Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Районта – Иван Моторин

15 июня 2013 г.

 

Ĕнер пирĕн районта Акатуй тата Республика кунĕ умĕн Чăваш Ен Министрсен Кабинечĕн Председателĕ Иван Моторин пулчĕ. Правительство пуçлăхĕ районти «Сеспель» предприятире пулса унти ĕç-хĕлпе паллашрĕ.

Ку предприяти – республикăри машинăсем тăвакан пысăк предприятисенчен пĕри. «Сеспельре» цистернăсен 100 ытла модельне туса кăлараççĕ. Производствăра тĕнче стандарчĕсене тивĕçтерекен оборудованипе усă кураççĕ.

Иван Моторин район администрацийĕн пуçлăхĕпе Ростислав Тимофеевпа хатĕр продукци складĕнче, сваркăпа сборка цехĕнче, танк-контейнерсем туса кăларма тытăнакан сборкăпа монтажăн çĕнĕ корпусĕнче пулнă. Кайран предприятире çĕнĕ маляр участокне хута янă. Кунта çурма прицепсене сăрлас ĕçе пĕтĕмпех роботсем пурнăçлаççĕ. Çапла вара халĕ пĕр цистернăна сăрлама унчченхи пек 2 сехет мар, çур сехет кăна каять.

Чăваш Ен Правительствин пуçлăхĕ «Сеспель» предприятин генеральнăй директорĕпе Владимир Бакшаевпа предприятин малашлăх аталанăвĕн ыйтăвĕсене сÿтсе явнă. 

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика