22 июня 2013 г.
Бюджет, укçа-тенкĕ ыйтăвĕ, паллă ĕнтĕ, чи кăткăс, тавлашусем çуратакан ыйтусенчен пĕри. Мĕншĕн тесен кирек епле ыйтăва татса парас пулсан та ытларах чухне укçа-тенкĕ проблеми мала тухать. Акă ял çыннисен пурнăç шайне хăпартса пырассинех илер. Калăпăр, вырăнти ял тăрăхĕн бюджечĕ тупăшсем енĕпе аван пурнăçланать пулсан, ял çыннисен кулленхи ыйтăвĕсене татса пама та майсем ытларах. Çавăнпа та район хаçачĕн сотрудникĕ В. ШАПОШНИКОВ район администрацийĕн финанс пайĕн пуçлăхĕпе Рената АНАНЬЕВĂПА тĕл пулнă май ял тăрăхĕсен бюджечĕ пирки сăмах пуçарма ыйтнă.
– Чăнах та ĕнтĕ вырăнти бюджетсем вĕсем – Раççей бюджет системин пĕр пайĕ. Шăпах çакăнти укçа-тенкĕ ытларах çынсен кулленхи пурнăç ыйтăвĕсене тивĕçтерме кайса тăрать.
Районăн пĕрлехи бюджетне илес пулсан вăл район муниципалитет бюджетĕнчен тата 16 ял тăрăхĕн бюджетĕнчен йĕркеленет. Тăкаксем енĕпе илес пулсан ăна 2013 çул валли 475,7 млн тенкĕ пăхса хунă. Укçа-тенкĕн ытларах пайне культурăпа социаллă сфера объекчĕсен ĕçне тивĕçтерме уйăратпăр. Акă вĕрентÿ системи çине 309,6 млн тенкĕ е пĕтĕмĕшле суммăн 65 проценчĕ чухлĕ тăкакланать, культура сфери валли – 36,4 млн тенкĕ (8 процента яхăн), физкультурăпа спорт валли 4,8 млн тенкĕ (1 процент). Кунпа пĕрлех пĕрлехи çулсене тытса тăма тата юсама, тĕрлĕ программăсене хутшăнса пурăнмалли çурт-йĕр илекенсене субсидисемпе тивĕçтерме тата ытти тĕллевпе те район бюджетĕнчен укçа-тенкĕ уйăратпăр. Инвестицисем пирки калас пулсан вĕсен калăпăшĕ 14,5 млн тенкĕпе (3 процент) танлашать. Депутатсен районти Пухăвĕн йышăнăвĕпе çулталăк пуçланнăранпа икĕ хут район бюджетне улшăнусем кĕртме тиврĕ ĕнтĕ. Улшăнусен ытларах пайĕ бюджет сферин ĕçченĕсен хăш-пĕр категорийĕсен шалăвне ÿстерессипе çыхăннă. Çак тĕллевпе унччен палăртнинчен 23,4 млн тенкĕ укçа ытларах уйăрма тиврĕ. Кунсăр пуçне культурăпа социаллă сфера объекчĕсенче юсав ĕçĕсем туса ирттерме тата 6,3 млн тенкĕ хушма укçа-тенкĕ уйăрнă.
Çулталăкăн 5 уйăхĕ хыçа юлчĕ ĕнтĕ. Çак тапхăрта районăн пĕрлехи бюджетне 176,9 млн тенкĕ укçа пухăннă. Вăл шутран 66,3 млн тенкĕ хамăр «ĕçлесе илни» тата 110,6 млн тенкĕ – республика бюджетĕнчен каялла тавăрса памалла мар куçарса пани. Палăртма кăмăллă, иртнĕ çулхи çав тапхăртипе танлаштарсан хамăрăн тупăшсен калăпăшĕ пĕтĕмĕшле 26,3 процент е 13,8 млн тенкĕ ÿсрĕ.
Вырăнти бюджетра хамăрăн тупăшсен пайĕ мĕнрен йĕркеленет-ха; Кусем вĕсем уйрăм çынсен тупăшĕнчен илекен налук (70 – 75 процент), çĕре арендăна панинчен илекен тÿлев (10 – 15 процент), çĕр налукĕ, уйрăм çынсен пурлăхĕнчен илекен налук, çĕр участокĕсем сутнинчен тата муниципалитетăн усă курман пурлăхне сутнинчен илнĕ тупăш т. ыт. те.
Район бюджечĕ тупăшсем енĕпе мĕнле пуласси территорири предприятисем, организацисем епле ĕçлесе пынипе тÿрремĕнех çыхăннă. Район бюджетĕнчи хамăрăн тупăшсен калăпăшĕнче «Сеспель» предприяти тÿпи 14 – 16 процент, Муркаш райповĕн – 5 – 6 процент, Мăн Сĕнтĕр райповĕн – 4 – 5 процент. Юлнă сумма ытти предприятисемпе учрежденисенчен тата уйрăм çынсенчен пуçтарăнать.
Республика бюджетĕнчен каялла тавăрса памалла мар укçа-тенкĕне ытларах чухне тĕллевлĕ майпа уйăраççĕ. Унпа ытти тĕллевсемпе усă курма май çук.
16 ял тăрăхĕн кашнин хăйĕн бюджечĕ. Ял тăрăхĕсен бюджечĕ те хăйсем пуçтарнă налуксенчен тата уйрăм тĕллевпе уйăрнă каялла тавăрса памалла мар укçа-тенкĕрен йĕркеленет. Кăçалхи январь – май уйăхĕсенче ял тăрăхĕсен бюджечĕсене 32,5 млн тенкĕ пухăннă. Вăл шутран хăйсем пуçтарнă сумма – 13,6 млн тенкĕ (çулталăк планĕ – 27,1 млн тенкĕ). Тепĕр майлă каласан çулталăк планне çуррине пурнăçланă ĕнтĕ. Çапах та тĕрлĕ ял тăрăхĕсенче кăтартусем расна. Территорире çынсем ытларах пурăнакан тата экономика тĕлĕшпе активлăрах ял тăрăхĕсенче лару-тăру япăхах мар. Акă Москакасси ял тăрăхĕ районтан та, республикăран та дотаци пачах илсе тăмасть. Муркаш, Мăн Сĕнтĕр ял тăрăхĕсем те хăйсен тупăш тумалли çулталăк планĕсене 40 – 45 процент тултарма пултарчĕç. Шел пулин те, Йÿçкасси, Шетмĕпуç тата Çатракасси ял тăрăхĕсем пирки вара çак сăмахсене калама çук. Хăйсем укçа-тенкĕ пухмалли çулталăк планĕсене вĕсем çак вăхăта 13,2 – 17 процент кăна тултарчĕç, 5 уйăх хушшинче бюджета 160 – 300-шер пин тенкĕ пухса çитереймерĕç. Çакăн пекех пулсан бюджет шучĕпе туса ирттермелли ĕçсем те хут çинче кăна юлма пултараççĕ. Хальхи вăхăтра ку ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсемпе пĕрле лару-тăрăва улăштарас, çулталăк валли палăртнă обязательствăсене пурнăçлас енĕпе мерăсем йышăнатпăр. Ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсене налук органĕсемпе пĕрле çыхăнса ĕçлеме, вырăнти бюджет умĕнче парăм пуррисенчен çирĕпрех ыйтма сĕнетпĕр.
Ытти сферăри пекех, пирĕн ĕçре те юлашки вăхăтра çĕнĕлĕхсем нумай. Обществăлла финанссене йĕркелесе пырас сферăра технологисем те, программăсемпе тивĕçтересси те çĕнелсе пыраççĕ. Чăваш Ен – «Электрон бюджетне» пурнăçа кĕртессипе пилот регионĕ. Бюджет укçи-тенкине илсе тăракансен даннăйсен базине çĕнетсе улăштарассипе, актуализацилессипе питĕ пысăк калăпăшлă ĕç туса ирттертĕмĕр. Халĕ эпир муниципалитет учрежденийĕсен планпа учет службисен ĕçченĕсемпе пĕрле бюджет тата бухгалтери отчетлăхне пухса йĕркелес тата пĕр тытăма пĕрлештерес ĕçе çĕнетсе улăштарассипе тимлетпĕр.
КĔске справка. Пĕтĕм Раççейри «Финанссемпе усă курас енĕпе Раççейри чи лайăх муниципаллă йĕркеленÿ» 6-мĕш конкурса хутшăнса Муркаш районĕ 2012 çул итогĕсемпе мала тухрĕ, 1-мĕш степень диплома тивĕçрĕ.