19 июня 2013 г.
Ырă ятпа палăрчĕç
Ял хуçалăх ĕçченĕн тăрăшулăхне тимлĕхсĕр хăварас мар тесе Раççейри тата республикăри пекех, район администрацийĕ те нумай ĕç туса ирттерет. Вĕсенчен пĕри вăл – машинăпа ĕне сăвакан операторсемпе ĕнесене искусствăлла майпа пĕтĕлентерекен техник-осеменаторсем хушшинче ирттерекен конкурс.
Çĕртме уйăхĕн 13 – 14-мĕшĕсенче Суворов яч. хис. хуçалăхри машинăпа ĕне сăвакан оператор Надежда Валентиновна Михайлова тата «Путь Ильича» агрофирмăри Калерия Петровна Димитриева техник-осеменатор республика конкурсне хутшăнчĕç. Конкурс Элĕк районĕнчи «Новый путь» хуçалăхра иртнĕ.
Пирĕн ентешсем конкурсра ырă ятпа палăрнă.
Утă хушăнса пырать
Çĕр ĕçченĕ паян иртен пуçласа каçчен выльăх апачĕ хатĕрлес ĕçре. Çĕртме уйăхĕн 18-мĕшĕ тĕлне уяр кунпа туллин усă курса районти пĕрлешÿллĕ хуçалăхсемпе хресчен (фермер) хуçалăхĕсем пĕтĕмпе пĕр пин тонна ытла утă хатĕрлеме ĕлкĕрнĕ.
Асăннă куна районти хуçалăхсем нумай çул ÿсекен курăксене пĕтĕмпе 1500 гектар çулнă. Кунти ĕç калăпăшĕ паян Чкалов яч. хис., «Восток», «Свобода», Суворов яч. хис. хуçалăхсенче ыттисенчен пысăкрах.
«Путь Ильича» агрофирмăра пĕр çул ÿсекен курăксене 94 гектар (63 процент) çулнă.
Утă хатĕрлессипе хальлĕхе «Путь Ильича» агрофирмăпа (540 тонна) Чкалов яч. хис., Е. Андреев яч. хис. хуçалăхсем (200 – 120-шер тонна) ырă тĕслĕх кăтартаççĕ.
Кашни ĕçĕн вăхăчĕ пуррине районти çĕр ĕçченĕ питĕ аван ăнланать. Çавăнпа вăл паянхи ĕçе ырана хăварассинчен асăрханса ĕçлесе пырать.
Экзаменсем вĕçленеççĕ
Районти вун пĕрмĕш классенчен вĕренсе тухакан 242 выпускникăн математикăпа пĕрлехи патшалăх экзаменĕн результачĕсем паллă. Район администрацийĕн вĕренÿ тата çамрăксен политикин пайĕнчен пĕлтернĕ тăрăх вĕсенчен саккăрăшĕ «2» паллă илнĕ. Çак сакăр çамрăкран иккĕшĕн вара вырăс чĕлхипе те «иккĕ». Çавăнпах вĕсем кăçал алла пĕтĕмĕшле вăтам пĕлÿ илнине çирĕплетекен аттестат илеймĕç, вĕсене ятарлă формăллă справка парĕç.
242 ĕçрен пĕрне, экзамен вăхăтĕнче ачана сывлăх тĕлĕшĕнчен япăх пулса кайнăран, пăрахăçланă.
Математикăпа пухнă чи пысăк балл 90-па танлашнă (Муркашри вăтам шкул).
Математикăпа «иккĕ» илнисем паян экзамен тепĕр хут тытаççĕ. Ĕнер вырăс чĕлхипе экзаменăн резерв кунĕ пулчĕ.
Юсав ĕçĕсене тытăнаççĕ
Çуллахи вăхăтра шкулсенче юсав ĕçĕсем иртесси пирки вулакансене маларах пĕлтернĕччĕ. Çак кунсенче хăш-пĕр объектсем тĕлĕшпе ĕçе кам пурнăçласси палăрчĕ.
Аукционсем ирттернĕ хыççăн Мăн Сĕнтĕрти вăтам шкулта тата Шурчари тĕп шкулта юсав ĕçĕсем ирттерме «Автоспецстрой» чикĕллĕ яваплăхлă общество, Йÿçкассинчи вăтам шкулта «Каратстрой» чикĕллĕ яваплăхлă общество çĕнтернĕ. Апла çак кунсенче ĕçсем те пуçланмалла.
Канма – хула тулашне
Июнĕн 24–25-мĕшĕсенче хула тулашĕнчи лагерьсенче иккĕмĕш смена пуçланать. Пирĕн районти 33 ача тĕрлĕ лагерьсенче канĕ: «Салют», «Чайка», «Ильинский», «Солнышко» тата ыттисенче те. Аса илтеретпĕр, çак лагерьсенче çуллахи вăхăтра канма тата сывлăха çирĕплетме ачасен ашшĕ-амăшĕсем мартăн 30-мĕшĕнчех заявка панă.
Яшсем – спартакиадăра
Ĕнер тата паян республикăра призывчченхи çамрăксен спартакиади пырать. Пирĕн районтан унта Орининти тата Калайкассинчи вăтам шкулсенче вĕренекен çамрăксен пĕрлештернĕ команди (пурĕ вунă çын) хутшăнать. Çамрăксем район чысне тивĕçлĕ хÿтĕлессе шантпăр.
Н. Николаева,
А. Белов хатĕрленĕ.