Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Хăрушсăрлăх пирки ытларах шухăшласчĕ

29 июня 2013 г.

 

Ашшĕ-амăшĕн тĕп тивĕçĕ – ачасене йĕркеллĕ воспитани парса ÿстресси. Ку кăна та мар: ачасен сывлăхне упрасси, ăна упрама ачасене пĕчĕкренех вĕрентесси. Район администрацийĕ çумĕнчи çул çитмен çамрăксене тата вĕсен прависене хÿтĕлекен комиссин ларăвĕсенче пăхса тухакан тĕслĕхсем вара ку тĕлĕшпе куç умне пачах та урăхла ÿкерчĕк кăларса тăратаççĕ. Иртнĕ ултă уйăхра районти 6 ача çул-йĕр хăрушсăрлăх правилисене пăснă тĕслĕхсене тишкерме тиврĕ, çаксем пурне те шухăшлаттарма тивĕç. Мĕнлисем-ха вĕсем?

Чăн малтанах ашшĕ-амăшĕ çул çитмен ачисене хăйсен машинипе ирĕклĕн ярăнса çÿреме чарманни тата ачисен руль умне ларма право çуккине курах ашшĕ-амăшĕ ачисемпе юнашар ларса çул çине тухни.

Аса илтерес килет, çул çитменнисене пырса тивекен «çĕрлехи вăхăта» никам та пăрахăçламан. Обществăлла вырăнта 23 сехетрен пуçласа ирхи 6 сехетчен 18 çул тултарман ачасен пулма юрамасть. ГИБДД сотрудникĕсем пирĕн район ачисене Шупашкар хулинче те, хамăр район территорийĕнче те тĕрлĕ автотранспорт рулĕ умне ларнине тупса палартнă. Ку çеç те мар: çав ачасем ÿсĕр пулни питĕ пăшăрхантарать. Ашшĕ-амăшĕсен ыйхи канлĕ пулнă-ши çак каçсенче? Юрать-ха ачасен çăмăлттайлăхĕ нимĕнле инкеке те çаврăнса тухман.

Юлашки вăхăтра ашшĕ-амăшĕсем ачисене хаклă велосипедсем, мотоциклсем туянса параççĕ. Пур чухне те хаклă йышши парнесем вырăнлă та мар... Халĕ вара час-часах ачасем мопедсемпе ытла та пысăк хăвăртлăхпа ярăнса, апла пулсан йĕркене пăсса çÿренине курма тÿр килет. Çул-йĕр çинче пурин те тимлĕ пулмалла. Руль умне лариччен кашни çыннăн хăйĕн çинчен кăна мар, çул çинчи ытти çынсем пирки те шухăшламалла. Темшĕн-çке юнпа çырнă саккун йĕркисене ачасем комисси ларăвне пырсан тин пĕлеççĕ.

Ачасен çуллахи канăвне инкек-синкексĕр ирттерессине ашшĕ-амăшĕн тĕп вырăна хурасчĕ, ачасен хутшăнăвĕсемпе, вĕсем вăхăта ăçта ирттернипе, вăл е ку самантра ăçта пулнипе кăсăклансах тăрасчĕ. Асăрхаттару ĕçне вăхăтра туса пырсан, вут-кăвартан сыхланассине, шыв çинчи инкексене сирсе ярассине, ачасем çумне «çыпăçма пултаракан» эрех-сăрана, пируса тата наркотика вăхăтра асăрхасан çеç ачасен пуласлăхĕ лăпкă пулĕ.

Л. Петрова,

район администрацийĕ çумĕнчи çул çитменнисемпе вĕсен прависене хÿтĕлекен комиссин ĕç-хĕлне ертсе пыракан сектор ертÿçи. 

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика