15 декабря 2012 г.
«Средне-Волжский Транснефтепродукт» акционерсен уçă обществи кăçал пирĕн район çыннисемшĕн пысăк парне турĕ. Вĕсем ырă кăмăллăх шучĕпе çĕр пин тенкĕ укçа хывнипе Муркашри А. Николаев ячĕллĕ ача-пăча библиотекинче «Надежда» консультаципе методика центрĕ уçма май килчĕ. Пулăшупа тĕрĕс те вырăнлă усă курнинче район администрацийĕн, культура тата архив ĕçĕсен пайĕн тÿписем пысăк. Центр ĕçе пуçăннăранпа вăхăчĕ нумаях та иртмерĕ, апла пулин те пулăшу кÿни курăмлă.
– Эпир ытларах шкул ачисемпе, çул çитмен çамрăксемпе ĕçлетпĕр. Çитĕнекен ăру шухăш-кăмăлĕ питĕ вылянчăк тата ăна кĕтмен çĕртен тухнă инкек часах амантма, çавна май тĕрĕс çултан пăрма пултарать. Кунта вара ачана вăхăтра пулăшни, ăна тĕрĕс çул кăтартни питĕ кирлĕ. Асăннă центрăн тĕп тĕллевĕ – йывăр лару-тăрăва лекнисене пĕчченлĕхре хăварас марри, çавăн пекех вĕсемпе малтанхи тапхăртах профилактика енĕпе ытларах тимлесси, – тет кунти специалист Н. Казакова кулленхи ĕç-хĕлпе паллаштарнă май.
Йывăр шăпаллă çамрăксен, çемьесен ĕçĕсене район администрацийĕнче ятарлă комиссире пăхса тухаççĕ. Надежда Владимировна шăпах çак комисси членĕ, ку тĕлĕшри лару-тăрăва вăл аван пĕлсе-курса тăрать. Çавна май вĕсемпе кашнинпе тачă ĕçлеме тăрăшать. Хăш чухне вара çамрăксемпе кăна мар, вĕсен ашшĕ-амăшĕпе те калаçма тивет. Тепĕр тесен ача-пăча воспитанийĕшĕн чи малтан ашшĕ-амăшĕ ответлă вĕт. Тĕрĕс çул-йĕртен пăрăннăранах йывăр лару-тăру килсе тухать те. Ку, паллах, ытларах чухне алкоголь продукцийĕн витĕмĕпе çыхăннă.
Чăн та йывăр самантра çумра ăнланма пултаракан çын пулни, унпа чуна уçса калаçни питĕ пысăк пĕлтерĕшлĕ. Апла пулсан асăннă центра çул тытар. Кунта килти евĕр лăпкă та ăшă лару-тăру, çумра вара психолог е ытти специалист. Апла пулсан çыннăн чун-чĕре çумĕнчи хĕлĕхĕ татăлнине те тÿрлетме пулăшаççех. Анчах та çакăнтан сыхланасчĕ, инкек-синкеке лекнĕ çын чунĕ тăвăннипе хăй пурнăçне хура тĕспе ан сăрлатăрччĕ. Çак саманта çĕнтерме тата малашлăха шанăçпа пăхма пулăшаççех кунта тăрăшакансем. Тата йывăр самантра тăватă стена хушшинче кăна ларни пачах та çăмăллăх кÿмест. Кун пек чухне çын хушшине тухмалла, анчах та тĕрĕс çултан пăрăннисем патне мар. Çакă питĕ вылянчăклă самант.
– Эпир сире хамăр патра кирек хăçан та хапăл тăватпăр. Чунра йывăр чухне кунта килме ан именĕр. Эсир пирĕнпе калаçни, пулăшу ыйтни çакăнтах юлĕ, сирĕн чунăр вара сипленĕ, – терĕ Надежда Владимировна центра килме йыхравласа.
Палăртса хăвармалла, «Надежда» центр нихăçан та пушă лармасть. Кунта харпăр хăй шухăш-кăмăлне пайлас текенсем яланах тупăнаççĕ. Асăннă центра уйрăммăн кăна мар, класпа пĕрле те килеççĕ. Вĕсемпе кунта тĕрлĕ калаçусем, семинарсем, профилактика сехечĕсем, ытти мероприятисем йĕркелеççĕ. Акă «Сывă пурнăç йĕркишĕн» уйăхлăхра мĕнле кăна ĕç ирттермен пулĕ центрта. Çак ĕç шайне тĕрĕс апатлану пирки калаçни те кĕрет. «Надежда» центр ĕçĕ сывлăх сыхлавĕн, вĕрентÿпе çамрăксен политикин пайĕн, шалти ĕçсен тытăмĕн специалисчĕсемпе тата ыттисемпе пĕрле пурнăçланать. Кун пек чухне ĕç пахалăхĕ татах та ÿсет. Акă çак кунсенче кăна асăннă центр ĕçне республика шайĕнче тишкерчĕç, ăна ыттисем умне тĕслĕхе лартрĕç. Çавăн пекех кунти аталанупа республикăри культура ĕçченĕсем килсе паллашрĕç. Апла пулсан центр малашлăхĕ пурах.
Ман аллăма сĕнÿсен кĕнеки лекрĕ. Кунта килекенсем хăйсен шухăш-кăмăлне палăртнă, вĕсем кашниех тав сăмахĕ вырăнĕнче. Кĕнекере çапла çырнисене вуларăм. «Центр ĕçлени ачасем-шĕн кăна мар, пирĕншĕн, учительсемшĕн те, питĕ кирлĕ. Çакăнта чăнах та урăхларах лару-тăру, ăнлану. Специалистпа ирттернĕ калаçусене хамăр уроксенче те усă куратпăр, сÿтсе яватпăр».
Йĕри-тавралла пăхар-ха, йывăрлăха лекнисене тимлĕхсĕр хăварар мар. Аманнă турата вăхăтра сиплесен вăл юсанатех, ăна пĕрре хуçса хурсан нихăçан та сыпăнмĕ, пурнăç вара пĕрре кăна килет.
Р. Илларионова.