Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Пушартан кашнин асăрханмалла

03 июля 2013 г.

 

Пурнăçра чылайăшĕ час-часах çÿлтен паракан пулăшăва кĕтсе харпăр хăй тимлĕхĕ пирки манса каять. Хыççăн вара чавса çывăх та çыртма çук. Çакăн çинчен сăмах тапратрăмăр та ĕнтĕ кăçалхи пĕрремĕш çур çулхи лару-тăрăва хакланă май патшалăх пушар надзорĕн районти уйрăмĕн аслă инспекторĕпе К. ПОПОВПА.

– Константин Геннадьевич, кăçалхи январь – июнь уйăхĕсем мĕнле иртрĕç?

– Пушар хуралĕшĕн пĕрремĕш çур çул унчченхи çулсемпе танлаштарсан йывăррисенчен пĕри пулчĕ. 2012 çулпа пăхсан кăçал пушар тухаслăх та, вут-çулăм кÿнĕ тăкак та чылай ытларах пулчĕ: инкексем 17-рен 24-а çитрĕç, пурлăх кĕлленесси 3 хут ытла ÿсрĕ. Пĕлтĕр ирĕке кайнă вут-çулăмра 3 çын пурнăçĕ татăлнăччĕ пулсан, тавах Турра, кăçал кунашкал тĕслĕхсем пулмарĕç. Анчах çулăмра 3 çын пиçсе кайса больницăна лекни пушар хăрушсăрлăх правилисене пурин те пĕр турткаланмасăр пурнăçламалли пирки калать.

Утă уйăхĕн 1-мĕшĕ тĕлне кăçал район территорийĕнче 24 пушар регистрацилерĕмĕр. Иртнĕ çулхи çак тапхăртипе танлаштарса пăхсан вут-çулăм алхаснă инкексен хисепĕ 7 тĕслĕх нумайрах.

Кил-çурт таврашĕнчи пушар нумай чухне хуçисем унран сыхланмалли правилăсене пăхăнманнинчен вăй илет, пиншер-миллионшар тенкĕлĕх пурлăха самантра кĕл туса тухса каять.

– Халĕ каланине уйрăм тĕслĕхсемпе çирĕплетсе парăр-ха.

– Хулара пурăнакан хĕрарăм çу уйăхĕн 14-мĕшĕнче Оринин ял тăрăхĕнчи Мулкачкасси ялĕнчи масар çине килсен хуçасăр ларакан тăван килне те кĕрсе тухма шутланă. Унта хутран-ситрен çеç пулнăран-ши, çурт-йĕр таврашĕнчи электрохуçалăх çине «алă сулнă» пулнă. Çапла вара асăннă кун çамрăк хĕрарăм киле кĕрсен электричество кăмаки чĕртет. Хуçи айккинелле пăрăнсан электроплита «хĕрлĕ автана» çул парать. Кил хуçи тата ял çыннисем инкеке вăхăтра асăрханă пулин те хăрушлăха сирсе ярайман. Пушар хуралĕ çитнĕ çĕре инкек хăйĕннех тăвать: пÿрт талккишпех çулăм ытамне кĕрсе ÿкет. Шутлă вăхăтра вырăна пырса çитнĕ пушар хуралĕн ĕçченĕсем çине тăнипе çулăма пÿртпе юнашар ытти çурт-йĕр çине ямарăмăр, вĕсене сыхласа хăвартăмăр.

Ака уйăхĕн 28-мĕшĕнче 4 сехет те 44 минутра пирĕн патăмăра Хунтăкассинче пурăнмалли çуртра пушар тухни пирки пĕлтерчĕç. Инкекпе кĕрешме Муркашри пушар хурал машинипе пĕрлех Мăн Сĕнтĕрти тата Шомикри уйрăм постсен пушар машинисене кăлартăмăр. Пулăшу вăхăтра çитрĕ пулин те, йывăç çурт тĕппипех кĕлленчĕ. Çулăм витĕр кил картине тухнисем виççĕн аллисем тата пит-куç пиçсе кайнипе больницăна лекрĕç.

