Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » РАЙОНТА: ĕнер, паян, ыран

26 июня 2013 г.

 

Çĕнĕ центр алăкĕсене уçĕ

Июнĕн 24-мĕшĕнче Республика кунне уявларăмăр. Уяв программи анлă та пуян пулчĕ. Республика кунĕпе çыхăннă тĕп мероприятисем кăна вуншар. Вĕсем çак кун умĕн те, хыççăн та иртеççĕ. Акă реконструкци ĕçĕсем туса ирттернĕ хыççăн Мăн Сĕнтĕрте июнĕн 27-мĕшĕнче информаципе культурăн çĕнĕ центрне хута яма палăртнă. Ăна та Республика кунĕпе çыхăннă тĕп мероприятисен шутне кĕртнĕ.

 

Ылтăнĕ те пур, кĕмĕлĕ те

Июнĕн 20–25-мĕшĕсенче районти вăтам шкулсенчен вĕренсе тухакансем шкулпа сыв пуллашрĕç. Район администрацийĕн вĕренÿпе çамрăксен политикин пайĕнчен пĕлтернĕ тăрăх кăçалхи 244 выпускникран 15-шĕ шкула ылтăн медальпе пĕтернĕ, 9-шĕ – кĕмĕлпе. Алла аттестат илнĕ çамрăксем малалла тĕрĕс суйлав тăвасса шанатпăр.

 

Ыран – çамрăксен уявĕ

Ыран, июнĕн 27-мĕшĕнче, Раççейри çамрăксен кунне уявлатпăр. Муркашра та ăна чаплăн ирттерме хатĕрленеççĕ. Çамрăксен уявне ыран «Сывлăх» ФСК умĕнче 19 сехетре савăнăçлă лару-тăрура уçаççĕ. Куракансене интереслĕ конкурссем, юрă-ташă кĕтет. Çак уявра хастар çамрăксене Тав çырăвĕсемпе Хисеп грамотисем парса чыслаççĕ.

 

Утă та, сенаж та

Çĕртме уйăхĕн 25-мĕшĕ тĕлне районти пĕрлешÿллĕ хуçалăхсем нумай çул ÿсекен курăксене 1845 гектар (30 процент), пĕр çул ÿсекен курăксене 94 гектар (7 процент) çулнă. Пĕтĕмпе 1455 тонна (27 процент) утă, 480 тонна (4 процент) сенаж янтăланă. Сенаж хатĕрлес ĕçе «Ударник» (350 т), «Герой» (130 т) хуçалăхсем пуçăннă.

Пенси ыйтăвĕсемпе

Июнĕн 25-мĕшĕнче Пенси фончĕн районти уйрăмĕнче видеоконференци иртрĕ. Кун йĕркинче пăхса хунă ыйту тăрăх чи малтанах Раççей Федерацийĕн ĕç тата социаллă хÿтлĕх министрĕн çумĕ А. Пудов калаçрĕ. Çавăн пекех ыттисем те пенси системине пырса тивекен çĕнĕлĕхсемпе паллаштарчĕç. «Пенси калькуляторĕн» презентацийĕ пулчĕ. Çавна май пенси шутлавĕнче усă куракан çĕнĕ формулăсем, коэффициентсем çинче тĕплĕн чарăнчĕç, ыйтусем çине хуравларĕç. 

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика