Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » «Юрă çĕклет чун-чĕрене»

15 декабря 2012 г.

Паян ялсен аталанăвĕ пирки тĕрлĕ шайра шанчăк çуратакан калаçусем иртеççĕ. Вĕсен никĕсĕ çинче ялта пурăнаканăн тата çĕр ĕçĕнче вăй хураканăн пурнăçне лайăхлатма, ĕç условийĕсене çĕнетме ыранхи куна шантаракан программăсем çуралаççĕ. Çак ырă туртăм Раççей Федерацийĕн шайĕнчи пекех Чăваш Республикинче те, Муркаш районĕнче те сисĕнет. Хăйĕн пурнăçне ял хуçалăхĕпе çыхăнтарнисен вара çĕр ĕçĕпе ĕçлесех тата выльăх-чĕрлĕх пăхсах ĕмĕре ирттермелле мар вĕт-ха. Вĕсене чун çимĕçĕ те çителĕклĕ кирлĕ. «Пĕр çăкăрпа çеç тутă пулаймастăн», – тенĕ малашлăха тинкерсе мăн асаттесемпе асаннесем. Çак чăнлăх çулсем иртнĕ май нимĕн чухлĕ те улшăнмасть. Ăна эпир ял пурнăçĕн кашни утăмĕнче курса тăратпăр.

Шкул ачисем тăван халăх историйĕпе культурине лайăхрах пĕлччĕр тесен музыка урокĕсенче тĕрлĕ темăсемпе усă курса ĕçлемеллине лайăх ăнланаççĕ вĕрентекенсем. Халăх юрри-кĕввинче пысăк вăйпа аталану туйăмĕ пуррине паян шкулти кашни музыка учителĕ ăнланать. Пулас ăрăва çакă мĕнле витĕм кÿрет-ха; Атте-аннесемпе асатте-асаннесен юрри-кĕвви кашни ачана хăй чăваш пулнине тата наци пахалăхне туйма, характерне çирĕплетме пулăшать. Çакă пулас ăрăвăн çулне уçни пирки те иккĕленÿ çук. Çакна нумаях пулмасть Турайри вăтам шкулта иртнĕ районти музыка учителĕсен методика пĕрлешĕвĕн ĕçĕ-хĕлĕ те кăтартса пачĕ. Кунта Турайри вăтам шкулта вĕренекенсемпе кĕвĕ урокĕсем ирттерекен Калерия Албутова 8-мĕш класра уçă урок пачĕ. Калерия Ивановна кунпа пĕрлех çав кун шкул ачисемпе тата вĕрентекенсемпе Чăваш Республикин культура тава тивĕçлĕ ĕçченĕпе, паллă композиторпа Юрий Жуковпа тĕл пулу ирттерни те кашнийĕнех асра юлчĕ. Унăн пултарулăхĕпе тата пурнăçĕпе тарăнрах паллашса шкул ачисен музыкăпа эстетика туйăмне ÿстерес тĕллев тĕп вырăнта пулчĕ.

Композитора халалланă уява хĕр ачасен ушкăнĕ «Чечеклен, юратнă Чăваш Ен» юрăпа пуçларĕ. Ю. Жуков кĕвĕленĕ юрă тĕл пулăва уçса залра илемлĕн янăрарĕ. Унтан ачасем Юрий Нестеровичăн пурнăç çулĕпе, унăн пултарулăхĕпе тĕплĕн паллашрĕç тата паллаштарчĕç. Хăйсене композиторпа çыхăннă тĕрлĕ ыйтусем кăсăклантарнăран ачасен ыйтăвĕсем те пĕри тепринчен интереслĕрех пулчĕç. Ачасем хускатнă ыйтусем çине пултаруллă ентеш туллин те уçăмлăн хуравларĕ. Кунта хăш-пĕр юрăсен историйĕ ачасемшĕн те, вĕрентекенсемшĕн те кăсăклă пулнине пытарма çук.

– Мĕнле çуралать-ха кĕвĕ; Хăш вăхăтра çырăнать илемлĕ юрă; – пулчĕ пĕр ыйту.

– Ăшран, чунтан тухать вăл. Сăвă содержанийĕнчен те пулас юрăн пурнăçĕ нумай килет, – хуравларĕ композитор. – Паллах, кĕвĕ тытăмне вĕренмесĕр, юрра туйма пĕлмесĕр, Турă пани пулмасăр çавăн пек илемлĕ юрăсем çуралмĕччĕç те пулĕ. Тавах куншăн атте-аннене, хама вĕрентекенсене тата паян сăвăпа тивĕçтерекен поэтсене.

Ăшă кăмăлпа иртрĕ тĕл пулу. Ю. Жуков кĕвĕленĕ тĕрлĕ юрă нумайччен янăрарĕ уявра. Ачасем те, вĕрентекенсем те тулли кăмăлпа шăрантарчĕç унăн юррисене. Композиторпа пĕрле юрлама тÿр килнишĕн пурте савăнчĕç:

«...Юрă çĕклет чун-чĕрене,

Çунат парать ĕмĕтсене».

Пирĕн тăрăхра çакăн пек чаплă композитор пулни чăн та чуна çĕклет. Эпир унпа мухтанатпăр. Ăна ырлăх-сывлăх сунса пултарулăх ĕçĕнче татах та ÿсĕмсем тума сĕнетпĕр. Шкулсенче хамăр тăрăхри паллă çынсемпе тăтăшах тĕл пулни питĕ вырăнлă.

Чăваш юррийĕн çут хĕвелĕ

Тесе калас килет ăна.

Кĕввийĕ унăн вут-хĕлхемлĕ

Тыткăна илет чуна.

Г. АНДРЕЕВА,

Турайри вăтам шкулти чăваш чĕлхипе литературине вĕрентекен.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика