15 декабря 2012 г.
Хаçат вулакансем сад-пахча ĕрчетессипе çыхăннă ыйтусене хускатсан кунти нумай вăрттăнлăхпа час-часах паллаштарнине тата çак ĕçе пуçăнакана вырăнлă сĕнÿсем панине асăрханах ĕнтĕ. Килти хушма хуçалăх тытаканшăн пĕлтерĕшлĕ ку ĕçре вĕсем Александр Шариковăн статйисемпе паллашни те вăрттăнлăх мар. Кăçал тивĕçлĕ канăва тухнă агроном, сад-пахча ăсти, журналист хăйĕн статйисене çут çанталăкăн кашни вăхăчĕпех çыхăнтарса çырса пырать. Çапла туса Александр Матвеевич вулакана пурнăçпа тан пыма хавхалантарать. Тăрăшуллă ĕçтешĕмĕре нумаях пулмасть Чăваш Республикин Ял хуçалăх министерствин Хисеп грамотипе наградăлани унăн тăрăшулăхне çÿллĕ шайра шута хунине пĕлтерет. Эпир ăна сумлă наградăпа саламланă май вăл хаçат вулаканĕсем патне татах тепĕр статьяпа тухрĕ. Халĕ ăна сăмах:
– Саламшăн тав тăватăп. Чăваш Республикин Ял хуçалăх министерствин Хисеп грамотине тивĕçни мана татах та тăрăшарах ĕçлеме хистет. Хам пĕлнине тата килти сад-пахчара хамăн тăрăшулăхпа алла илнĕ вăрттăнлăхсене районта пурăнакансем патне çитерни ытлашши пулмасть пулĕ тетĕп. Мĕншĕн тесен Муркаш енре пиншер çын патшалăх пулăшăвĕпе усă курса килти хушма хуçалăха аталантарать. Çакăн усси пысăккине Раççей тата Чăваш Республикин шайĕнче те тăтăшах палăртма пуçларĕç. Апла пулсан килте вăй хураканăн ĕçĕ те харама каймасть.
Хĕл сиввисем пуçланчĕç. Умра çил-тăманлă та шартлама сивĕ çанталăк. Апла пулин те тăрăшуллă пахчаçă ĕçсĕр аптăраса алă усса лармасть. Вăл çакнашкал вăхăтра та чÿрече умĕнче тĕрлĕрен ем-ешĕл пахча-çимĕç акса-лартса ÿстерме, хăйĕн ĕçĕпе хĕл кунĕсене илемлетме тăрăшать.
Пахчаçăн ку чухнехи ĕçĕн усси калама çук пысăк. Чÿрече умĕнчех симĕс çулçăллă пахча-çимĕç туса илни хĕл кунĕсенче организма кирлĕ тĕрлĕрен витаминсемпе ытлă-çитлĕ тивĕçтерме май парать. Апла пулсан чир-чĕр те иккĕмĕш вырăна юлать.
Килти хушма хуçалăхри сад-пахчара эпир тĕрлĕрен улма-çырлапа пахча-çимĕç туса илетпĕр. Вăхăтпа усă курса вĕсемпе хĕл кунĕсенче усă курма тăварласа, маринадласа, консервласа, типĕтсе нумай апат-çимĕç хатĕрлетпĕр. Ку аван ĕнтĕ. Анчах çавăн пек хатĕрленĕ пахча-çимĕçре витаминсем сахал упранса юлаççĕ. Çавăнпа та хĕллехи вăхăтра чÿрече умĕнче йĕркеленĕ пĕчĕк пахчара тĕрлĕрен пахча-çимĕç ÿстерни кашниншĕнех вырăнлă пулнине тепĕр хут çирĕплетсе калас тетĕп. Хисеплĕ вулаканăм! Вăхăт тупса çак ĕçе эсĕ те кÿлĕнсе пăх. Хамăн пахчаçă опытĕнчен тĕслĕх илсе çакăншăн санăн нимĕн чухлĕ те ÿкĕнмелле пулмĕ тесе калатăп.
Ăшă пÿлĕмри чÿрече умĕнче йĕркеленĕ пĕчĕк пахчара хĕлĕн малтанхи кунĕсенчен пуçăнса çурхи ăшă çанталăкченех тĕрлĕрен ешĕл çимĕç акса-лартса ÿстерме пулать. Çак ĕçе пурнăçлама вара минераллă удобренисемпе ятарласа пуянлатнă тăпра хутăшĕ те кирлĕ мар. Эпĕ хамăн тĕслĕхре ун вырăнне пахчаран кĕркунне янтăланă кăпăшка тăпрапа усă куратăп. Симĕс çулçăллă пахча-çимĕç культурисен тĕрлĕрен сорчĕсене ÿстерме тарăнах мар ещĕксем хатĕрлетĕп. Вăрăмрах тымарлă (пахча кĕпçи, мангольд т. ыт. те) пахча-çимĕçе ÿстерме вара тарăнрах чÿлмексем вырăнлă.
Эпĕ, сăмахран, симĕс çулçăллă пахча çимĕçрен сухан лартса ÿстерессине çапла йĕркелетĕп. Чи малтанах ещĕк (тăршшĕ – 35 см, сарлакăшĕ – 20 см, çÿллĕшĕ – 10 см) хатĕрлетĕп те унта 7 см хулăнăш тăпра хыватăп. Çавăнта пĕр-пĕринчен 1 – 2 см хушă хăварса вĕтĕ сухан тарăнах мар чиксе тухатăп. çакăн хыççăн сухана ăшă шывпа шăваратăп та ещĕке ăшă вырăна вырнаçтаратăп. Унта ăна пĕр эрнене яхăн тытатăп.
Сухан – çутта кăмăллакан ÿсен-тăран. Çавăнпа та суханăн ешĕл çулçисем 1 – 2 см ÿссе çитсенех ещĕке чÿрече умĕнчи хĕвеллĕ вырăна куçарса лартатăп. Сухана лайăх ÿсме пÿлĕмри сывлăш температури 18 – 22 градус ăшă кирлĕ. Çитĕнекен сухана эпĕ эрнере пĕр-икĕ хут 20 – 25 градус ăшă шывпа шăваратăп. Çак йĕркене пăхăнсан суханăн симĕс çулçисем ăнса ÿснине асăрхама пулать. Тепĕр 2 – 3 эрнерен вĕсемпе апат-çимĕç хатĕрлеме усă курма та пулать. Çакна валли симĕс çулçăсене хĕрринчен пуçласа варринелле тата-тата илетпĕр. Сухан çулçă кăларма чарăннă май ăна çийĕнчех кăкласа илетпĕр те ун вырăнне çĕнĕрен лартса хăваратпăр.
Апат-çимĕç хатĕрленĕ çĕрте витаминлă çак çимĕçпе тăтăшах усă курас тĕллевпе икĕ-виçĕ эрнерен иккĕмĕш ещĕке сухан лартса симĕслентеретпĕр. Çапла йĕркеленĕ конвейер хĕл кунĕсенче те витаминран чухăн пулма памасть.
Чÿрече умĕнчи пахчара лартса ÿстерме пуçлă суханăн «стригуновский», «бессоновский», «спасский», «даниловский», «мягковский» т. ыт. сорчĕсем аван.
Çакна та палăртассăм килет. Килти хушма хуçалăх ĕçĕнче пысăк опытлисем чÿрече умĕнчи пахчара ыхра та лартса ÿстерме ăсталăх çитереççĕ. Çакнашкал условисенче пахча кĕпçи те аван ÿсет. Унăн кĕскетнĕ тымарĕсене эпĕ ещĕке е чечек чÿлмекĕсене ретсем хушшине 10 см хăварса пĕр-пĕринчен 5 – 6 см хушă хăварса лартатăп. Енчен те унăн тымарĕ вăрăм пулнипе вăл ещĕке вырнаçаймасть пулсан ăна тайăлтарса чалăшшăн лартатăп та тымар тунине 1,5 – 2 см уçă хăварса тăпрапа лайăх хуплатăп. Вăл кĕске вăхăтрах тĕрĕс-тĕкел чĕрĕлет. Тепĕр икĕ-виçĕ эрнерен кил хуçине техĕмлĕ симĕс çулçисемпе савăнтарма пуçлать. Пахча кĕпçи 20 – 22 градус ăшăра аван ÿсет. Вăл ешĕл çулçăсемпе нумай савăнтартăр тесен ăна эрнере пĕрре ăшă шывпа шăвармалли пирки ан манăр.
Хĕл кунĕсенче тĕрлĕрен витаминпа пуян çулçăллă кăшман та – мангольд – кил хуçисене техĕмлĕхĕпе ытлă-çитлех савăнтарĕ. Унăн çулçине эпир тĕрлĕрен апат-çимĕç хатĕрлеме анлă усă куратпăр.
Килти условисенче чÿрече умĕнчи пахчара çавăн пекех пăрăç, хăяр, помидор, мелисса, базилик, эстрагон тата ытти эмел курăкĕсене те акса-лартса ÿстерме пулать. Кунта вара çакна çирĕп пăхăнмалла: кирек-хăш ÿсен-тăрана та уйрăм ещĕкре е чÿлмекре акса-лартса ÿстермелле.
Ырă сунса
А. ШАРИКОВ пахчаçă.