10 июля 2013 г.
Хваттер, çурт-йĕр ыйтăвĕ такамшăн та пĕлтерĕшлĕ. Ку тĕлĕшпе вара нумай хваттерлĕ çуртсенче капиталлă юсав ĕçĕсем вăхăтра тата пахалăхлă туса тăни, ишĕлчĕк çуртсенче пурăнакансене меллĕ хваттерсемпе тивĕçтерни кайри вырăнта мар. Ку хутĕнче хамăр калаçура район администрацийĕн пуçлăхĕн çумĕ – капиталлă строительство тата обществăлла инфраструктурăна аталантарассин управленийĕн пуçлăхĕ Владимир НИКИТИН шăпах ку ыйтусене хускатма кăмăл турĕ:
– 2007 çулта Федерацин «Пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăха реформăлама пулăшакан фонд çинчен» Саккун йышăннăччĕ. Унпа килĕшÿллĕн районта нумай хваттерлĕ çуртсенче капиталлă юсав ĕçĕсем туса ирттеретпĕр тата çынсене юрăхсăр çуртсенчен куçаратпăр. Асăннă саккун Фондпа РФ патшалăх влаç субъекчĕсем хушшинчи хутшăнусене йĕркелет, субъектсемпе муниципалитет йĕркеленĕвĕсене капиталлă юсав ĕçĕсем туса ирттерме финанслассин тытăмĕсене палăртать.
2013 çулта капиталлă юсав ĕçĕсене пирĕн районта Муркашри Ленин урамĕнчи 28-мĕш, Октябре 50 çул урамри 14-мĕшпе 22-мĕш, Юнкăри Центральная урамри 35-мĕш çуртсенче туса ирттерме палăртнă. Тĕпрен илсен нумай хваттерлĕ çуртсен инженери сечĕсене юсамалла пулать. Кунсăр пуçне кăçал капиталлă юсав ĕçĕсем туса ирттермелли плана лекнĕ çуртсен çийĕсене юсама тата улăштарма тивет. 2011 çулта юсав ĕçĕсен суммин 5 процентне хваттер хуçисем тÿленĕ пулсан, РФ законодательствипе килĕшÿллĕн кăçал ку суммăна 15 процента çитернĕ.
Октябре 50 çул урамри 14-мĕш çуртра капиталлă юсав ĕçĕсене 1677655 тенкĕлĕх туса ирттермелле. Вăл шутран Фонд шучĕпе – 485229 тенкĕлĕх, республика бюджечĕ шучĕпе – 470317 тенкĕлĕх, вырăнти бюджет шучĕпе – 470318 тенкĕлĕх, хваттер хуçисен шучĕпе – 251791 тенкĕлĕх.
Муркашри Ленин урамĕнчи 28-мĕш çуртра юсав ĕçĕсем 1180315 тенкĕне кайса лараççĕ. Вăл шутран Фонд 341383 тенкĕ, республика 330892 тенкĕ, район 330892 тенкĕ уйăраççĕ, хваттер хуçисен 177148 тенкĕ пухса памалла пулать.
Октябре 50 çул урамри 22-мĕш çуртра юсав ĕçĕсене 1677655 тенкĕлĕх пăхса хунă. Вăл шутра Фонд тÿпи – 485229 тенкĕ, республика тÿпи – 470318 тенкĕ, вырăнти бюджет тÿпи – 470317 тенкĕ, хваттер хуçисен тÿпи – 251791 тенкĕ.
Юнкăри Центральная урамри 35-мĕш çуртра юсав ĕçĕсене 1857284 тенкĕлĕх пурнăçламалла. Вăл шутран Фонд 537184 тенкĕ, республика 520675 тенкĕ, район 520675 тенкĕ тата хваттер хуçисем 278750 тенкĕ уйăраççĕ.
Нумай хваттерлĕ çуртсенче капиталлă юсав ĕçĕсем туса ирттерессипе пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăхăн ертсе пыракан компанийĕ подряд килĕшĕвĕ тума уçă конкурс ирттересси çинчен пĕлтернĕ ĕнтĕ, ун пирки массăллă информаци хатĕрĕсенче те, район администрацийĕн сайтĕнче те информаци вырнаçтарнă.
2014 çул планĕпе килĕшÿллĕн коммерциллĕ мар «Нумай хваттерлĕ çуртсене капиталлă юсассин республикăри фончĕ» ятарлă организаци туса хума пăхнă. Унăн тĕллевĕ – взноссене Фонд счечĕ çине тÿлесе тăракан хваттер хуçисен çурчĕсенче юсав ĕçĕсене хăй вăхăтĕнче туса ирттересси. Фонд Чăваш Республикин территорийĕнче нумай хваттерлĕ çуртсен пĕрлехи пурлăхне капиталлă юсассин республикăри системине туса хурассипе регион операторĕ пулса тăрать.
Малашне капиталлă юсав ĕçĕсем туса ирттермелли нумай хваттерлĕ çуртсен черетне çак ĕçсен регион программипе килĕшÿллĕн палăртĕç. Халĕ ку енĕпе республика саккунне туса хатĕрлес ĕç пырать. Çав тĕллевпе нумай хваттерлĕ çуртсен электрон паспорчĕсене йĕркелеççĕ. Электрон паспортсен даннăйĕсене кура малашне капиталлă юсав ĕçĕсем туса ирттермелли нумай хваттерлĕ çуртсен черечĕн списокне туса хатĕрлĕç. Ку списокра нумай хваттерлĕ пур çуртсем те пулаççĕ.
В. ШАПОШНИКОВ.