Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Шывăн туратти çук

19 июня 2013 г.

 

Ăшă çу кунĕсем тăраççĕ. Ку тапхăрта уйрăмах ача-пăча кунĕпех шывра чăмпăлтатма хатĕр. Шăрăх кун камăн-ха тăрă та уçă шывра чÿхенсе киленес килмĕ; Май пур чухне аслисем те чăтса тăрайрас çук. Анчах та савăнăç, ырлăх пысăк инкеке çаврăнса тухма пултарасси пирки самантлăха та манма кирлĕ мар. Шыва кĕнĕ чухне чи ансат правилăсене те уяман пирки çулленех çынсем путса вилнĕ тĕслĕхсем пулаççĕ. Çавăнпа та район администрацийĕн ятарлă программăсен пайĕн пуçлăхне Николай МИЛЮТИНА вĕсем пирки тепĕр хут аса илтерме ыйтрăм. Николай Панфиловичăн сĕнĕвĕсем никамшăн та ытлашши пулас çук:

– Çыннăн пурнăçĕнчен хакли нимĕн те çук. Çавăнпа та çу кунĕсем çитнĕ май çынсем шыва кĕнĕ чухне инкек пулассине сирессин-асăрхаттарассин ыйтăвĕ – яланах кун йĕркинче. Ку ыйтăва район администрацийĕн пуçлăхĕ ответлă ĕçченсемпе кашни тунти кун ирттерекен планеркăра та, ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсен канашлăвĕнче те сÿтсе яврăмар.

Ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсемпе çавăн пек калаçса тăтăлтăмăр. Çынсем массăллă шыва кĕрекен вырăнсем кашни ял тăрăхĕн территорийĕнчех пур. Çак кунсенчех вĕсене пăхса тĕрĕслесе тухмалла тата кирлĕ пек майлаштармалла.

Турайра, Анатри Панклире, Ятманта, Макçикассинче çынсем шыва уйрăмах нумай кĕрекен пысăк плотинăсем пур. Унти шыва кĕме уйăрнă вырăнсене июнĕн 21-мĕшĕнчен кая юлмасăр хатĕрлесе çитерме палăртнă. Малтанах водолазсем шыв айне тĕрĕслесе тухаççĕ.

Шыва кĕме уйăракан вырăнсенче мĕнсем пулмалла-ха; Малтанах щитсем вырнаçтарасси пирки манмалла мар. Кĕтмен-туман лару-тăру сиксе тухсан мĕн тумалли пирки унта çырса кăтартни пулмалла. Май пулсан шыва кĕрекенсем валли хывăнса тăхăнмалли вырăн туса парсан та ытлашши пулас çук. Чăнкăрах вырăнсенче шыв хĕрне анса хăпарма картлашка тăвас пулать. Кĕпер пулсан та лайăх. Манма кирлĕ мар: çакă вăл пĕтĕмпех çынсен хăрушсăрлăхĕпе çыхăннă.

Кунсăр пуçне шыва кĕрекенсен хăйсен те тимлĕх, асăрханулăх пирки самантлăха та манма юрамасть. Çак сĕнÿ ытлашши пулас çук. Уçă вырăнта шыва кĕнĕ чух сывлăш температури 22 градусран, шыв температури вара 20 градусран кая мар пулсан лайăх. Ан манăр: пур енчен те сывă çыннăн та сивĕрех шывра ура сыппи туртса лартма пултарать. Сивĕ çил касса вĕрнĕ чухне те шыва кĕме сĕнмеççĕ.

Хăвăра шывра лайăх ишме пултарасса шанмастăр пулсан пилĕкрен ытларах тарăнăшне кĕме кирлĕ мар. Питĕ лайăх ишетĕр пулсан та ытлашши инçете, çынсем çыран хĕрринче курăнми пуличченех ишсе кайма ан тăрăшăр.

Шыва кĕнĕ чухне организма ерипен хăнăхтарас пулать. Малтанах чĕркуççи таран кĕрсе пуçа, кăкăра, хул хушшисене шывпа уçăлтармалла. Кайран тин шаларах кĕме юрать. Уйрăмах хĕвел çинче чылай вăхăт пулнă хыççăн шыва тăрук чăмассинчен асăрханмалла.

Шывра 10 минутран ытла пулмалла мар. Самай шăрăх çанталăкра, шыв температури 24 градусран кая мар чухне кăна шывра пулмалли тапхăра 20 минута çитерме юрать.

Шыва кĕтĕр пулсан пĕр вырăнта ан тăрăр, ишме тăрăшăр. Çакă сирĕн мышцăсене, шалти органсене «ĕçлеттерет». Апла пулсан ÿт-пÿ те шăнса каймасть.

Енчен те эсир çемьепе, ачасемпе канатăр, шыва кĕретĕр пулсан, ÿсĕм тапхăрĕ пирки ан манăр. 2 çултан кĕçĕнрех ачасене уçă вырăнта шыва кĕме ирĕк памалла мар. Ачасем валли вĕрсе хăпартмалли бассейнсем сутаççĕ. Вĕсене илсе çÿреме те меллĕ. 2 çултан аслăрах ачасен вара шывра 3 минутран ытла пулмалла мар. Патĕнче яланах аслисен пулмалла.

Тепĕр сĕнÿ – эсир эрех-сăра ĕçнĕ пулсан шыва кĕресси пирки ан та шухăшлăр. Ÿсĕр çынна шыв каçармасть тесе ахаль каламаççĕ.

Çак ансат правилăсене пăхăнни хăвăрăн тата ачăрсен сывлăхне сыхласа хăварма, шыва кĕрсе чуна кантарма май парĕ.

В. ШАПОШНИКОВ

калаçнă. 

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика