15 декабря 2012 г.
Республика Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев вырăнсенче çĕрпе тĕллевлĕ, пĕлсе усă курасси çине уйрăмах пысăк тимлĕх уйăрать. Ыт ахальтен мар. Мĕншĕн тесен хальхи вăхăтра çĕр пайĕсемпе, арендăна илнĕ çĕр участокĕсемпе палăртнă йĕркепе усă курассинче, вĕсемшĕн тÿлессинче çитменлĕхсем тăтăшах тĕл пулаççĕ. Çавăнпа та Хорнуй ял тăрăхĕн пуçлăхĕпе Манефа КОЛЕСНИКОВĂПА тĕл пулнă май малтанах çĕрсемпе усă курассин ыйтăвнех хускатас терĕм.
– Манефа Валериановна, сирĕн ял тăрăхĕн территорийĕнче çĕр участокĕсемпе усă курассин ыйтăвĕн актуаллăхĕ еплерех-ши;
– Тÿрех палăртса хăварнă пулăттăм. Ку енĕпе ыйтусем çук мар. Çĕр пайĕсенех илер. Вĕсене пĕтĕмпе 812 виçсе панă. Вăл шутран патшалăх регистрацийĕ витĕр тухса участоксене харпăрлăха куçарнисем 200 кăна. Усă курман çĕр пайĕсем 499. Вĕсен списокне хаçатра пичетлесе кăларнă ĕнтĕ. Çывăх вăхăтрах суд йышăнăвĕпе ку çĕр пайĕсене ял тăрăхĕн муниципаллă харпăрлăхне куçарăпăр.
Çавăн пеккисем те пур. Хăшĕсем çĕр участокĕсемпе хăйсем те усă курмаççĕ, харпăрлăха куçарма та васкамаççĕ, малашне вĕсемпе усă курас марри пирки заявлени çырма та тăхтаса тăраççĕ. Çавăнпа та кун пеккисене хăвăртрах йышăну тума, çĕр участокĕ кирлĕ мар пулсан ун пирки ял тăрăхĕн администрацине е Росреестрăн районти пайне кайса заявлени çырма сĕннĕ пулăттăм.
– Çулталăк вĕçĕ – пĕтĕмлетÿ, анализ тумалли вăхăт. Çавна май кăçалхи бюджет пирки те сăмах хускатас килет. Паллă ĕнтĕ, унăн тупăшсен пайĕ интереслентерет. Ыйтуллă самантсем çук-и ку тĕлĕшпе;
– Кунта каллех çĕр ыйтăвĕ патне таврăнма тивет. Уйрăмах 60 сотка çĕр лаптăкĕсемпе усă куракансенчен аренда тÿлевĕ илсе пĕтересси шухăшлаттарать. Ăна 35 пин тенкĕ пуçтармалла пулсан, кăтарту çуррине те çитмен-ха.
Уйрăм çынсенчен пурлăхшăн налук пуçтарасси те йĕркеллех пулса пымасть. Палăртнă 49 пин тенкĕрен çурри ытларах кăна пуçтарăннă.
Пĕтĕмĕшле вара ял тăрăхĕн бюджетне 2012 çул валли тупăшсем енĕпе 3176,6 пин тенкĕ, тăкаксемпе – 3470,3 пин тенкĕ палăртса хăварнăччĕ. Бюджет дефицичĕ 293,7 пин тенкĕ. Хамăрăн илмелли тупăш планĕ 515,6 пин тенкĕ. Çулталăк вĕçлениччен вăхăт мĕн чухлĕ юлнине шута илсен ăна пурнăçлама пултарасси ыйтуллăрах.
Çавна та палăртса хăвармалла. Района республика бюджетĕнчен трансфертсем уйăрасси малашне чакса пырать пулсан, пире «çÿлтен» уйăрса парасси те ÿсессине кĕтме кирлĕ мар. Çавăнпа та малашне хамăр çине ытларах шанас пулать. Ял тăрăхĕн бюджетне тупăшсем енĕпе ÿстерме май паракан пур мелсемпе те туллинрех усă курни питех те пысăк пĕлтерĕшлĕ.
– Манефа Валериановна, ял тăрăхĕсем пирки сăмах пуçарсан газ, шыв, çул ыйтăвĕсене хускатмасăр май çук...
– Пирĕн патра газ ыйтăвне унчченхи çулсенчех татса панă ĕнтĕ. Ял тăрăхĕнчи 4 ялта пуринче те çут çанталăк газĕпе усă кураççĕ. Ялсем патне асфальт сарнă çулсем çитернĕ. Кăçал Шаптак ялĕнче çул юсассипе ĕçсем пурнăçларăмăр. Анчах çакă çителĕклĕ теместĕп. Çулсем тăвассипе тата юсассипе ĕçлемелли пур-ха. Шыв ыйтăвĕ те кун йĕркинчех тăрать. Ялсенче шыв пăрăхĕсене вуншар çул каяллах хурса хăварнă. Час-час пăрăхсем шăтса каяççĕ. Вĕсене вĕçĕм юсаса пăхса тăмах тивет. Хорнуйĕнче шыв пăрăхĕсене çĕнĕрен хывассипе проект документацине хатĕрлесе çитернĕ ĕнтĕ. Республика шайĕнчен укçа-тенкĕ уйăрса парсан ку ĕçе пуçăнма майсем пулаççĕ. Каласа хăвармалла, хальлĕхе вара ку пулăшу мелĕпе ытларах республикăн кăнтăр районĕсене тивĕçтереççĕ.
– Çĕнĕ урамсене электричество кĕртессин ятарлă программине хутшăнатăр-и;
– Ку программăпа ял тăрăхĕнчи 3 урама электрификацилеме пăхнăччĕ. Шаптак ялĕнчи Центральная урамра «Дуслых» ЗАО ку ĕçсене вĕçленĕпе пĕрех ĕнтĕ. Хорнуй ялĕнчи Козьмойская тата Новая урамсенче вара çак вăхăта çитсе те электричество юписем кăна лараççĕ. Подрядчик – «СтройГрандГрупп» ООО хăйĕн тивĕçĕсене йĕркеллĕ пурнăçламасть. Çавăнпа та малашне кунти ĕçсене ку подрядлă организациех пурнăçлассине е ăна улăштарассине арбитраж сучĕ урлă татса памалла пулать.
– Патшалăх, республика, район шайĕнче саккунпа килĕшÿллĕн çăмăллăхпа усă курма тивĕç çемьесене хăйсен пурăнмалли çурт-йĕр условийĕсене лайăхлатма майсем туса парассине пысăк тимлĕх уйăраççĕ. Сирĕн патра пур-и кун пек çемьесем;
– Кăçал çулталăк пуçламăшĕ тĕлне пурăнмалли çурт-йĕр условийĕсене лайăхлатмаллисен черетĕнче 16 çемье шутланнă. Вăл шутран нумай ачаллă тата Чернобыльти атом электростанцийĕнчи инкеке сирме хутшăннин çемйисем пĕршер, вăрçăра вилнĕ салтаксен тăлăх мăшăрĕсем иккĕн, çамрăк çемьесем вуннă тата икĕ çемье çурчĕсене пурăнма юрăхсăррисен шутне кĕртнисем. Ку енĕпе 4 çемье патшалăхăн пулăшу мелĕсемпе усă курчĕ ĕнтĕ.
– Территорисене çÿп-çапран тасатас, тирпей-илем кĕртес ыйтусене мĕнле татса паратăр;
– Çавна валли бюджетра 62 пин тенкĕ пăхса хăварнă. Анчах та ытларах пайĕ ялсенчен полигона çÿп-çап турттарнăшăн тÿлеме тухса каять. Ытти çĕрти пекех, пирĕн патра та йăла каяшне турттарса кайнăшăн ял çыннисенчен укçа пухасси йĕркене кĕреймест-ха.
Территорисене тирпей-илем кĕртессипе субботниксене, йывăçсем лартассипе уйăхлăхсене яланах хутшăнатпăр. Тойкилтĕ шкулĕнче вĕренекенсем, старостăсемпе вырăнти депутатсем тĕслĕх кăтартаççĕ ку ĕçсенче.
– Хăшĕсене палăртса хăварас кăмăл пур вĕсенчен;
– Пĕрлехи ĕçсене йĕркелесе пырассинче депутатсен районти Пухăвĕн депутачĕ Александр Сидюшкин, вырăнти депутатсенчен Светлана Матвеева, Сергей Николаев, Галина Павлова, Тамара Александрова, старостăсенчен Алексей Михеев, Виктор Филиппов, Сергей Колесников, Игорь Сергеев, Маргарита Исакова, Нина Васильева пуçарулăх кăтартаççĕ. Хĕрарăмсен, ĕçпе вăрçă ветеранĕсен, пенсионерсен вырăнти канашĕсен ĕçĕ-хĕлĕ те курăмлă. Профилактика канашĕ те хăйĕн ĕçне япăх мар туса пырать.
Çавăн пекех хресчен (фермер) хуçалăх ертÿçи Александр Ванюшкин пирки те ыррине кăна калама пултаратăп. Ял çыннисене пулăшассинчен нихăçан та пăрăнса юлмасть, ĕç çи вăхăтĕнче çынсене ĕçпе те тивĕçтерет. Нумаях пулмасть «Путь Ильича» агрофирмăн сĕт комплексĕн пĕрремĕш черечĕ хута кайрĕ.
Ял тăрăхĕн культура пурнăçĕнче Тойкилтĕри Культура çурчĕн пĕлтерĕшĕ пысăк. Кăçалхи январьтенпе вăл информаципе культура центрĕ пулса тăчĕ. Дина Михеева ертсе пынипе кунта тĕрлĕ мероприятисем сахал мар ирттереççĕ.
Владимир Железнов ертсе пыракан «Хĕлхем» пултарулăх ушкăнĕ тата шкул ачисен «Хаваслă кĕвĕсем» эстрада ушкăнĕ – ял çыннисен кĕтнĕ хăнисем.
Çапла, пурнăç пĕр вырăнта тăмасть, малаллах каять. Умри татса памалли ыйтусемпе пĕрлех хамăр ĕçре ырă еннелле пулса иртекен улшăнусем те çук мар. Вĕсем сулăмлăрах та курăмлăрах пуласси вара пурте пĕрле пулнинчен, пĕр ĕмĕт-тĕллевпе ĕçлесе пынинчен ытларах килет. Май килнипе усă курса вара пурне те çитсе килекен Çĕнĕ çул уявĕ ячĕпе саламлатăп, пĕрлехи ĕçре ăнăçусем, ырлăх-сывлăх сунатăп.
В. ШАПОШНИКОВ
калаçнă.