15 декабря 2012 г.
Чăваш Енре универсаллă электронлă карттăсем (УЭК) пама ыйтакансенчен заявленисем йышăнма пуçланă. Йышăну пункчĕсем республика Сывлăха сыхлас ĕç тата социаллă аталану министерствин «Медицина информаципе аналитика центрĕ» бюджет учрежденийĕнче вырнаçнă. Адресĕ: Шупашкар хули, Калинин урамĕ, 112. Заявленисене çавăн пекех Перекет банкĕн 3 уйрăмĕнче йышăнаççĕ: И. Яковлев проспекчĕ, 3А; Октябре 50 çул урам, 17А; К. Маркс урамĕ, 52.
Ноябрĕн 27-мĕшĕнче республикăра пурăнакансенчен универсаллă электронлă карттăсем пама ыйтса çырнă 10 заявлени йышăннă. «Патшалăх тата муниципаллă услугăсене йĕркелесси çинчен» Федераллă саккунпа килĕ-шÿллĕн официаллă майпа заявленисене 2013 çулхи январĕн 1-мĕшĕн-чен тытăнса йышăнма пуçлаççĕ.
Аса илтеретпĕр, ноябрĕн 27-мĕшĕнче Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕ иккĕмĕш вулавпа ытларах сасăпа «Универсаллă электронлă картта çинчен» саккун проектне йышăннăччĕ. Вăл республика территорийĕнче УЭК туса хатĕрлессин, парассин тата пăхса тăрассин ĕçне-хĕлне йĕркелет. Перекет банкĕ, универсаллă электронлă карттăсене Чăваш Ен территорийĕнче пурнăçа кĕртессин проекчĕн активлă участникĕсенчен пĕри пулса тăнă май, карттăсем илме çынсенчен заявкăсем йышăнать.
Республика Сывлăха сыхлас ĕç тата социаллă аталану министерствин «Медицина информаципе аналитика центрĕ» бюджет учрежденийĕн уполномоченнăй организацийĕ пĕлтернĕ тăрăх 2013 çулта универсаллă электронлă карттăсене 1 пин ытла штук кăларма палăртаççĕ.
Гражданинăн даннăйĕсемпе вăл ирĕк памасăр усă курма май çук. Карттăпа усă курас тесен ятарлă ПИН-код кĕртмелле. Ăна картта хуçи кăна пĕлет.
Раççейре универсаллă электронлă карттăсене тÿлевсĕр майпа граждансене 2013 çулхи январĕн 1-мĕшĕнчен тытăнса пама пуçлаççĕ. Федераллă саккунпа килĕшÿллĕн 2014 çултан пуçăнса асăннă вăхăтчен картта илме ыйтса заявлени паманнисене тата картта илес марри пирки заявлени паманнисене УЭК пама тытăнаççĕ. Гражданин УЭК илнĕ хыççăн та ăна кирек хăçан та палăртнă йĕркепе пăрахăçлама пултарать. Çавна валли заявлени çырмалла та Чăваш Ен Сывлăха сыхлас ĕç тата социаллă аталану министерствин «Медицина информаципе аналитика центрĕ» бюджет учрежденине ярса памалла (адресĕ: Шупашкар хули, Калинин урамĕ, 112-мĕш çурт).
Паянхи куна УЭКа çĕр-шыври пилотлă пилĕк регионта тĕрĕслевлĕ пурнăçа кĕртме тытăннă. Вăл шутра Астрахань тата Волгоград облаçĕсем, Пушкăрт тата Тутар Республикисем, Краснодар крайĕ. Вĕсенче 5 пин çын картта илнĕ ĕнтĕ.
УЭК хÿтлĕх системине патшалăх гарантилет. 2006 çултах «Харпăр хăйĕн даннăйĕсем çинчен» Федераллă саккун йышăннă. Унта харпăр хăйĕн даннăйĕсене хатĕрленĕ чухне çыннăн прависемпе ирĕклĕхĕсене хÿтĕлесси, кашни çыннăн тата çемье вăрттăнлăхĕсене пĕлтерме юраманни тĕп вырăнта пулнине палăртнă. Банк карттипе танлаштарсан универсаллă электронлă карттăн хÿтлĕх шайĕ пысăкрах. Унта хÿтлĕхĕн аппарат кăна мар, программа хатĕрĕсем те пур. Вĕсене вара патшалăх çирĕп тĕрĕслесе тăрать. УЭК çухатсан унăн дубликатне илме май пур. Унччен вара çухатнă карттăна ĕçлеме чармалла (блокировать тумалла).
Универсаллă электронлă картта çын кам пулнине çирĕплетекен документ пулса тăрать. Унта обязательнăй медицина страхованийĕн полисĕн, обязательнăй пенси страхованийĕн страховани свидетельствин, транспорт тата банк приложенийĕсем пур. Универсаллă электронлă карттăпа усă курса патшалăхăн тата муниципаллă тĕрлĕ услугăсемпе усă курма, ЖКХ, çыхăну услугисемшĕн тÿлеме, магазинта тавар туянма, транспорт билечĕшĕн тÿлеме т. ыт. те пулать.
ЧР Информполитика министерстви.