Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Электрон майпа тивĕçтеретпĕр

29 июня 2013 г.

 

– Эсир хăвăрăн вăхăта хаклатăр-и? Черетре тăрас килмест-и? Апла пулсан электрон услугăсемпе анлăрах усă курма тăрăшăр. Гражданлăха палăртакан актсене регистрацилессин электрон услугисемпе усă курас тесен патшалăх тата муниципалитет услугисен пĕрлехи порталĕнче регистрациленес пулать.  Кирлĕ информацие Чăваш Ен юстици министерствин сайтĕнче тата Муркаш район администрацийĕн сайтĕнче ЗАГС пайĕн баннерĕнче вырнаçтарнă.

Порталта регистрациленес тесен активаци кодне илме тивет. Ăна «Раççей почти» Федераци патшалăх унитарлă предприятийĕ тата чикĕллĕ яваплăхлă «Ростелеком» обществăн клиентсене тивĕçтерекен сервис центрĕ урлă та илме пулать. Сервис центрне хăвăрăн каяс пулать. Унăн адресĕ: Шупашкар хули, Гагарин урамĕ, 20А çурт.

Активаци кодне илнĕ хыççăн «Личный кабинет» уçмалла. Порталта регистрациленме тата активаци кодне илме пĕр хут кăна май пур. Çапла вара сирĕн пур ведомствăсен электрон услугисемпе те усă курма май пулать.

ЗАГС пайĕн услугисемпе электрон майпа усă курас тесен порталта электрон заявлени формине çырса тултармалла. Çапла майпа ача çурални, çамрăксем мăшăрланни, çемье хутшăнăвĕсене пăрахăçлани, çын вилни, çын çуралнин свидетельствине тепĕр хут илесси пирки заявленисем пама май пур. Енчен те электрон заявленисене хатĕрленĕ чухне ыйтусем сиксе тухаççĕ пулсан тĕслĕхсемпе паллашма пулать. Вĕсене порталпа усă куракансене пулăшма страница пуçламăшĕнче вырнаçтарнă.

Республикăн кирек хăш ЗАГС пайне электрон заявлени ярса панă май сирĕн «Личный кабинетра» «Мои заявки» опци урлă хăвăрăн заявлени тĕлĕшпе мĕнле йышăну пулни пирки информаци илме май пур. Эсир хăвăр кăтартнă электрон адрес çине ЗАГС пайĕнчен хурав пырĕ. Хуравра çавăн пирки пĕлтерни пулĕ:

– заявлени йышăнни çинчен;

– эсир палăртнă вăхăтра йышăнма хатĕр пулни тата йышăнăва чĕнни çинчен;

– заявление пурнăçлани, пурнăçлама килĕшменни е ăна ытти органа ярса пани çинчен;

– заявлени паракана вăл палăртнă кун тата вăл кăтартнă вăхăтра йышăнма килĕшменни, çакăн сăлтавĕсене кăтартни çинчен.

Гражданлăха палăртакан актăн герблă пичет пуснă свидетельствине илес тесен çынсен хăйсем палăртнă вăхăтра ЗАГС пайне хăйсен пымалла. Кирлĕ документсен подлинникĕсене илсе пырас пулать. Мĕнле документсем кирли пирки те маларах асăннă страницăрах паллашма пулать.

Юлашкинчен çавна каласа хăварасшăн. Электрон услугăсемпе усă курни пуриншĕн те меллĕ. Çынсен кулленхи ыйтăвĕсене электрон майпа тивĕçтересси район администрацийĕн ЗАГС пайĕнче те малашне ÿссе пырĕ кăна. 

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика