Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Малашлăх технологийĕсемпе анлăрах усă курмалла

15 июня 2013 г.

 

Çĕнĕ технологисем, çыхăнăвăн, хутшăнăвăн çĕнĕ мелĕсем анлăн пурнăçа кĕрсе пынă вăхăтра пурăнатпăр. Вĕсемпе туллин усă курни çынсен кулленхи ыйтăвĕсене вăхăтра татса парассипе, ку е вăл пулăшу мелĕсемпе тивĕçтерме лайăхрах майсем туса парассипе çыхăннă. Вырăнсенче «пĕр чÿрече» мелĕпе ĕçлекен нумай функциллĕ центрсем йĕркеленине, ведомствăсен электрон хутшăнăвĕн системине пурнăçа кĕртнине те çавăнпах çыхăнтармалла.

Çĕнĕлĕхсене пурнăçа кĕртесси районта, вырăнти ял тăрăхĕсенче мĕнле пурнăçланса пырать-ха; Ĕлкĕрсе пыратпăр-и вăхăт уттипе тан; Çак ыйтусене хуравлама ыйтрăм район администрацийĕн информаципе тивĕçтерекен пайĕн пуçлăхне Валерий ЛАВРЕНТЬЕВА.

– Валерий Григорьевич, ял çыннисене услугăсемпе тивĕçтермелли çĕнĕ мелсене пурнăçа кĕртессипе район кăтартăвĕсем республика шайĕнче мĕнлерех-ха?

– Çавна аса илтерсе хăварасшăн. Федераци саккунĕпе килĕшÿллĕн республика ĕç тăвакан влаç органĕсемпе вырăнти хăй тытăмлăх органĕсем 2012 çулхи июлĕн 1-мĕшĕнчен тытăнса çынсене услугăсемпе тивĕçтернĕ чухне вĕсенчен ытти шайри органсенчен илмелли справкăсемпе документсене ыйтма тивĕç мар. Асăннă органсен ведомствăсен хутшăнăвĕн системипе, вăл шутра электрон хутшăнăвĕн системипе усă курса кирлĕ документа хăйсен илмелле.

Кунта тÿрех каласа хăварас пулать, республика шайĕнче те çак ĕç кирлĕ пек пулса пымасть-ха. Чиновниксенчен нумайăшĕ кивĕлле ĕçлессинчен ниепле те хăпаймасть. Вĕсем алă пуснă хут листине электрон информацийĕнчен ытларах шанаççĕ. Çакна нумаях пулмасть республика Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев та палăртрĕ. Ведомствăсен электрон хутшăнăвĕ вара кашни çынна, кашни çемьене вăхăт чылай перекетлеме май парать.

Ведомствăсен электрон хутшăнăвĕн системипе усă курассипе пирĕн район май уйăхĕн кăтартăвĕсем тăрăх республикăра пиллĕкмĕш вырăнта. Пирĕн умрисем – Шупашкар районĕ, Çĕнĕ Шупашкар хули, Элĕкпе Хĕрлĕ Чутай районĕсем. Çапах та республика шайĕнче те, район шайĕнче те патшалăх тата муниципалитет услугисемпе тивĕçтернĕ чухне электрон мелĕпе усă курасси питĕ ерипен пурнăçа кĕрет. Владимир Путинăн иртнĕ çулхи май уйăхĕнчи указĕпе килĕшÿллĕн 2018 çул тĕлне çынсене услугăсемпе тивĕçтернĕ çĕрте электрон хутшăнăвĕн мелĕпе усă курасси 70 процента çитмелле.

Лару-тăрăва лайăхлатассипе Шупашкарта канашлу иртрĕ. Унта районтан 8 çын хутшăнчĕ. Канашлура ЧР информполитика министрĕ Валентина Андреева услугăсемпе тивĕçтерессипе ведомствăсен электрон хутшăнăвĕн системипе усă курас енĕпе çирĕпрех ыйтассине, вăй тата администраци майĕсемпе çирĕпрех усă курассине пĕлтерчĕ. Малашне ял тăрăхĕсен ĕçне-хĕлне хак панă чухне çак кăтартăва шута илессине те çавăнпах çыхăнтармалла.

– Ял çыннин патшалăх тата муниципалитет услугисемпе туллин усă курас тесен малтанах патшалăх услугисен пĕрлехи порталĕнче регистрациленес пулать вĕт-ха?

– Паянхи куна чылайăшĕн килте, ĕçре компьютерсем те, Интернет та пур. Регистрациленесси пирки вĕсемшĕн чăрмав çук. Çав вăхăтрах район центрĕнчи хăш-пĕр организацисен ертÿçисем, сотрудникĕсем те пĕрлехи порталта регистрациленме тăхтаса тăнине ниепле те ăнланма май çук. Çавна пула районăн пĕтĕмĕшле кăтартăвĕсем те чакаççĕ. Регистрациленессин майне кашни хăй суйласа илме пултарать. «Ростелеком», Раççей почти урлă е электронлă майпа алă пуснипе усă курса регистрациленме пулать. Йывăрри, кăткăсси нимĕн те çук, порталта пĕтĕмпех ăнлантарса панă.

– Çынсен ыйтăвĕсене тивĕçтерессипе камсене тĕслĕх вырăнне илсе кăтартма пултаратăр-ха?

– Кун пеккисем çук мар. Чи малтанах вара эпĕ Оринин ял тăрăхĕн ертсе пыракан специалистне Светлана Михайловăна, Москакасси ял тăрăхĕн ертсе пыракан специалистне Рена Мальковăна, Муркаш ял тăрăхĕн специалистне Наташа Матвеевăна асăннă пулăттăм. Район администрацийĕпе илес пулсан пурлăх тата çĕр хутшăнăвĕсен пайĕн тĕп эксперт специалисчĕ Валентина Мостова, капиталлă строительство тата обществăлла инфраструктурăна аталантарассин управленийĕн тĕп эксперт специалисчĕ Ольга Тимофеева район администрацийĕнчи нумай функциллĕ центра пыракан çынсен ыйтăвĕсене тивĕçтерессипе пысăк ĕç туса ирттереççĕ.

– Нумай функциллĕ центр çинчен асăнтăр пулсан унăн ĕçĕ-хĕлĕ пирки тĕплĕнрех каласа парсамăр. Ăна та çынсен кулленхи ыйтăвĕсене татса парас тĕллевпех йĕркеленĕ вĕт-ха?

– Патшалăх тата муниципалитет услугисемпе тивĕçтерекен нумай функциллĕ центр хальхи вăхăтра «пĕр чÿрече» мелĕпе граждансенчен документсене 29 услуга енĕпе йышăнать тата результатсем парать. Ыйтусенчен ытларахăшĕ пурлăх, çĕр харпăрлăхĕн хутшăнăвĕсемпе çыхăннисем. Кăçалхи июлĕн 1-мĕшĕ тĕлне асăннă центр «виçĕ чÿрече», 2014 çулхи январĕн 1-мĕшĕ тĕлне «пилĕк чÿрече» мелĕпе ĕçлеме тытăнмалла.

Ял çыннисене услугăсемпе тивĕçтерессине вырăнсенче те йĕркелеме пăхнă. Июлĕн 1-мĕшĕ тĕлнех Шетмĕпуçĕнчи, Йÿçкассинчи, Катькасри, Мăн Сĕнтĕрти, Ильинкăри, Турайри, Юнкăри, Çатракассинчи, Чуманкассинчи тĕслĕх библиотекăсенче «пĕр чÿрече» мелĕпе çынсене патшалăх тата муниципалитет услугисемпе тивĕçтерме тытăнмалла. Кирлĕ оборудовани, ответлă çынсем хатĕрпе пĕрех ĕнтĕ. Çитес çулхи январĕн 1-мĕшĕ тĕлне кун пек «чÿречесене» районти татах 6 библиотекăра уçăпăр.

В. ШАПОШНИКОВ. 

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика