Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Тахçантанпах кĕтнĕ парне

06 июля 2013 г.

 

Шăпах çапла каламалла пулĕ пысăк калăпăшлă реконструкци ĕçĕсем туса ирттернĕ хыççăн июлĕн 3-мĕшĕнче Мăн Сĕнтĕрте çĕнĕ информаципе культура центрĕ уçăлнине. Мăн Сĕнтĕр яш-кĕрĕмĕ кăна мар, çывăхри ялсенче пурăнакансем те тем пекех кĕтнĕ ăна. Çитменнине ку центр çамрăксем валли кăна мар, çулланнисем те, ыттисем те хаваспах çÿрĕç кунта малашне. Информаципе культура центрĕ ял çыннисене тивĕçтерекен пулăшу ĕçĕсен калăпăшĕ те малашне ÿссе пырĕ кăна.

Çĕнĕ центр хута кайнин пĕлтерĕшĕ пысăк пулнине çакă та çирĕплетет. Ăна уçма Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев, культура, национальноç тата архив ĕçĕсен министрĕ Вадим Ефимов, ЧР Патшалăх Канашĕн депутачĕ Николай Ванеркин, ытти хăнсем килсе çитрĕç, церемоние район администрацийĕн пуçлăхĕ Ростислав Тимофеев, район пуçлăхĕ Игорь Николаев, райадминистрацин ответлă ĕçченĕсем, ял çыннисем чылай хутшăнчĕç.

Каласа хăварас пулать, 1991 çулччен Мăн Сĕнтĕрти Культура çурчĕ Çветуй Троица чиркĕвĕпе унти пристрой çуртĕнче вырнаçнă пулнă. 1991 çулта чиркĕве Шупашкар-Чăваш епархине тавăрса панă, Культура çурчĕ вара пристройра юлнă. Пĕр çуртрах кăнтăрла Турра ĕненекенсем кĕлĕре тăнă, каç-каç вара кунта çамрăксен юрри-кĕвви янăранă. Ниепле те килĕшÿллĕ мар.

2005 çулта пуçламăш шкул çуртĕнчен культурăпа кану центрĕ йĕркеленĕ. 2012 çулта кунта реконструкци ĕçĕсем пуçланнă. Хальхи информаципе культура центрĕ вара – паянхи кун ыйтăвĕсене тивĕçтерекен пысăк объект. Ăна чи пысăк стандартсене тĕпе хурса çĕкленĕ. Кунта çынсене пахалăхлă услугăсемпе тивĕçтерме пур условисене те туса панă. Ăна хăйĕн салам сăмахĕнче республика Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев та палăртрĕ.

– Ку вăл эпир хăнăхнă клуб учрежденийĕ мар ĕнтĕ, – терĕ вăл. – Хальхи технологисем тапхăр-тапхăр пурнăçа кĕрсех пырĕç. Яшсемпе хĕрсем кăна мар, çулланнисем те кунта çÿреме, пĕр-пĕринпе хутшăнма, пĕтĕм тĕнчепе çыхăнма пултарĕç.

Михаил Васильевич информаципе культура центрне сцена ăстисем валли тумтир туянма 99850 тенкĕлĕх сертификат, телевизор парнелерĕ.

Уяв программи малалла тăсăлчĕ. Александрăпа Виталий Никитинсем çемье çавăрса 53 çул пурăнаççĕ. Иккĕшĕ те ĕмĕрĕпех «Знамя труда» колхозра ĕçленĕ, «Ĕç ветеранĕ» ята, тĕрлĕ наградăсене тивĕçнĕ, 5 ача пăхса ÿстерсе ура çине тăратнă. Республика Пуçлăхĕ Çемье, юрату тата шанчăклăх кунĕ умĕн вĕсене «Юратупа шанчăклăхшăн» орден парса чыс турĕ.

Виççĕмĕш ача çуралнă май Трофимовсемпе Грачевсен çемйисене Михаил Васильевич ача амăшĕн (çемье) капиталĕн сертификачĕсене пачĕ.

Район администрацийĕн пуçлăхĕ Ростислав Тимофеев çак кун Мăн Сĕнтĕрте пурăнакансемшĕн кăна мар, пĕтĕм район çыннисемшĕн асра юласса палăртрĕ. Юлашки вăхăтра районта çĕнĕрен çĕнĕ объектсем хута яма пултарни экономикăпа социаллă аталану тăнăçлăхĕ пирки калать.

Пухăннисене «ПМК Водоснабжения» ООО генеральнăй директорĕ Валерий Павлов, ЧР Патшалăх Канашĕн депутачĕ Николай Ванеркин, Мăн Сĕнтĕр ял тăрăхĕнчи çамрăксен канашĕн председателĕ Евгения Лаптева саламларĕç.

Михаил Игнатьев информаципе культура центрĕн çурчĕпе пÿлĕмĕсене, курав залне, вокалпа инструментсен «Картина» халăх ансамблĕн, ташăпа юрă «Янаш» халăх ансамблĕн студийĕсене пăхса çаврăнчĕ, ачасен тата аслисен абонемент студийĕнче, художество мастерскойĕнче, библиотекăра, курав залĕнче пулчĕ. Студисемпе кружоксене çÿрекен ачасем Чăваш Ен Пуçлăхне хăйсем мĕнпе интересленни, мĕнле вĕренÿ заведенийĕсене вĕренме кĕме хатĕрленни, малашне мĕнле професси суйласа илесси пирки каласа пачĕç. Çав вăхăтра 150 вырăнлă курав залĕнче «Янаш» концерт программипе савăнтарчĕ. Михаил Васильевич та залра пулса коллектив пултарулăхне хаклама кăмăл турĕ.

Июлĕн 1-мĕшĕнчен тытăнса кунтах çынсене «пĕр чÿрече» мелĕпе патшалăх тата муниципалитет услугисемпе тивĕçтерекен нумай фнкциллĕ центр ĕçлеме тытăннă. Республика Пуçлăхĕ унăн ĕçĕпе те паллашрĕ, сĕнÿсем пачĕ.

«Кĕтнĕ ĕмĕт тинех çитрĕ» – савăнать Мăн Сĕнтĕрте паян кашни.

В. ШАПОШНИКОВ. 

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика