеев кăтартуллă ĕçлесе пыракан почтамтсен коллективĕсене ырăпа палăртрĕ. Вĕсем хушшинче Муркашсене пĕрремĕш асăнни хăех пирĕн ĕçе пысăка хурса хакланине çирĕплетет.

Чăннипех те ĕнтĕ пĕр-пĕрне ăнланса ĕçлесе пынипе коллектив кăçалхи пĕрремĕш çур çулти план-заданисене чыслăн пурнăçлама пултарчĕ. Иртнĕ çулхи çав вăхăтрипе танлаштарсан хамăрăн клиентсене услугăсемпе тивĕçтерессин тата тĕрлĕ тавар сутассин калăпăшне 7 процент ÿстерме пултартăмăр. Почта çыхăнăвĕн уйрăмĕсенче çынсене куллен кирлĕ таварсем, лотерея билечĕсем сутассипе нихăçанхинчен те ÿсĕмлĕрех ĕçлерĕç. Халăха кăçалхи иккĕмĕш çур çул валли хаçат-журнал çырăнтарас тĕлĕшпе плансене тираж енĕпе те, тупăш илес енĕпе те ирттерсе тултартăмăр.

Май килнипе усă курса периодика изданийĕсемпе туслă пулма тăрăшакан клиентсене пысăк тав сăмахĕ калас килет. Ку енĕпе Муркашсем – республикăра та малтисенчен пĕрисем.

Почта çыхăнăвĕ паянхи кун та миллионшар çыншăн коммуникацин меллĕ те шанчăклă хатĕрĕ пулса юлать. Урамра 30 градус сивĕ-и е çумăр лÿшкет, чăтма çук шăрăх е чĕркуççи таран пылчăк – кирек епле условисенче те Раççей почти хăйĕн тивĕçне пурнăçлатех, адресатсем патне çитетех. Хальхи чи çĕнĕ çыхăну мелĕ те чăхăмлама, авари сотовăй е спутник çыхăнăвне стройран кăларма, Интернета сÿнтерме пултарать. Патшалăх почтишĕн кăна ку вăл сăлтав мар: кирек мĕн пулсан та почта ĕçлĕ, çырусем те адресатсем патне çитĕç.

– Чи кăтартуллă, ыттисемшĕн тĕслĕх пулса тăракан коллективсене уяв умĕн ятран асăнсан та ытлашши мар пулĕ;

– Вĕсем пирĕн сахал мар. Тĕрĕссипе вĕсенчен килет те ĕнтĕ пĕрлехи ăнăçу та. Акă илер-ха почта çыхăнăвĕн Етĕрне районĕнчи Мăн Явăшри уйрăмне. Коллектива Галина Алексеева ертсе пырать. Кунти çыхăну ĕçченĕсем кварталсерен плансене 135 – 138 процент пурнăçлама вăй çитереççĕ. Чыспа хисепе тивĕçнисем хушшинчех почта çыхăнăвĕн Етĕрне районĕнчи Пушкăртри (ертÿçи Надежда Гаврилова), Засурскинчи (Валентина Айватрова), Ирçери (Татьяна Кузьминых), Урпашри (Ольга Ильина), Кивĕ Тинкешри (Любовь Андреева), Муркашри (Эльвира Репина) уйрăмĕсем. Çавăн пекех Етĕрне районĕнчи Чирĕккассинчи (Лариса Петрова), Янăмри (Альбина Чернова), Муркаш районĕнчи Ярапайкассинчи (Людмила Жирнова), Шурчари (Алена Антонова), Ваçкассинчи (Августина Степанова), Шетмĕпуçĕнчи (Альбина Павлова), Ярославкăри (Тамара Сиротина), Йÿçкассинчи (Эльза Алексеева) çыхăну уйрăмĕсем те ырă ята тивĕçлĕ.

– Нина Игнатьевна, уяв умĕн тĕрлĕрен наградăсене тивĕçнисем те пулчĕçех пулĕ;

– Ку çаплах. Почта çыхăнăвĕн Кивĕ Тинкешри уйрăмне ертсе пыракан Любовь Андреева почта услугисен рынокне аталантарассипе çине тăрса ĕçленĕшĕн тата Раççей почтин кунĕ ячĕпе «Раççей почти» федераци патшалăх унитарлă предприятин Хисеп грамотине, Муркашри уйрăм почтальонĕ Юрий Гордеев «Раççей почти» федераци патшалăх унитарлă предприятин Тав хутне тивĕçрĕç. Почта çыхăнăвĕн Чăваш Республикинчи управленийĕн Тав хучĕсене илнисем хушшинче Йÿçкасси уйрăмĕнчи Валентина Анисимовăпа Кивĕ Тинкеш уйрăмĕнчи Елена Ефимова почтальонсем. Сăмах май Валентина Егоровна ответлă та халăхшăн пĕлтерĕшлĕ почтальон ĕçĕнче 32 çул тăрăшать. Çамрăксен районти уявĕнче Муркаш почтамчĕн ертсе пыракан экономисчĕ Ирина Павлова район администрацийĕн пуçлăхĕн Тав хутне илме тивĕç пулни нумай çамрăксене татах тăрăшарах ĕçлеме хавхалантарать.

Пирĕн патра вăй хуракансем ĕçре тăрăшуллă пулнипе пĕрлех коллективăн общество пурнăçне те активлă хутшăнаççĕ. Акă Шетмĕпуçĕнчи уйрăм пуçлăхне Альбина Павловăна, Етĕрнери уйрăм пуçлăхĕн çумне Полина Коноваловăна тава тивĕçлĕ ĕçшĕн тата профсоюз ĕçĕ-хĕлĕнче хастар пулнăшăн çыхăну ĕçченĕсен профсоюзĕн республикăри комитечĕн Хисеп грамотипе наградăланă. Муркаш почтамтĕнче вăй хуракансен профсоюз комитечĕн председательне Нина Аргандеевăна вара профсоюз организацийĕсен Чăваш Республикинчи канашĕн Хисеп грамотине парса чыс тунă.

– Кирек епле коллективра та унчченех çирĕпленнĕ ырă йăла-йĕркесем пурах. Вĕсем те пĕрлехи кăмăл-туйăм, ĕçри тăрăшулăх çине витĕм кÿреççех. Кун пирки мĕн каласа пама пултаратăр хаçат вулакансене;

– Уççăнах калатăп. Хастартарах, пуçаруллăрах ĕçлеме коллективăн кăмăл пысăк. Федераци почта çыхăнăвĕн республикăри управленийĕ тăрăшнипе юлашки çулсенче почта çыхăнăвĕн уйрăмĕсенче кулленхи юсав ĕçĕсем сахал мар туса ирттернĕ, реконструкци тунă, çĕнĕ оборудовани вырнаçтарнă. Ĕç условийĕсем те лайăхланса пыраççĕ. Кăçалхи январĕн 1-мĕшĕнчен тытăнса ĕç укçине пурнăçланă ĕç калăпăшне кура тÿлеме тытăннă май унăн шайĕ палăрмаллах ÿсрĕ. Иртнĕ çулхи çав вăхăтрипе танлаштарсан халĕ вăл вăтамран 4 пин тенкĕ пысăкрах.

Коллективлă килĕшÿре пăхса хăварнă пек пĕчĕк тупăшлă çемьесене çуллен пĕр уйăх шалăвĕ чухлĕ укçа уйăрса парса пурлăх тĕлĕшĕнчен пулăшатпăр. Почта ĕçĕн ветеранĕсене çулленех Çĕнтерÿ кунĕпе, Раççей почтин кунĕ ячĕпе саламласси ырă йăлана кĕнĕ. Халĕ те Раççей почтин кунĕ ячĕпе 129 пенсионера пурлăх тĕлĕшĕнчен хавхалантарма май тупрăмăр. Ку шутра 15 çултан кая мар почта системинче ĕçлесе пенсие тухнисем.

Çавăн пекех коллективлă килĕшÿре çыхăну ĕçченĕсен профсоюзĕн республикăри комитечĕ çывăх тăванĕсене юлашки çула ăсатма пулăшассине те пăхса хунă. Вĕсене 3-шер пин тенкĕрен кая мар уйăрса паратпăр. Кунсăр пуçне пулăшу кирлисене вара 10 пин тенкĕ таран çур çуллăха процентсăр кредит та парса пулăшатпăр.

Раççей почти çамрăксене вĕренме, аслă пĕлÿ илме пур майсене те туса пама тăрăшать. Тÿлевлĕ вĕренÿ отпускĕсем паратпăр. Апла пулин те 30 çула çитмен çамрăксем пирĕн патра 21,5 процент кăна-ха. Коллективра вара 206 çын. Çавăнпа та çамрăк кадрсене çыхăну ĕçне явăçтарасси пирĕн пысăк пĕлтерĕшлĕ задачăсенчен пĕри пулса тăрать.

– Пурнăç пĕр вырăнта тăмасть. Хăвăр ĕçĕрти ырă улшăнусене палăртса хăварсамăр;

– Хăвăрт çĕнелсе улшăнса пырать почта çыхăнăвĕн ĕçĕ-хĕлĕ те. Унччен кам шухăшлама пултарнă-ха акă çĕр-шывăн пĕр кĕтесĕнчен ярса панă укçа переводне тепĕр кĕтесре пĕр сехет хушшинче илме пултарасса;

Раççей почтин тĕп задачисем – рынок ыйтăвĕсене туллинрех тивĕçтересси, клиентсене паракан услугăсен пахалăхне лайăхлатса пырасси, корреспонденцисене адресатсем патне çитерессине хăвăртлатасси. Умри малашлăхри задачăсем шутĕнче вара – Интернет урлă сутă тăвассине анлăн йĕркелесси, çынсене электрон услугисемпе, укçа-тенкĕ парас-илес ĕçе туллин тивĕçтересси. Çывăх вăхăтрах почта çыхăнăвĕн уйрăмĕсенче патшалăх тата муниципалитет услугисемпе тивĕçтерессине йĕркелеме хатĕрленетпĕр. Опыт пур, Мари Республикинче ку енĕпе ăнăçлă ĕçлесе пыраççĕ.

– Нина Игнатьевна, хамăр калаçăва вĕçленĕ май юлашкинчен тата мĕн каласа хăварас кăмăлăр пур;

– Эпир, почта çыхăнăвĕн ĕçченĕсем, пирĕн ĕç епле ответлă та пысăк пĕлтерĕшлĕ пулнине, паянхи ĕçе ырана хăварма май çуккине аван ăнланатпăр. Малашне те çыру-корреспонденцисемпе периодика пичечĕн изданийĕсене кашни адресат, подписчик патне вăхăтра çитерме тăрăшăпăр. Пенсионерсене пенсипе вăхăтра тивĕçтересси те пирĕн тĕп тивĕç шутĕнчех. Раççей почти ыйтнисене тивĕçтерсе çыхăну уйрăмĕсенче малашне те клиентсене кăмăллă кĕтсе илсе вĕсен мĕн пур ыйтăвĕсене хăвăрт та пахалăхлă татса парассишĕн çине тăрăпăр. Тухса çÿреймен ватăсене килĕсенчех кирлĕ таварсемпе тивĕçтерĕпĕр. Яланхи пекех вĕсен кулленхи пурнăçпа çыхăннă вуншар ыйтăвне татса пама пулăшăпăр. Вĕсем вара сахал мар, эсир ăна лайăх пĕлсе тăратăр.

Пирĕн ĕç-хĕл пур чухне курăнсах та каймасть. Анчах та кашни çыннăн пурнăçĕ мĕнле майпа та пулин почтăпа çыхăннă. Çавăнпа та Муркашпа Етĕрне районĕсенче пурăнакансене çапла чĕнсе каласшăн: нумай чухне конкуренцие çĕнтерме чăннипех те кĕрешме тивет. Хăвăрăн ку е вăл ыйтăвăра татса панă чухне яланах Раççей почти майлă йышăну тума тăрăшăр.

Почта çыхăнăвĕн хаклăран та хаклă ĕçченĕсем, ĕç ветеранĕсем, пирĕн клиентсем, хаçат-журнал çырăнса илекенсем! Пурсăра та сире çитсе килекен Раççей почтин кунĕ ячĕпе чун-чĕререн саламлатăп, ырлăх-сывлăх, телей, ĕçре ăнăçу, çитĕнÿсем, пурнăçра телей сунатăп.

В. ШАПОШНИКОВ

калаçнă. 

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика