Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Çĕнĕлĕхсем медицина пулăшăвĕн пахалăхне ÿстереççĕ

15 декабря 2012 г.

2011–2012 çулсем валли хатĕрленĕ сывлăх сыхлавне модернизацилессин программи вĕçленсе пырать. Патшалăхăн çак программипе усă курнăран пирĕн районта та ырă улшăнусем пулса иртрĕç. Кун пирки тĕплĕнрех районти тĕп больницăн тĕп врачĕпе Владислав Даниловпа калаçатпăр.

– Владислав Григорьевич, модернизаци программине хутшăнса пирĕн районта мĕнле çĕнĕлĕхсем пулса иртрĕç; Вĕсем медицина услугисен пахалăхне ÿстерме пулăшрĕç-и;

– Малтанах модернизаци виçĕ енлĕн пулса пынине каламалла. Пĕрремĕшĕ – сывлăх сыхлавĕн учрежденийĕсен пурлăх базине пуянлатасси, çĕнетсе çирĕплетесси. Иккĕмĕшĕ информаци технологийĕсене пырса тивет. Виççĕмĕшĕ – медицина пулăшăвĕ памалли стандартсемпе ĕçлесси.

Модернизаци программипе килĕшÿллĕн пирĕн районти сывлăх сыхлав сферинче те палăрăмлă ырă улшăнусем пулса иртрĕç. Пĕлтĕр акă районти иккĕмĕш номерлĕ больницăра юсав ĕçĕсем турăмăр, çивитти улăштартăмăр. Кунсăр пуçне районти тĕп больницăна пысăк пахалăхлă, хальхи вăхăта тивĕçтерекен медицина оборудованийĕ туянса вырнаçтарнине каламалла. Программăн пĕрре-мĕш çулĕнче икĕ миллион тенкĕ ытла тăракан маммограф, фибробронхоскоп туянтăмăр. Иккĕмĕш çулĕнче каллех хаклă йышши оборудовани – УЗИ аппаратурине вырнаçтартăмăр. Аукционта укçа-тенкĕ перекетлеме май тупнăран операци тумалли эндоскопи оборудованине те туянтăмăр. Ку аппаратпа хырăмлăхри операцисене пысăккăн касмасăрах тума пулать. Аппаратпа кĕçех ĕçлеме тытăнмалла. Унпа усă курса ĕçлеме пирĕн хирург Хусанта ятарлă вĕренÿ курсĕнче пулчĕ, хальхи вăхăтра Шупашкарта медицина сестрисем те вĕренеççĕ.

Çавăн пекех модернизаци программине хутшăнса электрокардиографсем вырнаçтартăмăр. Пĕтĕмĕшле вара эпир 7 миллион та 653 пин те 300 тенкĕлĕх оборудовани туяннă.

Паллах çакăн пек пахалăхлă оборудовани пулни медицина услугисен пахалăхне те ÿстерме май парать. Мĕншĕн тесен чирлĕ çынна сиплесси тĕрĕс диагноз лартнипе çыхăннă-çке-ха. Ку ĕçре вара çĕнĕ оборудовани пысăк пулăшу кÿни куç кĕрет.

– Модернизацин тепĕр пысăк пайĕ информатизаципе çы-хăннă терĕмĕр. Кунта ĕçсем мĕнле шайра;

– Информатизаци валли те укçа-тенкĕ уйăрса панă – пĕр миллион тенкĕ ытла. Унпа усă курса малтанах электронлă регистратура ĕçлеттерсе ятăмăр. Çапла вара е компьютер урлă, е телефонпа шăнкăравласа, е участокри пĕтĕмĕшле практика врачĕ урлă кирлĕ врач патне черете çырăнма пулать. Муркашрисем патне кăна мар, хула больницисене те.

Халĕ больницăри компьютерсене централизацилесси пырать. Кабель çыхăнăвне структурăласа йĕркелессипе Хусанти специалистсем ĕç-леççĕ. Кĕçех амбулатори карттисене те, чир историйĕсене те электронлă майпа туса пырасси ĕçе кĕрĕ.

– Медицина пулăшăвне парассинче стандартсемпе усă курасси пирки калас пулсан хальлĕхе миçе чире стандартпа сиплетĕр;

– Хальлĕхе пирĕн больницăра çирĕм ытла чире стандартпа сиплетпĕр. Вĕсем ытларах шыçă чирĕсене, сурансене сиплессипе çыхăннисем. Стандартпа ĕçлесси пĕр-пĕр чир пуррине çирĕплетме палăртнă анализсем парассине, палăртнă консультацисем ирттерессине, çынна палăртнă оборудованипе тĕрĕслессине тата палăртнă эмелсемпе сиплессине пĕлтерет.

Чирсене стандартпа сипленĕшĕн вара Обязательнăй медицина страховани фончĕ укçа уйăрса парать. Икĕ çул хушшинче пурĕ 16 миллион тенкĕ ытла куçарса панă. Стационарта стандартсемпе сипленĕшĕн – 13 миллион тенкĕ ытла, амбулаторинче çапла майпа сипленĕшĕн 3 миллон тенкĕ ытла куçарнă.

Çав сумма чире сиплекенсене ĕç укçи тÿлеме тата эмелсемпе тĕрлĕ медицина хатĕрĕсем туянма каять. Стандартпа ĕçленине тишкерсе тăма тĕп больница шайĕнче ятарлă комисси йĕркеленĕ.

Кунсăр пуçне модернизаци программипех 14 çулхи ачасене диспансеризаци ирттерме 353 пин тенкĕ уйăрса панă. Çак сумма 353 (районта çавăн чухлĕ пулнă) ачана диспансеризацие хутшăнтарма май пачĕ.

– Врачсем çителĕксĕрри – республикăри ытти нумай районта çивĕч тăракан ыйту. Пирĕн районта ку тĕлĕшпе лару-тăру япăх маррине больницăна пулăшу ыйтма пыракансем сиснех ĕнтĕ. Апла пулин те кăçал йышăннă «Земство тухтăрĕ» программăпа Муркашра та çĕнĕ специалистсем ĕçе кÿлĕнчĕç.

– Çапла. Пирĕн республикăра та, Раççейри ытти чылай кĕтесри пекех, ялсенчи больницăсенче врачсем çителĕксĕрри чи çивĕч ыйту шутланнă. Пирĕн ку енĕпе ыттисемпе танлаштарсан лару-тăру яланах чылай лайăхрах пулнă. Сăмахран, пирĕн хирургсем Етĕрне районне кайса та пулăшу панă.

Пирĕн больницăра вара паянхи куна «Земство тухтăрĕ» программăна хутшăнакан 7 врач тăрăшать. Ытларахăшĕ Муркаш районĕнче çуралса ÿснисемех. Пурте çамрăк хастар специалистсем.

Çак программăна çитес çула та тăснă. Çапла майпа малашне ялти больницăсене ĕçлеме каякансене кăна мар, ĕçлекенсен поселокĕсене (рабочие поселки тетпĕр) кайма килĕшекен врачсене те пĕрер миллион тенкĕ парса хавхалантарĕç. Патшалăх пулăшăвĕпе усă курса вара вĕсен пурăнмалли çурт-йĕр условийĕсене лайăхлатма май пур. Пирĕн больница пирки калас пулсан çитес çулта та пĕр-икĕ врача ĕçлеме илетпĕр пуль тесе шутлатпăр.

Çапла майпа эпир патшалăх программисене хутшăнни пирĕн пата медицина пулăшăвне ыйтма пыракансемшĕнех темелле. Мĕншĕн тесен эпир хамăрăн ĕç-хĕле медицина пулăшăвĕн пахалăхне ÿстерессине тĕпе хурса йĕркелетпĕр.

– Тавах интереслĕ те анлă калаçушăн.

Н. Николаева.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика