11 июня 2013 г.
Модернизаци программине хутшăнни пирĕн районти вĕренÿ сферинче кăçал мĕнле улшăнусем тума, мĕнле çĕнĕлĕхсене пурнăçа кĕртме май парать; Çак ыйтупа эпир район администрацийĕн вĕренÿ тата çамрăксен политикин пайĕн пуçлăхĕпе З. Дипломатовăпа тĕл пулса калаçрăмăр.
– Зоя Юрьевна, модернизаци программине хутшăнса пирĕн районти вĕренÿ учрежденийĕсенче мĕнле ĕçсем туса ирттерме палăртнă;
– Малтанах модернизаци тĕрлĕ енлĕ ĕçсене пĕрлештернине каламалла. Вĕсенчен пĕри – шкулсенче тĕплĕ юсав ĕçĕсем пурнăçласси. Кăçал çак ĕçе Йÿçкассинчи вăтам шкулта 900 пин тенкĕлĕх пурнăçламалла. Кунта санузел юсаса çĕнетме, хăш-пĕр алăксене улăштарма палăртнă. Çавăн пекех электричествăпа çыхăннă ĕçсем туса ирттермелле.
Мăн Сĕнтĕрти вăтам шкулта юсав ĕçĕсем ирттерме 1 миллион та 859 пин те 300 тенкĕ уйăрнă. Ку шкулта таса мар шыв юхса тухакан системăна, шыв пăрăхĕсене çĕнетмелле, чÿречесем улăштармалла, путвалпа спортзалти электричество системине юсама палăртнă.
Нискассинчи вăтам шкулта та ĕç пысăк калăпăшпа иртмелле. Çивитти улăштарма тата спортзалта юсав ĕçĕсем ирттерме пурĕ 2 миллион та 600 пин тенкĕне яхăн пăхса хунă.
Çапла вара пурĕ 5 миллион та 300 пин тенкĕлĕх юсав ĕçĕсем пурнăçламалла. Çак суммăран 1 миллион та 340 пине яхăн – вырăнти бюджет укçи-тенки.
– Асăннă программăна хутшăнса пĕлтĕр Муркашри вăтам шкул столовăйĕнче апат блокне юсаса çĕнетме май пулчĕ, унти сĕтел-пукана та çĕнетрĕр. Кăçал шкул столовăйĕсенче юсав ĕçĕсем тума палăртнă-и?
– Ку ĕç кăçал та пулать. Йÿçкассинчи, Мăн Сĕнтĕрти, Чуманкассинчи, Юнкăри, Çатракассинчи тата Калайкассинчи шкул столовăйĕсенче юсав ĕçĕсем пурнăçлама тата унта валли сĕтел-пукан туянма район бюджетĕнче 1 миллион та 508 пин тенкĕне яхăн пăхса хунă. Столовăйсене оборудовани вырнаçтарасси республика бюджетĕнчен уйăрнă укçа-тенкĕпе пулса пырĕ.
– Вĕрентÿ кĕнекисемпе лару-тăру мĕнлерех?
– Модернизаци программипех кĕнекесем туянма та укçа-тенкĕ уйăрнă. Унпа çитес вĕренÿ çулĕнче 3–4 классем вĕренмелли кĕнекесен хушма комплекчĕсене туянмалла. Кунсăр пуçне 9–11 классенче вĕренмелли кĕнекесем те туянмалла.
Федераци патшалăх вĕренÿ стандарчĕсемпе хальлĕхе 1–2 классем вĕренеççĕ, çитес вĕренÿ çулĕнче класран класа куçнине кура ĕнтĕ çак стандартсемпе 1–3 классем вĕренĕç. Çĕнĕ стандартпа вĕренмелли кĕнекесем тÿлевсĕрех терĕмĕр, çак кĕнекесемпе вĕренме вара ятарлă ĕç тетрачĕсем кăларнă. Вĕсене ашшĕ-амăшĕсем туянаççĕ.
– Иртнĕ кунсенче республикăри шкулсене 22 çĕнĕ автобус çитрĕ. Пирĕн районта кăçал çĕнĕ автобуса тивĕçекенсем пур-и?
– Кăçал районти вĕренÿ учрежденийĕсем 2004 çулта туяннă икĕ шкул автобусне «çĕнетме» палăртнă. Мăн Сĕнтĕрти вăтам шкула автобус çитнĕ ĕнтĕ, кĕркунне Калайкассинчи вăтам шкула та çĕнĕ автобуспа тивĕçтермелле.
– Модернизаци программине хутшăнни пирĕн шкулсенче тата мĕнле утăмсем тума пулăшать?
– Çак программа пулăшнипех шкулсенче электрон дневниксемпе электрон журналсем ĕçе кĕмелле. Ку шкул ĕçне татах та уççăнтарах туса пыма май парать. Программăпа компьютер оборудованине те çĕнетсе пыратпăр.
Мăн Сĕнтĕрти вăтам шкулта инженер класĕ уçма палăртатпăр. Çак класс валли робототехника туянатпăр.
Пĕтĕмĕшле илсен модернизци программине хутшăнни районта вĕренÿ пахалăхне ÿстерме, ку сферăра вăй хуракансен ĕç укçине ÿстерме тата учрежденисенчи пурлăхпа техника базине çĕнетме май парать.
Н. Николаева калаçнă.