26 июня 2013 г.
Республика кунне пĕтĕм чăваш халăхĕ чаплăн уявларĕ. Уявра чăвашсемпе пĕрлех çĕр-шывăн ытти регионĕсенчен, чикĕ леш енчен килнĕ хăнасем те савăнчĕç. Уявра вара парнесем парасси йăлара. Республика кунĕпе çыхăннă кун пек парнесем Чăваш Енре пурăнакансемшĕн сахал мар пулчĕç. Уйрăмах çак кун умĕн те, Республика кунĕнче те, ун хыççăн та республика территорийĕнче тĕрлĕ объектсем хута кайнине ырăпа палăртмалла.
Çĕнĕ заводсем ĕçлеме пуçăнчĕç. Чи малтанах Етĕрнере акционерсен сĕт продукчĕсем хатĕрлекен «Ядринмолоко» уçă обществи ĕçлеме тытăннине асăнса хăвармалла. Талăксерен 200 тонна продукци туса кăларать вăл, 200 çын валли ĕç вырăнĕ тупăннă.
Канашра «Девелей» фирма завочĕ ĕçлеме тытăннă. Ку вăл – нимĕçсен çемье бизнесĕн объекчĕ. Çĕнĕ заводра соуспа кетчуп продукцийĕ туса кăлараççĕ. Кунта та 200 çынна яхăн ĕçлет.
Шупашкарти «АККОНД» кондитер фабрикинче çĕнĕ технологи линийĕ хута янă. Кунта икĕ сийлĕ тата пысăкрах канфетсем туса кăлараççĕ.
Красноармейскинче акционерсен «ТУС» хупă обществин филиалĕ – строительство керамикин «КЕТРА» завочĕ продукци туса кăларма тытăннă. Çĕнĕ завод технологин хальхи пур требованийĕсене те тивĕçтерет.
Сĕнтĕрвăрринче унчченхи спирт завочĕн территорийĕнче çĕнĕ производство линине хута янă – чикĕллĕ яваплăхлă «Вител» общество «Мариинская» газ шывĕ туса кăларассине йĕркеленĕ.
Спорта кăмăллакансем те парнесĕр юлман. Акă Йĕпреçре савăнăçлă лару-тăрура «Спартак» стадион-площадка уçнă. Кунтах искусстеннăй майпа витнĕ футбол площадки, хоккей площадки пур. Стадиона федерацин «Раççей Федерацийĕнче 2006 – 2015 çулсенче физкультурăпа спорта аталантарасси» программипе килĕшÿллĕн хута яма май килнĕ. Унăн смета хакĕ – 54 млн та 32,94 пин тенкĕ.
Шупашкарта «Финская долина» микрорайонта пурăнмалли нумай хваттерлĕ икĕ çурт хута янă. 13 тăлăх ачана «Финская долина» тата «Альгешево» микрорайонсенче çĕнĕ хваттерсен уççисене панă.
Республика кунне ку хутĕнче Тăвай çĕрĕ йышăнчĕ. Тăвайсене июнĕн 24-мĕшĕнче Республика кунĕпе Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев, РФ Патшалăх Думин депутачĕ, Вĕренÿ енĕпе ĕçлекен комитет председателĕн çумĕ Алена Аршинова, ЧР Патшалăх Канашĕн Председателĕ Юрий Попов саламланă.
Уяв кунĕнче Вырăс Нăрваш салинче çĕнĕ фельдшерпа акушер пункчĕ, «Акконд-Агро» фирмăн 300 пуç вырнаçмалăх пăру вити, «Чувашсетьгазăн» вырăнти газ участокĕн сервис центрĕ уçăлнă. Кунпа пĕрлех ял хуçалăх техникин «Уй кунĕ – 2013» куравĕ ĕçленĕ. Район центрĕнчи «Аль» стадионта республика тулашĕнчен килнĕ тата вырăнти артистсем халăха хăйсен пултарулăхĕпе савăнтарнă.
Хамăр инф.