Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Шыв ĕçме те вăхăт çук паян

10 июля 2013 г.

 

Черетлĕ çул çÿревре Е. Андреев ячĕпе хисепленекен ял хуçалăх производство кооперативĕн нумай çул ÿсекен курăксен пуссине çитрĕмĕр. Çĕр ĕçченĕн тăрăшуллă ĕçĕ кунта тÿрех куç умне пулчĕ.

Ĕç мелĕпе пайланнă механизаторсен ушкăнĕсем çаранта пĕри тепринпе килĕшÿллĕ ĕçлеççĕ. 2 – 3 кун маларах çулнă клевер типнĕ. Кăнтăрла курăк çулçи тăкăнать тесе çĕр ĕçĕнче пуян опыт пухнă Александр Семенов механизатор çулнă утăна валеме пухассипе ирхи тăватă сехетренпех тăрăшать. Алексей Скворцов иртенпех валемри утăна рулона преслассипе тимлет. Ĕç кал-кал пынипе хирте пĕр кунта тунă рулонсемех чылайччĕ ĕнтĕ.

– Хирте нумай выртармастпăр эпир вĕсене. Хуçалăхри водительсемпе механизаторсем тăрăшнипе янтă утăна çийĕнчех фермăсем çывăхне турттарса купалатпăр. Утă туянас текенсем валли рулонсене хиртех купалатпăр. Акă паян ирпе çеç пĕр пысăк парти утă сутăнчĕ. Çапла вара паян паха утăна кăмăллакансем йышлă пулни пире тирпейлĕрех ĕçлеме хистет. Ĕç условийĕсем тивĕçтернĕрен механизациленĕ звено ума лартнă тĕллевсене вăхăтра пурнăçласа пырать, – терĕ Е. Андреев ячĕпе хисепленекен хуçалăх ертÿçи В. Семенов. Виталий Иосифовича эпир механизациленĕ звено ĕçленĕ çĕрте тĕл пултăмăр. Хирти ĕçсемпе паллашсах тăнăран пĕтĕмĕшле лару-тăрăва та лайăх пĕлет вăл.

Çĕнĕ технологисемпе çĕнĕлле шухăшлав тесе каçса кайсах калаçатпăр, анчах пирĕн çак «тăрăшулăх» ытларах чух сăмах çинче кăна юлать. Кун пек чух чылай ырă хуравсене курмастпăр е курма та тăрăшмастпăр. Кайран вара...

Пĕр вырăнта силленсе тăракан вуншар-çĕршер предприяти хушшинче те çĕнĕлĕхсемпе хĕç-пăшалланса малалла сулмаклă утăмсем тăвакансем те пур-ха пирĕн хушăра. Вĕсен ĕçĕпе тата мал туртăмлă аталанăвĕпе паллашни ыттисене те çĕнĕлĕхсем тĕлĕшпе хăюллăрах пулма хистĕ тесе пуçларăм паянхи сăмахăма.

Обществăлла выльăх-чĕрлĕх валли хĕл каçмалăх выльăх апачĕ янтăлассипе хĕрÿ кунсем пыраççĕ. Çакă паянхи сăн ÿкерчĕсенченех аван курăнать. Çĕр ĕçченĕ çак ĕçе çанă тавăрса кÿлĕннĕрен хатĕрленĕ апат саппасĕ те районта кунсерен ÿссе пырать. Асăннă хуçалăхра çеç эпир пулнă кун тĕлне 650 тонна (260 процент) утă янтăланăччĕ ĕнтĕ.

– «Симĕс ĕç çине» тĕплĕн хатĕрлентĕмĕр кăçал. Çавăнпах ĕçлекен техника ванса вăхăта çухатнă кунсем пулмарĕç. Ĕçлекенсен ответлăхĕ те пысăк. Мĕн чухлĕ ĕçлесен мĕнле ĕç укçи илессине ĕç условийĕсенче çирĕплетнĕ. Хуçалăх ертÿçи вĕсене пăхăнса пыни ĕçлекенсене те хавхалантарать, – терĕ хуçалăхăн тĕп инженерĕ тата хĕрÿ ĕç вăхăтĕнче рулон тăвакан пресс-подборщик рулĕ умне ларнă Алексей Скворцов.

Выльăх апачĕ янтăлассипе, пĕлтĕрхи çак куна илнĕ кăтартусемпе танлаштарсан, районти хуçалăхсем утăпа сенаж хатĕрлессипе çав шайран иртнине палăртма кăмăллă. Кунта Е. Андреев ячĕпе хисепленекен хуçалăх та малтисен шутĕнче.

– 10 сехет иртрĕ. Çулçă тăкăнма пуçларĕ. Эпĕ çĕр хатĕрленĕ çĕре каятăп, – пусă хĕрне тухса калаçрĕ хуçалăх ертÿçипе А. Семенов механизатор. Вăл хиртен кайнипе çаранта ĕç шавĕ лăпланмарĕ.

...Ĕçлекен çыннăн паян шыв ĕçме те вăхăт çук.

А. БЕЛОВ. 

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика