15 декабря 2012 г.
1992 çулхи январĕн 1-мĕшĕнче Хорнуй ял Советĕнче ĕçлеме пуçăннине халĕ те ас тăватăп. Ял Советне Чăваш АССР Аслă Канашĕн Президиумĕн Указĕпе 1991 çулхи октябрĕн 14-мĕшĕнче йĕркелерĕç.
Депутатсен Пухăвĕ малтанах ял Совет председательне Валерий Микашкина суйларĕ. Ун чухне вăл почта пуçлăхĕччĕ. Вăл мана ял Совечĕн счетовод-кассирĕ тата çар учечĕн сĕтелĕн специалисчĕ пулма ĕçе илчĕ.
Анчах та «çÿлти» пуçлăхсем Валерий Ананьевича почта пуçлăхĕнчен хăтарасшăн пулмарĕç. Çавăнпа та депутатсен черетсĕр пухăвне ирттерсе председателе Николай Петров депутата суйларĕç. Ун чухне вăл Ленин яч. хис. хуçалăхăн партком секретарĕнче ĕçленĕччĕ. Тĕп бухгалтер Роза Магаева, секретарь Светлана Иванова пулнă. Çапла вара тăваттăн туслăн ĕçе кÿлĕнтĕмĕр. Çулталăкран секретарьте Маргарита Исакова ĕçлеме пуçăнчĕ.
Малтанхи утăмсем çăмăл пулман. Уйрăмах çĕр ыйтăвĕсемпе нумай ĕçлеме тиветчĕ. Ял Советне çавна валли кăна туса хунă тесе те шухăшлаттăмăр хăш чухне. Кайран çĕр ыйтăвĕсемпе ĕçлеме райĕçтăвкомран тепĕр штат единици хушса пачĕç. Малтанах ку ĕçе С. Архипова тăватчĕ, 1993 çултанпа Татьяна Никитина пурнăçлама тытăнчĕ.
Çĕрсене инвентаризацилес, ялсене газ кĕртес енĕпе ĕçлемелли пайтах пулнă. Депутатсем те ку ĕçрен айккинче тăман. Уйрăмах ун чухне Ленин яч. хис. хуçалăх ертÿçинче вăй хунă Леонид Николаев, хуçалăхăн склад заведующийĕ пулнă Анатолий Федоров, инженер-строителĕ пулнă Алексей Атласкин, Хорнуй шкулĕн учителĕ пулнă Владислав Смирнов, Тойкилтĕ шкулĕнче вĕрентнĕ Игорь Сергеев нумай тăрăшнă.
1996 çулта çĕр ĕçĕпе ĕçлекенсен штачĕсене пĕтерчĕç. Унччен илнĕ пĕлÿпе хăнăху малашнехи ĕçре те кирлĕ пулчĕ.
Эп ĕçленĕ хушăра организаци ячĕ 4 хутчен улшăнчĕ. Пĕтĕмĕшле илсен ку пысăк пĕлтерĕшлĕ пулнă пулĕ, анчах та пирĕншĕн çынсемпе ĕçлесси тĕп вырăнта тăнă. Экономикăри тата политикăри çĕнĕ задачăсене кура пирĕн ĕç калăпăшĕ ÿссе пынă кăна.
Н. Петров Хорнуй ял Совет председателĕнче ĕçленĕ çулсенче (1991 – 1999) Хорнуй ялне газ кĕртнĕ, ял çыннисен 50 проценчĕ çут çанталăк газĕпе усă курма тытăннă. 50 вырăнлă «Аленушка» ача садне хута янă. Ленин яч. хис. хуçалăхпа пĕрле Платкассинче ял клубне çĕкленĕ.
1999 çул вĕçĕнчен тытăнса 2001 çулхи январĕн 1-мĕшĕччен ял администрацийĕн пуçлăхĕнче Геннадий Петров ĕçлерĕ. Март уйăхĕнчен пуçласа ял администрацине Валентина Любимова ертсе пыма пуçларĕ. Ответлăха туйса, чунне парса пурнăçлатчĕ вăл шаннă тивĕçе.
Шаптак ялне газ кĕртни аса килет. Ял администрацийĕн пуçлăхĕнче Валентина Алексеевна пулнă ун чухне.
Шаптак ялĕнче актив пухрăмăр, граждансен пухăвне ирттертĕмĕр. Шаптак тата Тойкилтĕ ялĕсене газ кĕртесси пирки В. Любимова тухса калаçрĕ. Ял çыннисем ырласа йышăнчĕç ку сĕнĕве. Проект хатĕрлемелле пулчĕ. Халăхран укçа пуçтартăмăр, проект хатĕрлерĕмĕр. Газ пăрăхĕсене Хусантан кÿрсе килтĕмĕр. Валентина Алексеевна йĕркелесе ертсе пыма пултарнипе, çак ĕçре ăна ыттисем пулăшса пынипе, ял çыннисем тăрăшнипе 2001 çулта проект хатĕрлерĕмĕр пулсан, 2002 çулхи декабрь уйăхĕнче Шаптак тата Тойкилтĕ ялĕсенчи çынсен килĕсенче те «кăвак çулăм» çунма пуçăнчĕ.
Çапла, вăхăт иртет, пурнăç малаллах шăвать. Иртни ерипен манăçа тухса пырать. Малашлăхпа пурăнатпăр. Апла пулин те юлашки икĕ вунă çуллăх хушшинче хамăр пурнăçра пулса иртнĕ улшăнусем манăн асрах.
20 çул ытла Хорнуй ял тăрăхĕнче вăй хуракан Генриета Петрова аса илĕвĕнчен.