Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Çĕре чăн хуçа кирлĕ

10 июля 2013 г.

 

Юлашки вăхăтра çĕр ыйтăвĕ кун йĕркинче çивĕчрех те çивĕчрех тăни вăрттăнлăх мар. Унпа тĕллевлĕ, пĕлсе, йĕркеллĕ усă курасси пирки çĕр-шыв, республика, район шайĕнче те тивĕçлĕ ĕçсем туса ирттереççĕ. Кунпа пĕрлех çавна та пĕлетпĕр: хальлĕхе вара хресчен алли пырса перĕнмен çум курăк айне путнă çĕр участокĕсем, харпăрлăха çирĕплетмен çĕр пайĕсем сахал мар. Ку енĕпе лав вырăнтан тапранчĕ темелле ĕнтĕ. Районта усă курман çĕр участокĕсене вырăнти хăй тытăмлăх органĕсен харпăрлăхне куçарассипе, аренда хутшăнăвĕсене саккунлă майпа йĕркелессипе ĕçсем пуçăннă. Чылай чухне ыйтусене суд урлă татса пама тивет. Çапах та туса çитереймен ĕçсем те пайтах.

Çак ыйтусем пирки пĕрле пухăнса канашлама пуçтарăнчĕç те ĕнтĕ июлĕн 5-мĕшĕнче ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсемпе специалисчĕсем район администрацине канашлăва. Кунта Росреестрăн Чăваш Республикинчи управленийĕн специалисчĕсемпе уçă калаçу формипе «çавра сĕтел» иртрĕ.

Муркаш районĕнчи çĕрсен патшалăх мониторингне ирттерес тĕлĕшпе Росреестрăн Чăваш Республикинчи управленийĕпе вырăнсенчи муниципалитет влаç органĕсем пĕр-пĕринпе килĕштерсе ĕçлесси çинчен Управленин çĕр йĕркелĕвĕн тата çĕрсен мониторингĕн пайĕн пуçлăхĕ Валентина Егорова чарăнса тăчĕ. Кунпа пĕрлех Валентина Титовна пирĕн район территорийĕнче çĕрпе усă курасси енĕпе ирттернĕ мониторингăн статистика даннăйĕсене тишкерчĕ.

Управленин информаци технологийĕсен пайĕн ертсе пыракан эксперт специалисчĕ Андрей Иванов вара Патшалăх регистрацийĕн, кадастрăн тата картографин федераци службин информаци ресурсĕсемпе усă курассин ыйтăвĕсене хускатрĕ. Паянхи пурнăçра информаци технологийĕсемпе усă курмасăр май çук. Пирĕн пурнăçра тарăн тымар ячĕç вĕсем.

«Çавра сĕтеле» Росреестрăн Чăваш Республикинчи управленийĕн Муркаш районĕнчи пайĕн ертсе пыракан эксперт специалисчĕ Надежда Илугина та хутшăнчĕ. Вăл кăçал ял тăрăхĕсенче çĕрсене харпăрлăх формине, категорине, вĕсем камăн харпăрлăхĕнче пулнине кура учета илсе отчетсем хатĕрлесси мĕнле пулса пыни пирки каласа пачĕ. Ку тĕлĕшпе кăçал районти ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсемпе специалисчĕсен пысăк ĕç туса ирттерме тивет.

Росреестрăн Чăваш Республикинчи управленийĕн специалисчĕсемпе ирттернĕ тĕл пулура ыйтусем, сĕнÿсем, тавлашусем, хăш-пĕр чухне ячĕшĕн туса ирттерекен ĕçсемшĕн критикленисем те пулчĕç. Акă отчетсем хатĕрленĕ май хăш чухне усă курман çĕрсене те пусă çаврăнăшĕнче туса кăтартаççĕ. Кун пекки малашне пулмалла мар.

«Çавра сĕтел» пуриншĕн те усăллă пуласси иккĕлентермест. Пур çĕр участокĕсене те çирĕп шута илни, харпăрлăх йĕрки-формине тĕрĕс палăртса саккунлă çирĕплетни пĕр енчен ял хуçалăх продукцийĕ туса илессине ÿстерессипе, тепĕр енчен вара ял тăрăхĕсен ахаль те хĕсĕк хыснисене кăштах та пулин пуянлатассипе çыхăннă.

В. ЛЕОНИДОВ. 

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика