15 июня 2013 г.
Район администрацийĕн пуçарăвĕпе хуçалăхсен ертÿçисемпе специалисчĕсем тата ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсем вуншар çул каяллахи ырă йăлапа вăхăтра шуратса хăварнă уй-хирсене тухса çур акире туса ирттернĕ ĕçсене пĕрле тĕрĕслерĕç.
– Ял хуçалăхĕнчи йывăрлăхсене пирĕнтен кашниех ответлăха туйса ĕçлемесĕр çĕнме май çукки – паян кашнин куçĕ умĕнче. Нумай чух хамăр туса çитерейменнине çумăрлă е шăрăх çанталăк çине йăвантарса ответлăха айккинелле сиретпĕр. Хÿре вĕçне туй килсен вара йывăрлăхсен пĕтĕм сăлтавне ютра шыратпăр. Ку çулпа малалла кайма май çук. Çакна паянхи çул çÿревре çĕр ĕçĕ çине ответлăха туйса пăхакансем пурнăçа кĕртнĕ çĕнĕлĕхсенчен те курса-туйса илме май пулĕ. Кам мĕнле пĕтĕмлетÿ тунине вара малашлăхра курăпăр, – терĕ икĕ ушкăнпа çула тухакансене ум сăмах каланă чух район администрацийĕн пуçлăхĕ Р. Тимофеев.
Çĕртме уйăхĕн çуррине çитрĕмĕр пулин те иртнĕ çур аки куç умĕнчех: ял хуçалăх техникине (тракторсемпе прицепсем) техосмотр тăратни, çĕр пулса çитессе кĕтнĕ кунсем, паянхи ĕçе ырана хăварас мар тесе иртен пуçласа каçчен хирте ĕçлени, ĕç вăйĕ çитсе пыманни, техника ванса кайни т. ыт. те. Апла-и, капла-и, анчах районти пĕрлешÿллĕ кооперативсемпе хресчен (фермер) хуçалăхĕсем çурхи ака-суха ĕçĕсен планĕсене туллин пурнăçларĕç. Тĕллевлĕ ĕçлесе вĕсем пулас тухăçăн никĕсне хывса хăварчĕç.
КĔСКЕ СПРАВКА. Кăçалхи çур акире районти ял хуçалăх производство кооперативĕсемпе агрофирмăсем, чикĕллĕ яваплăхлă обществăсем тата хресчен (фермер) хуçалăхĕсем 10561 гектар çуртрисем, 1657 гектар пĕр çул ÿсекен курăксем, 608 гектар «иккĕмĕш çăкăр», 54 гектар пахча çимĕç, 8 гектар выльăх кăшманĕ акса-лартса хăварчĕç. Кунпа пĕрлех хуçалăхсенче кăçал 394 гектар кукуруза, 264 гектар горчица, 15 гектар хĕвел çаврăнăш йышăнчĕç.
Каламалла, технологие пăхăннисен хирĕсенче паян ешĕл калча пысăк тухăçа шантарса кашлать. Вĕсен хирĕсенче калчана шăтма чăрмантаракан тăпра муклашкисем те, çум курăкĕ те курăнмаççĕ. Вăл хирсене пăхсан çĕр ĕç культури пуш сăмах пулманнине сисетĕн. Кунта Ильич яч. хис. хуçалăхăн ертÿçи И. Николаев калани пĕлтерĕшлĕн туйăнать:
– Пысăк тухăç пирки калаçнă чух эпир час-часах çĕр ĕç культури пирки манса каятпăр. Тырă вăрлăхне çĕре варăнтарнипех тухăç пулмасть. Кунта паха вăрлăхпа ĕçлени, пусă çаврăнăшне пăхăнни, çĕре акма-лартма агротехнологие пăхăнса хатĕрлени тата ĕçсене вăхăтра пурнăçлани кĕрет. Эпир çак ĕçсене нихăшне те хăй еккипе ямастпăр. Манăн сăмах суя пулманнине паян хуçалăхри кирек-хăш хире тухсан та курма-ĕненме пулать, – терĕ Игорь Васильевич кĕрхи тулă пуссине алăпа кăтартса.
Ака технологине пăхăнса ĕçленĕрен паян «Путь Ильича», «Восток», «Оринино», «Герой», «Свобода», «Ударник», Суворов яч. хис., Чкалов яч. хис. кооперативсен, «Бездна» тата «ВаСем» чикĕллĕ яваплăхлă обществăсен, В. Горбунов, А. Пихтеров, В. Бархаткин, А. Толстов хресчен (фермер) хуçалăхĕсен уй-хирĕсем пысăк тухăç шантараççĕ.
– Хамăр тăрăшмасан пире никам та тутă тăваймĕ. Паян эпир кашни сотка çĕрпе тухăçлă усă курассине хамăр тĕллевре тытатпăр. Унччен ĕçсĕр выртнă çĕрсене пусă çаврăнăшне кĕртесси, малашлăха пăхса çĕнĕ культурăсемпе ĕçлесси – пирĕн ĕç тĕллевĕ, – терĕ хăйсен хирĕсемпе иртнĕ чух А. Пихтеров фермер.
Çумпа паян химилле майпа кĕрешмеллине кашни ертÿçĕпе агроном пĕлет. Уй-хир тишкерĕвĕ пулнă кун тĕлне чылай хуçалăхра гербицид сапас ĕçе пуçăннăччĕ. Ку ĕçе вăхăтра пурнăçлани хуçалăхсен хирĕсене паян тирпейлĕх ытамне кĕртсе ÿкернĕ.
Тирпейлĕх тенĕрен, «ВаСем» хуçалăх çĕр улми пуссисене чĕрсе кăпкалатса тухнă та ĕнтĕ. Унта кăпăш тăпра çеç пулни пысăк тухăçа шантарать. 10 гектар купăста йăранĕсем çине тумлампа шăвармалли система вырнаçтарни тата уй-хир ĕçченĕсем алă вăйĕпе çумпа кĕрешме тухни ырă шанчăк кÿрет.
Чкалов яч. хис. хуçалăхра козлятникăн таса уйĕ выльăх апачĕ ытлă-çитлĕ пуласса шантарса кашлать. Хирĕн пĕр вĕçĕнче ăна çулма тата преслама пуçланă та ĕнтĕ. «Симĕс ĕç çи» тенĕрен, курăк çулас ĕçе кÿлĕннине çак кун «Путь Ильича» агрофирмăра та куртăмăр.
Вăхăтра акнă-лартнă культурăсем паян пĕр тикĕс ÿсеççĕ, пысăк тухăç шантараççĕ. Çав вăхăтрах ял тăрăхĕсем усă курман çĕрсемпе ĕçлесе пĕтерейменни те куç умĕнчен каймарĕ. Çакна канашлăва хутшăнман ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсем ăнланĕç-ши; Е пуçлăх тенипех çивĕч ыйтусем вĕсен хыçне юлĕç-ши; Район администрацийĕн пуçлăхĕ Р. Тимофеев ку ыйтура «ирĕклĕхе туйнисемпе» ĕçлĕ калаçу ирттерме шантарчĕ.
Хресчен пурнăçĕнче «симĕç ĕç çи» пуçланчĕ. Сисмĕпĕр те – вырма çитĕ. Çавăнпа та кашни ĕçе вăхăтра пурнăçласси кун йĕркинче пулмалла. «Симĕс ĕç çи» кунпа мар, сехетпе вăй илни çĕр ĕçченĕшĕн черетлĕ ответлă тапхăр çитнине пĕлтерет.
А. БЕЛОВ.