Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Пуçарулăх ытларах пултăр

11 июня 2013 г.

 

Районта пурăнакансен сывлăх шайне ÿстерсе пырасси, çынсене сывă пурнăç йĕркине тытса пыма явăçтарасси, ĕçлекенсемпе вĕренекенсене тăтăшах спорт ăмăртăвĕсене, физкультура занятийĕсене хутшăнтарасси çине район администрацийĕ çулленех пысăк тимлĕх уйăрать. Апла пулин те ăмăртусене хушу мелĕпе тухни те палăрать-ха.

Массăллă спорт пирки калаçма паян эпир редакцие район администрацийĕн спортпа туризм секторĕн ертÿçине В. Петрова чĕнтĕмĕр.

– Владимир Вячеславович, районта массăллă спорта аталантарма майсем çителĕклĕ-и?

– Массăллă спорта аталантарма майсем çителĕклĕ темелле. Пĕлтĕрхи çулталăка валли акă районти бюджетра физкультурăпа спорта аталантарма 10,5 миллион тенкĕ уйăрнă пулнă. Кунта районти ачасемпе çамрăксен спорт шкулĕ – «Сывлăх» ФСК-на тытса тăрассине те, районти ăмăртусене ирттерессине те, республика ăмăртăвĕсене тухса çÿрессине те пăхса хунă.

Районта спорта, физкультурăна кăмăллакансем валли пурĕ 26 спортзал, 97 спорт сооруженийĕпе площадка, Муркашри вăтам шкулта тир, В. Егорова ячĕллĕ спорт шкулĕн йĕлтĕр бази, 4 хоккей курупки – çакă пĕтĕмпех районта массăллă спорта аталантарасси çине лайăх витĕм кÿрет.

Массăллă спорта аталантарас ĕçе, вăл чăнах та ырă тухăç патăр тесен, ачаранах пуçламалла, çавăнпа та кунта малтанах ача-пăча сачĕсенче тăрăшакансен, кайран вара физкультура учителĕсен тÿпи пысăк та пĕлтерĕшлĕ пулмалла. Районта паян физкультура сферинче пурĕ 62 специалист вăй хурать. Шăпах çурри – физкультура учителĕсем, 21 преподаватель тренер, 10 инструктор.

– Майсем пур темелле, анчах та çак массăлăх тени пур-и вăл пирĕн?

– Районти массăллă ăмăртусем ытларах В. Егорова ячĕллĕ спорт шкулăн стадионĕнче иртеççĕ. Çакăнта район шайĕнчи ăмăртусене пĕр харăсах 400–800-е яхăн çын хутшăнни хушса е чакарса каланă сăмах мар. Тăтăшах ăмăртусене тухакансем çакна çирĕплетсе пама пултараççĕ. Паллах, никама та ăмăртăва вăйпа кăларма çук. Активлăх, спорта кăмăллани – çак туйăмсем çыннăн шалтан тухмалла тесе шутлатăп. Ку вара ачаран мĕнле аталану пулнипе çыхăннă. Çапла ачаранах çын физкультурăпа спорта «парăнчĕ» пулсан вăл ĕмĕр тăршшĕпех хăйĕн ăшĕнче физкультурник: яланах активлă, пуçаруллă, ответлăх туйăмĕпе дисциплина енчен те малта. Çакăн пек çынсем пирĕн районта та нумай. Ачасене вĕсен тĕслĕхĕпе паллаштарма ÿркенмелле мар.

– Кун пек çынсем кашни ял тăрăхĕнчех пур. Апла пулсан вырăнта мĕнле ĕçлени те районти массăллă спорт çине витĕм кÿмесĕр иртмест?

– Çапла. Вырăнта массăллă спорта аталантарассишĕн ытларах ял тăрăхĕсем ответлă пулса тăраççĕ. Анчах каллех ĕçе ăçта мĕнле йĕркеленĕ.

Акă ял тăрăхĕсен бюджечĕсенче спортпа физкультурăна аталантарма вăтамран 15–20 пин тенкĕ пăхса хураççĕ. Çакă, паллах, питĕ сахал. Кăçал валли Муркаш ял тăрăхĕ çак суммăна 30 пине çитерчĕ. Çапла майĕпен ырă улшăнусем те пулаççĕ пулĕ.

Вырăнта ăмăртусем ирттерессипе уйрăмах Мăн Сĕнтĕр (кунта çулталăкĕпе пыракан спартакиада йĕркеленĕ) ял тăрăхĕ аван ĕçленине каламалла. Муркаш, Чуманкасси, Çатракасси, Ярапайкасси ял тăрăхĕсене лайăх енĕпе палăртса хăвармалла. Асăннă ял тăрăхĕсенче вырăнти ăмăртусенчен пуçласа республика шайĕнчисем таранах ирттереççĕ. Çав вăхăтрах Турай, Йÿçкасси, Катькас ял тăрăхĕсен ытларах тăрăшмалли палăрать.

Ял тăрăхĕсенче вара çынсем спорт ăмăртăвĕсене хаваспах хутшăнма килĕшнине калаççĕ.

Районта спорт федерацийĕсем те пур. Вĕсен те хăйсен ĕçне активлăрах туса пымаллине каласа хăварас килет. Пуçарулăх ытларах пултăр.

– Пуçарулăх шкул ачисен ретĕнче кăна ытларах палăрни сисĕнет.

– Шкул ачисем физкультура урокĕсемсĕр пуçне районти спорт шкулĕнче хăйсен ăсталăхне туптаççĕ. Сăмахран, пĕлтĕр 540-е яхăн вĕренекен спортăн 8 тĕсĕпе иртекен секцисене çÿрерĕ: йĕлтĕр спорчĕ, çăмăл атлетика, ирĕклĕ майпа кĕрешесси, волейбол, дзюдо, бокс, велоспорт-маунтинбайк, шывра ишесси. Иртнĕ çул массăллă разрядлă 346 спортсмен, пĕрремĕш разрядлă 18 спортсмен хатĕрленĕ. Икĕ спортсмен спорт маçтăрĕн кандидачĕ пулса тăчĕ (бокс тата биатлон енĕпе). Шкул ачисен спартакиади те вĕсене спортсăр пурăнма памасть темелле – тĕрлĕ енлĕ тата вĕренÿ çулĕ тăршшĕпех.

Аслисен те ачасенчен юлмалла мар. Районта ĕç коллективĕсен спартакиадине спортăн 14 тĕсĕпе йĕркеленĕ. Унта активлăрах хутшăнса ачасене ырă тĕслĕх кăтартма тăрăшмалла.

Н. ДИМИТРИЕВА. 

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика