03 июля 2013 г.
Улăх-çаранта утă уйăхĕ вăй илнĕ тапхăр. Ĕнер акара тимленĕ хресчен паян иртен пуçласа каçчен выльăх апачĕ хатĕрлес ĕçре вăй хурать. Уяр кунсенче çапла пулмалла та. Çĕр ĕçченĕ çак ĕçе çанă тавăрса кÿлĕннĕрен хатĕрленĕ апат калăпăшĕн кăтартăвĕ кунсерен ÿссе пырать. Районти ял хуçалăх производство кооперативĕсем паянхи куна нумай çул ÿсекен курăксене 2841 гектар (46 процент) çинчен çулса пуçтарса илнĕ. Курăк çулассипе Чкалов яч. хис. тата «Колос» АПФ (100 процент), Е. Андреев яч. хис. (58 процент), «Свобода» (54 процент), Суворов яч. хис. (46 процент) тата хресчен (фермер) хуçалăхĕсем ăнăçлă ĕçлесе пыраççĕ.
Утă уйăхĕн 2-мĕшĕ тĕлне районти хуçалăхсем 3198 тонна (59 процент) утă, 1900 тонна (16 процент) сенаж янтăланă.
Обществăлла выльăх-чĕрлĕх валли хĕл каçмалăх выльăх апачĕ хатĕрлессипе ĕçсем епле пынипе паллашма «Оринино» ял хуçалăх производство кооперативне çитрĕмĕр. Кăнтăрлахи шăрăхран пытанмасăр уй-хир ĕçченĕсем симĕс ĕç çинчеччĕ.
– Паян шăрăхран пытанмасан хĕл кунĕсенчи шартлама сивĕ те хăратаймĕ пире. Çакна шута илсе эпир паян иртен пуçласа мĕн каç пуличчен хуçалăх уй-хирĕсенче утă янтăлассипе тăрăшатпăр, – савăнăçлă кĕтсе илчĕ пире фермăна килекен рулонти утăна управа пуçтарса хурассипе ĕçлекен ушкăнти Георгий Курбанов.
Ферма заведующийĕ Раиса Блинова каланă тăрăх хуçалăх ĕçченĕсем уяр кунсемпе тухăçлă усă курса Патаккассинчи сĕт фермине 200 тонна ытла типĕтнĕ утă кĕртсе пама хевте çитернĕ те ĕнтĕ.
– Уяр кунсем тăраççĕ те утти-сенажне ытларах янтăласан та ытлашши пулмасть. Пире паха утă татах 150 тоннăна яхăн кирлĕ. Ыран е тепĕр кун сенаж хывма пуçлатпăр. Техника та, ĕçлекенсем те çак ĕçе тухма хатĕр. Пирĕн фермăна тулăх хĕл каçма сенажĕ те 2000 тоннăна яхăн кирлĕ. Ума лартнă тĕллевсене пурнăçлатпăрах тесе шутлатпăр. Çак ĕмĕтпе куллен ĕçе тухатпăр, – сăпайлăн калаçать Раиса Ананьевна.
Фермăна пыракан утăна тирпейлесе хурассипе эпир пынă кун Алевтина Кочнова, Елена Воробьева, Раиса Блинова, Нина Дмитриева, Валентина Гурьева, Георгий Курбанов ĕçлетчĕç.
Çитес хĕл валли хуçалăхри ĕç планĕпе пăхнă чухлĕ выльăх апачĕ хатĕрлессипе улăх-çаранта та паян самантлăха ĕç чарăнмасть. Валерий Замков пĕр чарăнмасăр тенĕ пек курăк çулать. А. Скворцов хăйне шанса панă кĕреплепе çулнă курăка тавăрса варкăштарсах тăрать, хăвăртрах типме пулăшать. Н. Гурьев вара типнĕ утăна рулона преслассипе тăрăшать. Вячеслав Замков янтă рулонсене тиесе ферма çывăхнелле ăсатать. Рулонсене турттарнă çĕрте С. Иванов, М. Колбасов, В. Колбасов водительсем хастар.
Аталану çулĕпе каяс тесен вара мĕн палăртнине пурнăçламаллах. Орининсем çакна утă çинчи кашни ĕç кунĕпе çирĕплетеççĕ.
А. БЕЛОВ.