Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Пултаруллисене тата пуçаруллисене – грант

06 июля 2013 г.

 

Раççей Федераци шайĕнче фермер ĕçĕнче пуçарулăх кăтартакансем валли грант тата пĕр хутчен паракан пулăшу уйăрас 2012 – 2014 çулсенчи программăсем (çемье ферми аталантаракансем тата хресчен (фермер) ĕçне пуçаракансем) иртнĕ çул вăй илчĕç. Федераци программисемпе ĕçлессинче Чăваш Республики, ытти регионсемпе танлаштарсан, уйрăмах ăнăçлă та пуçаруллă пулнине, ăна ыттисенчен маларах вăя кĕртнине палăртнă.

Асăннă программăсене хресчен (фермер) хуçалăхĕсене пулăшас, хушма хуçалăх тытакансене çак юхăма кĕртес, çапла майпа ял çыннине курăмлă пулăшу кÿрес тĕллевпе йĕркеленĕ. Ял хуçалăх продукцине туса илессинче пĕчĕк формăллă хуçалăхсен тÿпи вара пысăк.

Фермерсене пулăшасси çÿлерех асăннă икĕ категорирен тăрать. Пулăшу кÿрес тĕлĕшри виçĕ çуллăх йĕркеленĕ программăн пĕрремĕш категорине вăя кĕртме республика шайĕнче 664,9 миллион тенкĕ пăхса хунă. Ку – çемье фермисене аталантарасси. Çак ĕçре тăкакланнă хакăн 60 проценчĕ таран патшалăх саплаштарать. Иртнĕ çул республикăра ку тĕлĕшпе виçĕ фермер валли 28, 94 миллион тенкĕ уйăрнă.

Иккĕмĕш пусăм – фермер ĕçне пуçăнасси. Асăннă категорие программа тапхăрĕн шайĕнче туллин ĕçлеме 215,0 миллион тенкĕ уйăрнă. Кăçал 46 фермер валли 47 миллион тенкĕ тăкаклама палăртнă. Иртнĕ çул ку енĕпе 51 фермер 54 миллион тенкĕлĕх пулăшупа усă курнă.

Çапла вара Чăваш Республикин ял хуçалăх министерствин ятарлă комиссийĕ федераци программисемпе пĕтĕмпе республикăра 94 проекта ăнăçлисем шутне кĕртнĕ. Пирĕн районтан 8 ĕç тăратнă. Грант тивĕçнисенчен пĕри – Дмитрий Смирнов (сăн ÿкерчĕкре). Вăл республикăра сайра-хутра тĕл пулакан паха тирлĕ чĕр чун – шиншилла – ĕрчетме тĕллев тытнă. Апла пулсан ырă пуçарăва туллин вăя кĕртме ăна ăнăçу сунар.

Çавăн пекех грант тивĕçнисен шутĕнче: Алексей Петров тата Алина Афанасьева. Вĕсен ĕçĕ-хĕлĕпе каярах паллаштарăпăр.

Р. Илларионова. 

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика