Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ултав серепине ан лекĕр

03 июля 2013 г.

 

Тăтăшах вăл е ку микрофинанс организацийĕ кивçен укçа илме йыхравлать. Халăх шанăçне кĕрес тесе хăйсем пирки тĕрлĕ пĕлтерÿ кăларать. Укçа-тенкĕ йывăрлăхне лекнĕ çынсем вара шалуччен пурăнма 10 – 30 пин тенкĕ кивçен укçа илме вĕсем патне утаççĕ.

Пĕчĕк финанс организацийĕсем Раççей рынокĕнче юлашки 5 – 7 çул хушшинче ытларах вăй илчĕç. Вĕсен ĕç-хĕлне йĕркелеме май паракан Федераци саккунне 2010 çулта йышăннă. Çак тапхăртан пуçласа вĕсем татах та хастартарах ĕçлеме тытăнчĕç. Пĕчĕк финанс организацийĕн çулталăкри процент ставки паянхи кун вăтамран 720 процентпа танлашать. Е тепĕр майлă каласан вĕсен тупăшĕ кашни тенкĕрен 720 хут ÿсет. Анчах та укçа кивçен илме пыракана вĕсем çакăн çинчен пĕлтерме васкамаççĕ. Çавна пула чылай çын пысăк парăма çакланать. Банксенчи кредитпа танлаштарсан кунта пĕчĕк займăн проценчĕ çав тери пысăк, çакна пурин те пĕлмелле. Укçа кивçен сĕнекен финанс организацийĕн пулăшу памалли условийĕсемпе паллашмасăр вĕсемпе çыхланмалла мар. Яваплă утăм тăвиччен кашнинех Интернет сетьне кĕрсе хăвăр суйласа илнĕ организаци ĕçĕ-хĕлĕпе паллашăр. Çавăн пекех кивçен илме палăртнă укçа-тенкĕшĕн каялла мĕн чухлĕ тÿлемелле пулассине çине тăрса ыйтса пĕлĕр. Пĕчĕк финанс организацийĕсене укçа хывакансен ăна çухатас хăрушлăх пысăк, мĕншĕн тесен вĕсен капиталне никам та тĕрĕслемест.

Кредит организацийĕсен капиталĕ 2012 çултан пуçласа 180 миллион тенкĕрен пĕчĕк пулмалла мар. Çавăн пекех асăннă йышши финанс организацийĕсем кивçен панă укçа-тенкĕ калăпăшĕ 1 миллион тенкĕрен ытла пулмалла мар. Вĕсен ют çĕр-шыв укçи-тенкипе ĕçлеме ирĕк çук.

Кивçене вăхăтра тата процентпа тавăрса паман çынсене асăннă йышши организацисем коллекторла фирмăсем урлă шыраса илме, çавăн пекех «Персоналлă сведенисем» çинчен калакан Федераци саккунне хирĕçле утăмсем тума пултараççĕ. Çавăнпа та кунта васкама кирлĕ мар, укçа кивçен иличчен малтан ыттисемпе канашласа пăхăр.

Н. Петрова,

Роспотребнадзор

управленийĕн эксперт специалисчĕ. 

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика