10 июля 2013 г.
Çĕрпе тухăçлă усă курассин ыйтăвĕ паян вырăнти хăй тытăмлăх, влаç органĕсене кăна мар, общественноçа, обществăлла пĕрлешÿсемпе юхăмсене те айккинче тăратса хăвараймасть. Иртнĕ çулсенче ытларах чухне ку ĕç хăй еккипе пулса пынă, çĕр ыйтăвĕпе çыхăннă хăш-пĕр ĕçсен саккунлăхне уясах тăман. Халĕ çав йăнăшсене тÿрлетес пулать. Йăнăша тÿрлетесси, паллă ĕнтĕ, ăна тăвассинчен самай йывăртарах.
Çĕр – пысăк пуянлăх. Унпа усă курассинче çирĕп йĕрке пулмалла. Республика территорийĕнчи кашни çĕр участокĕ усă кÿтĕр. Çакăн пек задача лартать паян Чăваш Ен пурлăх тата çĕр хутшăнăвĕсен министерстви çумĕнчи обществăлла канаш.
Обществăлла канаш членĕсем июлĕн 5-мĕшĕнче асăннă ыйтупа Шупашкар районĕнче, хыççăн Муркаш районĕнчи Ильинка ял тăрăхĕн территорийĕнче пулчĕç. Вырăнта ял хуçалăх пĕлтерĕшлĕ çĕрсемпе усă курас енĕпе лару-тăру мĕнле пулни пирки обществăлла канаш членĕсемпе республикăри массăллă информаци хатĕрĕсен представителĕсене район администрацийĕн пуçлăхĕ Ростислав Тимофеев каласа пачĕ.
Ильинка ял тăрăхĕн территорийĕ пĕчĕкех мар, 2,5 пин ытла гектар йышăнать вăл. Унччен ку территорире пулнă «Хлеборобпа» «Волга» пĕрлешÿллĕ хуçалăхсем саланса кайнă ĕнтĕ. Тĕпрен илсен кунта çĕр ĕçне фермер хуçалăхĕсемпе уйрăм çынсем пурнăçлаççĕ. Анчах всем йышлах мар. 700 ытла гектар ял хуçалăх çĕрĕ 2010 çултанпа усă курмасăр выртать.
Кунти çĕрсем ытти вырăнтисемпе танлаштарсан ун пекех пулăхлах мар ĕнтĕ. Çапах та вĕсен рынокри хакĕ пĕчĕк мар. Мĕншĕн тесен юнашарах Атăл, курорт вырăнĕсем, Шупашкара çитме те инçе мар. Çавăнпа кунти çĕрсем çине мал курăмлă усламçăсем тахçанах куç хывнă. Кун пеккисем çынсен пай çĕрĕсене йÿнĕ хакпа вуншар-вуншар гектар туянса юлнă. Ял хуçалăх культурисем акса-лартса туса илме тетĕр-и; Паллах çук. Май килнипе хаклă хакпа ярăнтарса пайта тума. Кун пек çĕр лаптăкĕсем çинче халĕ çум курăк кăна ашкăрать. Çĕр хуçисем те кунти çынсем мар, е Шупашкартан, е ытти вырăнтан.
Пай çĕрĕсем 1563. Документсене хатĕрлесе çитерсе вĕсене харпăрлăха çирĕплетнисем 449. 1114 пай çĕрĕ нимĕнле харпăрлăхра та мар.
– Çĕр – пирĕн пуянлăх, вăл вырăнти бюджета пуянлатма пулăшмалла. Çĕрсене ăна хаклăрах хакпа сутса услам тăвас текенсене мар, ун çинче ĕçлекенсене сутмалла. Çĕрĕн муниципалитет контролĕ кирлĕ, çитменнине ял тăрăхĕн шайĕнче мар, çÿлти шайрах, – çапла палăртать район администрацийĕн пуçлăхĕ Ростислав Николаевич.
Çакăн пек фактсемпе кĕрешес, ку ĕçе çынсене анлăрах явăçтарас, ăнлантару ĕçне анлăн туса пырас задача лартать Чăваш Ен пурлăх тата çĕр хутшăнăвĕсен министерстви çумĕнчи обществăлла канаш. Ырă тĕслĕхсем те çук мар ĕнтĕ. Акă Катькас ял тăрăхĕн территорийĕнче саккун йĕркисене пăсса туяннă çĕр участокĕсене суд урлă каялла тавăрма май килнĕ. Халĕ усăсăр выртнă çĕрсем çинче нумай ачаллă çемьесем хăйсен пурăнмалли çурчĕсене çĕклĕç. Кÿршĕллĕ Шупашкар районĕнче те кун пек тĕслĕхсем пур.
«Выртакан чул айĕпе шыв юхмасть. Çынсем хушшинче ăнлантару ĕçне анлăн туса пырас пулать. Çĕр хутшăнăвĕн ыйтăвĕсене самантлăха та тимлĕхрен вĕçертмелле мар. Малашне право сыхлавĕн, Росреестр, Ростехнадзор органĕсемпе тачă çыхăнса ĕçлемелле пулать, депутатсене те ку ĕçе явăçтармалла. ЧР Патшалăх Канашĕ хăйĕн йышăнăвĕпе Раççей Патшалăх Думине тухма пултарать. Ку майпа та усă курма тивĕ», – палăртрĕç обществăлла канаш членĕсем Ильинка çĕрĕ çинче пулнă май.
В. ШАПОШНИКОВ.