– Çуллахи вăхăтра пушарсем тухассине сахаллатас тĕллевпе РФ Чрезвычайлă лару-тăру министерствин Чăваш Республикинчи Тĕп управленийĕ çу кунĕсенчи чрезвычайлă лару-тăрăва асăрхаттарас тата пĕтерес, халăха пушар хăрушсăрлăхĕпе тивĕçтерес енĕпе тĕллевлĕ ĕçлесе пырать. Кун пирки сирĕн шухăшсем еплерех?

– Пушартан асăрханасси тата ирĕке кайнă вут-çулăмпа кĕрешесси ача вăййи мар. Çавăнпа та пушар хăрушсăрлăхĕпе тĕрлĕ вĕренÿсем ирттерсе пушар хăрушсăрлăх правилисене халăх патне çывăхарах çитерме тăрăшатпăр. Çакна вĕренÿ çулĕн юлашки кунĕсенче Муркашри вăтам шкулта вĕренекен тата «Лесная сказка» ача-пăча санаторийĕнче канакан-сывалакан ачасемпе çу кунĕсенчи пушар хăрушсăрлăхĕпе вĕрентÿ ирттерни пирки те калайратăп. Çу кунĕсенче организацисемпе предприятисенче çуллахи пушар хăрушлăхĕпе ĕçсене вăхăтра пурнăçламалла.

Инкексен калăпăшне пĕчĕклетме пурсăмăрăн та пĕрле ĕçлемелле. Ытларах чухне вут-кăвар мунча кăмакисемпе мăрйисем юсавсăр пулнипе, килти электрохуçалăх «ватăлнипе», ÿсĕрле пирус туртнипе вăй илнĕ.

– Эпĕ шутланă тăрăх пулнă инкексем ăнсăрт пулăмсем мар. Вĕсенчен асăрханма пĕлтĕр мĕн туса çитереймерĕмĕр эпир тата малашне ку тĕлĕшпе мĕн тумалла?

– Паллах, ăнсăртран мар. Акă кăçал район территорийĕнче пулнă 24 пушартан 18-шĕ – çынсен килти хуçалăхĕсенче. Мĕнре-ха вĕсен сăлтавĕ; Эпир тăвакан анализ çакна кăтартать: уçă çулăмпа усă курнă чух асăрханусăр пулнипе – 4, электрооборудование эксплуатацилес правилăна пăснипе – 11, кăмакасемпе мăрьесем юсавсăр пулнипе – 3, ÿсĕрле пирус туртнă чух тимлĕхе çухатнипе 5 пушар тухнă.

– Кăçал халăх йышлă пухăнакан вырăнсенче те вут-кăвар алхасни нумайăшне сисчĕвлентерчĕ. Хушса мĕн калайратăр?

– Вырăнти самоуправлени çинчен калакан федераци саккунĕ ял тăрăхĕсене пушар хăрушсăрлăх çине çирĕпрех пăхма ыйтать. Çакă вăл пушар хуралĕ тытса тăрасси, агитаци ĕçне ирттересси, эрех-сăрапа иртĕхекенсен çемйисене тата пĕччен пурăнакансене шута илесси. Юлашкинчен асăннисен списокне туса вĕсене районти шалти ĕçсен пайне, патшалăх пушар надзорĕн районти уйрăмне çитерсе парсан лайăх пулмалла. Кунпа пĕрлех ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсен асăннă çынсен хуçалăхĕсене тĕллевлĕ тĕрĕслесе тăма график туни те пушар çулне пÿлĕччĕ.

Сирĕн ыйту çине хуравласа çакна калатăп. Халăх йышлă пухăнакан вырăнсенче кăçал икĕ пушар пулчĕ. Вĕсем: арçынсен Каршлăхри Александр Невский ячĕллĕ православи мăнастирĕнче тата Шетмĕпуçĕнчи пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан тĕп шкулта.

– Константин Геннадьевич, калаçăва вĕçленĕ май хăвăрăн сĕнĕвĕрпе паллаштарăр-ха.

– Ашшĕ-амăшĕсем! Ачасем шăрпăк тытасран, вĕсем аслисем çук чухне электричествăпа усă курмалли приборсем патне пырасран тата газ плитисемпе усă курасран асăрханăр. Ачасем умĕнче пирус туртса вĕсене тĕслĕх ан кăтартăр! Ÿсĕрле пирус туртакансене инкек пирки асăрхаттарăр.

А. БЕЛОВ

калаçнă. 

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика